Кашни ачара ыррине кăна шыратăп
– Ачана юратмасăр ĕçлейместĕн пирĕн профессире. Тин кăна Элĕкри «Çăлкуç» ача садне ĕçлеме килсен опытлă воспитательсенчен пĕри Роза Дмитриевна çапла каланăччĕ: «Кирек мĕнле итлемен ачара та япăххине мар, лайăххине шыра. Ун чухне эс ăна чăннипех те юратма пултаратăн». Чăнах та çапла пулнине паян хам та çирĕплетсе паратăп. Миçе çул ĕçлетĕп ĕнтĕ, чăрсăр-и вăл, лăпкă-и – пур ача та ман çумра.
Çак сăмахсене Элĕкри 1-мĕш №-лĕ «Çăлкуç» ача садĕнче ĕçлекен Светлана Петрова воспитатель ĕçĕнчи вăрттăнлăхсем çинчен сăмах пуçарсан каларĕ. Чăваш Енри «Çулталăкри воспитатель – 2025» конкурсăн муниципалитет тапхăрĕн çĕнтерÿçипе ачасем каннă вăхăтра тĕл пултăмăр. Шăпах меллĕ самантпа усă курса воспитатель профессийĕ çинчен калаçрăмăр та.
– Светлана Григорьевна, воспитатель профессине суйласа илесси мĕнрен пуçланчĕ-ха?
- Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче нумай çул заведующинче ĕçленĕ Галина Николаевна Васильевăран пуçланнă пулĕ тетĕп. Вăл манăн тăван шутланать. Пĕчĕк чухнех эпĕ ун патне килсе çÿреттĕмччĕ, вăл вара мана ушкăнсене ачасем патне илсе каятчĕ. Çавăн чухнех ман пуçа воспитатель пулатăп текен шухăш кĕрсе ларнă. Йăлкăш шкулĕнче вĕреннĕ чухне вара пĕрремĕш вĕрентекен Галина Владимировна Степанова маншăн идеал вырăнĕнчех пулнă. Сочиненисенче те ун çинчен яланах юратса çыраттăмччĕ. Çакăн пек хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем çине пăхса чунăм ачасемпе ĕçлемелли професси еннех туртăннă.
– Апла пулсан Сирĕн икĕ профессирен пĕрне суйламалла пулса тухнă: воспитатель е вĕрентекен?
– Шкултан вĕренсе тухсанах эпĕ Шупашкарти педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Шăпах çав вăхăтра Çĕмĕрлере педагогика училищи уçăлчĕ. Пире, çывăхри районсенчисене, тÿрех унта куçарчĕç. Çапла вара эпĕ Çĕмĕрлере вĕренсе алла диплом илтĕм. Телее, ĕç шырамалла пулмарĕ. Йăлкăш ялĕнче ача сачĕ уçăлнă май хам ĕç биографине унта çырма пуçларăм.
– Анчах тăван тăрăхрах тытăнса тăман-ха Эсир...
- Йăлкăш шкулĕн директорĕ, вăлах манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕн мăшăрĕ Алексей Аркадьевич мана кĕçĕн классен учителĕ пулма вĕренме яратăп тетчĕ. Вăл Галина Владимировна тивĕçлĕ канăва кайсан ун вырăнне мана хăварас шухăшлăччĕ. Çапла вара 2004 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Кĕçех аслă пĕлÿ илни çинчен калакан документа алла илтĕм. Анчах шăпаран иртеймĕн çав. Шăпах çав вăхăтра пĕр семинарта Галина Николаевнăна тĕл пултăм. Вăл мана Элĕкри ача садне ĕçлеме чĕнчĕ. Манăн чун воспитатель ĕçнех кăмăлларĕ пулас, эпĕ ача садне суйларăм. Уншăн вара пĕрре те ÿкĕнместĕп. Паян манăн ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать.
– Ачасене юратмалли çинчен калаçу пуçламăшĕнче палăртрăр ĕнтĕ. Пĕчĕк пулнине пăхмасăрах вĕсем хăйсен ачалăх тĕнчипе, пурнăçри аслисем хăнăхнă япаласем çине пачах урăх куçпа пăхнипе уйрăлса тăраççĕ. Мĕнле шутлатăр, мĕне вĕренетпĕр эпир ачасенчен?
– Вĕсем çав тери таса... Уçă... Суйма пĕлмеççĕ. Сан çине тап-таса куçсемпе пăхаççĕ. Çакна вĕсенчен вĕренмелле пирĕн. Кĕçĕннисем умĕнче хăвна чăннипех те артистка вырăнĕнче тытатăн. Аслă ушкăнсенче ĕçленĕ чухне вара вĕрентекен пулма тивет.
– Паянхи кун шкулчченхи вĕренÿ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн малтанхи картлашки пулса тăрать. Федераллă патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе (ФГОС) килĕшÿллĕн ача сачĕн çырма-вулама вĕрентнипе кăна çырлахмалла мар, шухăшлама, шухăша уçса пама вĕрентмелле. Мĕнле палăрать вăл Сирĕн ĕçре?
