Кашни вĕрентекен хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать
- Иван Яковлев ачасем валли букварь тунă! Ачасене вĕренме шкулсем уçнă! Ун ячĕпе пирĕн шкул хисепленсе тăрать! – пĕрин хыççăн тепри алă çĕклесе пĕлтерет хăйĕн шухăшне вĕрентекен ыйтăвĕ çине хуравласа.
Элĕк вăтам шкулĕнчи 4-мĕш класра вĕренекенсем Алена Ефимова ирттерекен уçă урокра «И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн аслă ывăлĕ» темăпа калаçăва хутшăнса видеоролик хатĕрлерĕç. Ăна «Тăван тавралăх» кĕнеке авторĕ - Марина Новицкая патне ярса пама палăртаççĕ. Питех те усăллă ĕçе тытăннă тăваттăмĕшсем. Кăçал Чăваш Енре Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине паллă тунă май вĕсен пуçарăвне ырламалла çеç. Çитменнине тата Марина Юрьевна хăй вăхăтĕнче Элĕк шкулĕнчи ачасем патĕнче пулса та курнă, çыру та çырнă. Шăпах унти йĕркесем хавхалантарчĕç те шкул ачисене.
Ку вăл çулсеренех вĕрентекенсем хушшинче иртекен «Çулталăкри вĕрентекен» конкурсăн муниципалитетри тапхăрĕ пулчĕ. Яланхи пекех чи пултаруллă вĕрентекенсем мартăн 14-мĕшĕнче Элĕкри вăтам шкула пухăнчĕç. Кăçалхи тупăшăва 8 шкулти конкурсант хутшăнчĕ.
Кĕçĕн классене вĕрентекенсем иккĕн пулчĕç: Элĕк шкулĕнчи Алена Ефимова тата Чăваш Сурăмĕнчи Раиса Соловьева. Биологи предметне вĕрентекенсем те иккĕн хутшăнчĕç: Питĕшкассинчи Татьяна Сергеева тата Тавăт шкулĕнчи Татьяна Гордеева. Мăн Вылăри Надежда Никандрова математикăпа, Вутлан шкулĕнчи Алиса Львова чăваш чĕлхипе тата литературипе, Юнтапари Светлана Семенова музыкăпа, Ураскилтри Ольга Андреева акăлчан чĕлхипе уçă уроксем пачĕç. Кунсăр пуçне конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн ăстаçă урокĕсем ирттерчĕç, жюри пайташĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Жюри тенĕрен, кăçал кунта та çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Сумлă вĕрентекенсен йышĕнче шкул ачисем те пулчĕç. Элĕк шкулĕн хастарĕ Яна Андреевăпа Тавăт шкулĕн вĕренекенĕ Стас Назаров çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕнчĕç. «Кун пек пысăк конкурсра пĕрремĕш хут жюрире пултăм, пуян опыт илтĕм. Яваплăх çав тери пысăк. Пултарулăхпа çыхăннă ĕçе хак пама чăннипех те çăмăл мар. Кашни вĕрентекен хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать-çке», - пĕлтерчĕ Яна конкурс хыççăн.
Чăнах та, Яна шухăшĕпе килĕшмесĕр тăма çук. Кашни вĕрентекен конкурс вăхăтĕнче хăйĕн ĕçĕнчи пуянлăхпа паллаштарчĕ, пурте вĕсем пысăк хака тивĕç. Жюри пайташĕсем çакна шута илчĕç те. «Çулталăкри вĕрентекен» ята республика шайĕнче хÿтĕлеме Алена Ефимовăна шанса пачĕç. Вăл çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Призерсен йышĕнче Светлана Семенова (2-мĕш вырăн) тата Раиса Соловьевăпа Татьяна Сергеева (3-мĕш вырăнсем). Кунсăр пуçне Татьяна Гордеева «Вĕренÿри инноваци», Алиса Львова «Этнокультура хаклăхне упраканĕ», Надежда Никандрова «Методист-практик», Ольга Андреева «Пултарулăх шыравĕ» номинацисенче палăрчĕç.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.