Комбайн штурвалне тытма хатĕрленетпĕр
Пулас профессипе паллаштарасси шкула кайичченех пуçланать. Çакна «Çăлкуç» ача садĕнче аванах ăнланаççĕ. Кунта «Ача садĕнчен предприятие çити» профориентаци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ экскурси йĕркелеççĕ. Акă хальхинче ачасем воспитательсемпе пĕрле «Новый путь» хуçалăха çитсе курчĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла, «Новый путь» хуçалăх «Çăлкуç» ача садĕнчи агролабораторие шефа илнĕ. Çавăнпа та кунта çитсе курни ачасемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пулин те ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Сергей Майоров çамрăк хăнасене хаваспах кĕтсе илчĕ. Чи малтанах шăпăрлансем йĕтем çинче пулса курчĕç. Шăпах кунта хиртен турттарса килнĕ тырра типĕтеççĕ, аласа тасатаççĕ. Ачасем кунти мăнаçлă техникăпа интересленчĕç. Вĕсен кашнин хăйĕн тĕллевĕ пулнине, мĕншĕн хиртен килнĕ тырра типĕтсе упрамаллине ăнлантарса пачĕ Сергей Соколикович.
Экскурсин тепĕр саманчĕшĕн ачасем уйрăмах савăнчĕç. Пĕчĕк хăнасем хире тухса чăн-чăн комбайнсем ĕçленине сăнама пултарчĕç. Ылтăн сăн çапнă тырă пуссипе хир карапĕсем мăнаçлăн шуса пынине ачасенчен хăшĕ-пĕри чăн пурнăçра курман та пулĕ. Ачасем техника ĕçленине куç илмесĕр сăнарĕç. Комбайнерсем кану вăхăчĕ туса ачасемпе калаçма вăхăт тупрĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕ çинчен, сĕтел çинче кашни кунах çăкăр пултăр тесен мĕн чухлĕ ĕçлемелли çинчен каласа пачĕç. Хăюллисем комбайн кабининче те ларса курчĕç. Кун пек техникăн штурвалне тытса пырас тесен шкулта тăрăшса вĕренмелле пулать тенине ăша хыврĕç.
Хуçалăхсенче иртекен чĕрĕ уроксем нумайлăха ачасен асĕнче юласса шанатпăр. Вĕсем ĕçе пысăк йышпа тумаллине, кунта вара кашнин тÿпе хывмаллине хăйсен куçĕпе кураççĕ. Çăкăр туса илес тесен нумай вăй хумаллине те ăнланаççĕ, çакă малашне ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçне хисеплеме, çăкăр хакне пĕлме вĕрентет. Тен, çитĕнсе çитсен вĕсенчен хăшĕ те пулин комбайн штурвалĕ умне ларĕ е ял хуçалăхне ерт-се пырĕ. Профессие суйласси ачалăх çулĕсенченех пуçланать-çке.
«Новый путь» хуçалăх ертÿлĕхне пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тăватпăр. Кун пек тĕлпулусем малашне те тăсăласса шанатпăр.
Лариса СОКОЛОВА,
«Çăлкуç» ача сачĕн заведующийĕ.