Класс ертÿçисем пĕрле пухăнса канашларĕç
Паян Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ вăтам шкулта класс ертÿçисен республикăри форумĕ «Воспитанин çĕнĕ философийĕ» ятпа иртрĕ. Асăннă мероприятие Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсенчи вĕрентекенсем килнĕ. Çавăн пекех форума Элĕк муниципаллă округăн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Зоя Васильева, Тавăт вăтам шкулĕн директорĕ Сергей Петухов, «Навигаторы детства» Пĕтĕм Раççейри проектăн муниципалитетри координаторĕ Наталья Герасимова тата Шупашкартан килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.
Асăннă мероприятие Тавăтсем тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Ачасен пĕр ушкăнĕ тĕрлĕ районтан килнĕ класс ертÿçисене, шкулсенчи советниксене пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Теприсем хăйсен ал ĕçĕсен куравĕсемпе паллаштарчĕç. Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе çывăхрах паллашас тĕлĕшпе тĕрлĕ лапамсене пайланса ĕçлерĕç, ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç вĕрентекенсем.
Педагогсемпе шкул ачисем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетесси, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хутшăнса ĕçлесси, вĕренÿпе воспитании ыйтăвĕсене кулленех пĕрле татса парасси форумăн тĕп темисем пулса тăчĕç те.
Фоторепортаж: (alikovopress.ru)