– Эпĕ хамăн ĕçе ТРИЗ- технологине кĕртнĕ. Вăл шăпах та ачасене калаçма, шухăша ирĕклĕн уçса пама пулăшать, чĕлхене аталантарать. Ку мелпе ĕçлесе икĕ выпуск кăларса ятăм ĕнтĕ. Акă конкурса хутшăнса ирттернĕ занятире те çак лайăх курăнчĕ. Ачасене темăпа пулăшу ыйтăвĕсем парса пынăçем хăйсемех ĕçлесе кĕрсе каяççĕ. Хăйсемех юмахсем шухăшласа кăлараççĕ.
– Çакна валли хăвăрăн та вĕренмелле-çке...
– 2015 çулта Шупашкарти Учительсем хатĕрлекен вĕренÿ институтне курса вĕренме кайсан хулари ача садĕнче практика занятийĕ иртрĕ. Икĕ çулхи ачасем япалана тĕрлĕ енчен çăмăллăнах уçса параççĕ. Тĕсне, виçине, тăршшĕне, шăршине тата ыттине те. Çакна хамăн ачасене вĕрентес килчĕ. Чи малтанах ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче заняти ирттерсе пăхрăмăр. Пĕчĕк-пĕчĕк утăмсемпе хамăр тĕллев патне куçса пыма пултартăмăр. Паллах, кунта ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пысăк. Акă халĕ тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ май энциклопедисемпе ĕçлетпĕр, кунта аслисен пулăшăвĕсемсĕр май çук.
– «Çулталăкри воспитатель» конкурс шучĕпе иртнĕ занятире те усă куртăр пулĕ хăвăр ĕçри çĕнĕлĕхпе?
– Занятие агролабораторинче йĕркелерĕмĕр, ачасемпе тĕпчев ирттертĕмĕр. Опыт валли килтен йывăç татăкĕсене çавра касса килтĕм. Хăрнă, короед нăрă кăшланă турата та илсе килтĕм. Пĕри лупăпа, тепри микроскоппа ĕçлет. Тĕпчеве ачасем хăйсемех кĕрсе кайрĕç. Уйăрса панă вăхăтран та ытларах ĕçлеме хатĕрччĕ вĕсем, – ăшă кулăпа аса илчĕ конкурс вăхăчĕсене опытлă воспитатель.
– Апла пулсан çĕнтерÿ патне пурте пĕрле çитнĕ эсир?
– Чăнах та, конкурс вĕçленсен манран: «Эпир миçемĕш вырăн йышăнтăмăр?» – тесе ыйтаççĕ. 1-мĕш вырăна тухнине пĕлсен вара савăнăçлăн: «Урра! Эпир çĕнтертĕмĕр!» – тесе кăшкăраççĕ. Çĕнтерÿре пурин тÿпи те пуррине аванах ăнланаççĕ пулас.
– Сăмах агролаборатори çине çитрĕ пулсан ун пирки те калаçса илер-ха. Мĕн улшăнчĕ ача садĕнче агролаборатори ĕçлеме пуçланăранпа?
– Чăнах та, агролаборатори ачасене интереслентермелли, ĕçе явăçтармалли вырăн пулса тăчĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхса пыраççĕ, тĕпчевсем тăваççĕ. Кашни ачан хăйĕн пахча çимĕçĕ пур. Занятисенче мĕн тăватпăр, çавна килте те тума тăрăшаççĕ. Хăш чухне килте амăшĕсене чечек лартнă чухне вĕрентсе илме те пултараççĕ. Тĕрĕссипе, хамăршăн та çĕнĕлĕх нумай кунта. Хаваспах алла илетпĕр вĕсене.
– Светлана Григорьевна, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Эсир хăвăр та килте чăн-чăн чечек тĕнчи йĕркеленĕ.
– Чечексем вĕсем манăн чун киленĕçĕ. Манăн «чир» тесен те йăнăш пулмĕ. Хальхи вăхăтра пахчара 30 ытла тĕрлĕ сортлă роза çитĕнтеретĕп. Кунсăр пуçне нумай çул ÿсекен чечексем чылай. Вĕсене çĕнетсех тăма тăрăшатăп, тăтăшах питомниксенче е Интернет урлă туянатăп. Юлашки вăхăтра декоративлă йывăçсемпе интересленме пуçларăм. Çÿллĕ мар ÿсекен пилеш, улмуççи, чие йывăççи лартасшăн. Чăнах та, пахчари илем çине пăхсан чун канать. Алла чей тытса ларатăн та татах мĕн çĕннине тумаллине шутлатăн вара. Çырмари чулсене пуçтарса илемлетме тăрăшатăп. Паллах, мăшăр пулăшăвĕсĕр май çук. Унта çĕр чавмалла-и, кунта касса пулăшмалла-и – вăл яланах юнашар, - терĕ Светлана Григорьевна шухăшĕпе тăван ялĕнчи çуллахи пахчана çитсе.
Сăмах май, Светлана Григорьевна Уйкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хăйĕн ял каччипех – Владислав Геннадьевичпа çемье çавăрнă. Мăшăр тăван ялтах тĕпленнĕ. Нумай çул килĕшÿпе юратура пурăнать.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çитсе пынă май Светлана Григорьевнăна çуркуннехи чи ăшă та илемлĕ уявпа саламлатпăр. Професси конкурсĕнче те ăнăçу сунатпăр.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.