Кăмăл пулсан ырă ĕç тума пулатех
Ырă пуçару хăйĕн вырăнне тупатех çав. Çулталăк каялла пирĕн çĕршыва, вăл шутра Чăваш Ене те, коронавирус инфекцийĕ çитсе йăлана кĕнĕ пурнăç йĕркине пысăк улшăнусем кĕртрĕ. Вăл пире тĕрĕслерĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах çак вăхăтра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшас тĕллевпе Шупашкарта Чăваш Енри «Единая Россия» парти регионти уйрăмĕ çумĕнче волонтерсен центрĕ ĕçлесе кайрĕ. Пандеми тапхăрĕнче вĕсем республикăра пурăнакансене пысăк пулăшу пама пултарчĕç. Паянхи кун чир майĕпен чакса пырать пулин те волонтерсем ырă ĕçсем тума пăрахмаççĕ.
Волонтерсен центрĕ ĕçлесе кайнăранпа çулталăк çитнине халалласа парти пайташĕсем тепĕр ыркăмăллăх акцине хутшăнма кăмăл турĕç. Хальхинче вĕсем Чăваш Енри ача-пăча поликлиникисенче кану вырăнĕсем йĕркелеме пулăшаççĕ.
Акă мартăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн Председателĕ Валерий Павлов тата районти райпо Канашĕн председателĕ Юрий Харитонов Элĕкри тĕп больницăра пулчĕç, тĕп врачăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ивановăпа паянхи кун сывлăх сыхлавне пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Республикăра «Земство тухтăрĕ» федераци программи ĕçлет пулин те ял-салара кадрсен ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч тăрать. Çавăн пекех Патшалăх Канашĕн депутачĕ район поликлиникин тата стационарăн пурлăх никĕсĕ мĕнлерех шайра пулнипе, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пурнăçланнипе интересленчĕ.
Хальхинче Валерий Михайлович шурă халатлисем патне пушă алăпа килмен. Вăл ача-пăча поликлиникин кану вырăнĕ валли сĕтел-пукан, канцеляри хатĕрĕсем парнелерĕ. Малашне тухтăр патне кĕриччен пĕчĕк пациентсем пушă вăхăтпа усă курса ÿкерчĕксем тума, сăрлама пултарĕç. Ашшĕ-амăшне те канса илме меллĕ пулĕ.
Халăхра калашле, кăмăл пулсан ырă ĕç тума пулатех. Кăна валли ытлашши вăхăт та, виçесĕр вăй хуни те кирлĕ мар.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.