Кĕвĕ-çемĕ йăла-йĕркепе паллашма та пулăшать
Ача сачĕ вăл пĕчĕккисен çĕршывĕ. Кунти пурнăçа вара аякран пăхса пĕлме çук, вăл асамлăх тĕнчи пулнине те ăнланаймăн. Çакна хамран илсе калатăп.
Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче нумаях вăй хумастăп, апла пулин те тĕрлĕ ÿсĕмри пĕчĕк шĕвĕрккесем темĕнпе те интересленекен «халăх» пулнине ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш кунранах ăнкаратăп. Кулленех вĕсен мĕн те пулсан çĕннине, интереслине пĕлес килет. Аслисем пекех ачасем те хăйсемпе тÿрĕ кăмăллă пулнине юратаççĕ. Çавăнпа та мана тĕрлĕ ÿсĕмри шăпăрлансемпе пĕр чĕлхе тупма йывăрах пулмарĕ. Шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденийĕнче музыка ертÿçи пулнă май кĕвĕ-çемĕ туслаштарчĕ пире хăвăртах. Çакна палăртмалла, музыка ертÿçисен кулленех пĕр харăсах тĕрлĕ професси çынни пулма тивет. Уявсемпе фестивальсенче, занятисенче эпир музыкантсем те, ÿнерçĕсем те, сценаристпа режиссер та, костюмерпа актер та, сасă операторĕ те хамăрах. Кунсăр пуçне дизайнер пулса музыка залне уяв тĕлне илемлетме те, сценари хатĕрлеме те тивет.
Кулленхи ĕçре чи пĕлтерĕшли вара - ача садне çÿрекенсене мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвĕпе туслаштарасси. Музыка енĕпе вĕренĕве йĕркеленĕ май юрă итлеме хăнăхатпăр, кĕвĕ-çемĕпе килĕшÿллĕн хусканусем тума вĕренетпĕр, вăйăсем вылятпăр, тĕрлĕ юмах лартатпăр. Çавна пулах ĕнтĕ ачасен ташлас-юрлас пултарулăхĕ ÿсет, халăх хушшине тухсан именеслĕхпе вăтанаслăхĕ чакать. Кунсăр пуçне юрă-кĕвĕ çитĕнекен ачан сывлăхĕ çине те пысăк витĕм кÿрет. Калаçу чĕлхи йĕркеленет, нерв тытăмĕн, сывлав органĕсен ĕçĕ лайăхланать, ташă хусканăвĕсем ал-ура çирĕплĕхĕ çине витĕм кÿреççĕ.
«Çăлкуç» ача садĕнче музыка ертÿçи пулнă май тепĕр саманта та тĕп вырăна хуратăп. Шĕвĕрккесене юрă-кĕвĕпе туслаштарнипе пĕрлех, чăваш чĕлхине юратма, унăн илемне туйма вĕрентесси, тăван халăхăн йăли-йĕркипе паллаштарасси манăн тĕп тĕллев. Çавăнпа та музыка занятийĕсенче чăваш юррисене вĕрентнĕ чухне ачасене мăн асаттесемпе мăн асаннесем пĕчĕк чухне вылянă вăйăсене кăтартатăп, музыка инструменчĕсем çинчен каласа паратăп. Чылай чухне вара ачасем калаçăва хутшăнса çемьери йăла-йĕрке çинчен пĕр-пĕрне пÿлсех пĕлтереççĕ. Малтанах ку калаçу вырăсла-чăвашла хутăш пулса иртет пулсан, каярахпа сăмахсене чăвашла тĕрĕс калама хăнăхатпăр. Чăваш юррисене вĕренетпĕр, юрă шухăшне те палăртма пултаратпăр. Ку ĕçре, паллах, мана ушкăнри воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ.
Чăвашла ташлама та пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхса пыратпăр. Ку чухне те кĕвве чунпа туйни пĕлтерĕшлĕ-çке. Ташă хусканăвĕсене вĕреннĕ чухне те халăх йăли-йĕркипе паллаштарма тăрăшатăп, музыка хатĕрĕсем çинчен каласа паратăп. Вăл е ку музыка инструменчĕ мĕнле кĕвĕ кăларнине итлеттеретĕп. Çапла пĕчĕк-пĕчĕк утăмсемпе музыка енĕпе ăсталăха ÿстеретпĕр те. Çакă вара усăсăр мар. Хамăр пултарулăха тĕрлĕ конкурс-фестивале хутшăнса аталантаратпăр. Кăçал, сăмахран, «Çăлкуç» ача сачĕн шăпăрланĕсемпе «Хĕвел пайăрки» Пĕтĕм Раççейри педагогика ăсталăхĕн конкурсне хутшăнтăмăр. Унта эпир 4-6 çулсенчи ачасемпе пукане çинчен юрăллă-ташăллă юмах кăтартрăмăр. Пĕчĕк артистсем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартнипе пĕрлех, юмах шухăшне те пĕтĕмĕшле уçса пачĕç. Çавăнпах ĕнтĕ асăннă конкурсра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕмĕр. Республикăра иртекен «Хунав» конкурсра та палăрнăччĕ.
Çакă вара малашне те тулли кăмăлпа ĕçлеме хавхалантарать. Çĕнĕ ача сачĕ хута кайнăранпа ĕç условийĕсем палăрмаллах лайăхланнине палăртма та кăмăллă.
Людмила АНДРЕЕВА,
«Çăлкуç» ача сачĕн музыка ертÿçи.