Комбинат ячĕ-сумĕ ан чактăр
Улма-çырла комбиначĕ тесенех ума хăватлă производство предприятийĕ тухса тăрать. Пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе, нумай тĕрлĕ апат-çимĕç туса кăларма пултарнипе кĕрлесе те шавласа кăна тăнă комбинат. Районта кăна мар, республика, çĕршыв шайĕнче те малта пырса чыс-хисепе тивĕçнĕ.
Малтан лайăх ĕçлени - хальхисемшĕн ырă тĕслĕх
Иртнĕ çул, авă, Чăвашпотребсоюз тытăмĕ 100 çул тултарчĕ. Пĕр ĕмĕрхи юбилее ахальлĕн мар, сумлă кăтартусемпе кĕтсе илчĕç кооператорсем. Элĕксем вара юлса пыраççĕ тетĕр-и; Апла мар, шав малаллах кайма хăнăхнă вĕсем. Районти потребительсен обществи ырă ĕçĕ-хĕлĕпе палăрсах тăрать. Ку тытăмра 120-е яхăн ятлă апат-çимĕç туса кăларнине пĕлетпĕр. Çак енĕпе Элĕкри улма-çырла комбиначĕ ниепле те аякра тăма пултарайманни паллă. Шав малаллах аталанса пыраканскер иртнĕ çул, авă, утмăл çул тултарчĕ.
Çав тапхăрта кунта кам кăна ĕçлемен-ши? Мĕн кăна туса кăларман-ши тата? Паллах, асăнса та пĕтереймĕн. Малтанхи тапхăрта вара ĕçлеме пачах та çăмăл пулман. Пĕтĕмпех алă вăйĕпе пурнăçлама тивнĕ. Пурлăх никĕсне те хăй вăйĕ-пех çĕкленĕ вĕт хастар ĕçченсем. Çурт-йĕр тăвас тĕллевпе вăрман та ĕçленĕ-мĕн вĕсем. Çапла майпа общежити çурчĕсем те ĕçе янă. Вăрнара вакунпа çăнăх е сахăр, çавăн пекех сухан е помидор килет-и - çавна пушатса турттарса килнĕ. Пысăк та йывăр михĕсене çĕклеме епле вăй-хал çитернĕ-ши вĕсем? Ÿркенмесĕр вăй хурсан ÿсĕм пулатех çав. Комбинат аталанса, вăй илсех пынă. Часах цехсене хăватлă, меллĕ оборудовани те çитнĕ. Вырăнта чĕр тавар ха- тĕрлес ыйту та çивĕч тăнă. Çавна май вырăнти хушма хуçалăх ĕçне ăнăçлă йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç туса илнĕ. Чĕр тавар тулăх пулсан - тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеме те майсем пур. Предприятире вара пилĕк цех таранах. Вĕсенче кондитер изделийĕсем, тĕрлĕ консерва, тутлă шывсем туса кăларнă. Çавăн пекех типĕтмелли тата сăрламалли цехсем те ĕçленĕ.
Ăнăçлă ĕç-хĕл ертÿçĕрен нумай килет. Çав иртнĕ çулсенче Ефим Матвеев, Раиса Давыдова директорсем тăрăшуллă пулнине палăртаççĕ. Ахаль рабочисен тÿпи те пысăках. Вĕсем талăкĕпех вăй-хала шеллемесĕр тимленĕ. Икĕ-виçĕ сменăпа вăй хунă тутлă çимĕç ăстисем. Производствăра çынсем улшăнса тăрас йăла пулман. Пĕрисемех вăтăр-хĕрĕх çул тар кăларнă. Комбинатра çемье династийĕн юхăмĕ вăй илнĕччĕ. Изванкка ялĕнчи Анисия Павловăна чи нумай ĕçлекенни тетчĕç. Çакăнти Ольга Андреева та хăйĕн пурнăçне комбината халалланă. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан унăн ĕçне хĕрĕсем Светлана, Катя малалла тăснă. Мария Обакова, Лидия Петрова, Алиса Матвеева, Зинаида Семкина тата ыттисем комбинатра вăй хурса ят-сума тивĕçнĕ. Опытлă çынсен ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Çавăн пеккисем йышлăн тăрăшнипе комбинат чапĕ ÿссе пынă та. Кашни уйăхра, кварталта ĕç-хĕле пĕтĕмлететчĕç. Малта пыракансене парне, укçа-тенкĕ парса хавхалантаратчĕç. Комбинат ĕçченĕсен ырă ĕçĕпе паллашас тĕллевпе семинар-канашлусем иртетчĕç. Хастар коллективăн ĕç-хĕлне район хаçатĕнче те çутатсах тăнă. Тĕллевлĕ страницăсем, номер хатĕрлени те асрах. Çапла ыррине, кирлине, усăллине район çыннисене пĕлтерме питех те кăмăллăччĕ.
Юлашки вăхăтра производство тытăмĕнче улшăну та пулчĕ. Улма-çырла комбиначĕпе çăкăр завочĕ пĕр коллектива пĕрлешрĕç. Ĕçĕ-хĕлĕпе илсен-и - вĕсем икĕ йыш пекех курăнаççĕ-ха. Малтанхи комбинат, авă, ытларах иртнинех аса илтерет. Тĕрлĕ консерва янтăлать вăл. Тутлă шывсем кăларать. Александр Никифоров генеральнăй директор каланă тăрăх, иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. Контрактпа палăртнă заданисене пурнăçланă.
СŸрĕклĕх авăрне лекес марччĕ
Производствăра пĕр-пĕрне улăштарма пултарни вара темрен те паха. Салат хатĕрлемелле-и, тутлă шыв тумалла-и - нихăш ĕçченĕшĕн те çĕнĕлĕх мар ку. Технологие кашни ла-йăх пĕлет. Çавна май пĕр-пĕрне пулăшма е улăштарма яланах хатĕр. Курăнать, «Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн» девизпа ĕçлеççĕ комбинатра. Çапла пĕчĕк йышах пысăк ĕç тăвать. Туслă хутшăну пулнине тата мĕн çиттĕр? Икĕ коллектив ĕç-хĕле уйăрни те курăнмасть ку тытăмра. Пулăшу кирлĕ пулсан хирĕçлемеççĕ. Ку хутĕнче, авă, комбината пулăшма çăкăр завочĕн ĕçченĕ Елена Степанова килнĕ. Нумай тĕрлĕ пĕремĕк, печени хатĕрленĕ çĕрте вăй хураканскер алкогольсĕр шĕвексем кăларакан линире те парăнмасть. Техника чĕлхине аван пĕлет хĕрарăм.
Малтанхи вăхăтра тĕрлĕ енлĕ ĕçленине тĕпе хурса, улма-çырла сĕткенне кăларас йăла та пур-ха. Ку енĕпе халĕ те вăй хураççĕ. Çавна май территорие ятарлă тиевпе пырса тăраççĕ. Кăçал Элĕк енре панулми питех пулман тетпĕр те, çак çимĕçлĕ вырăнсем те пур иккен. Сарă, хĕрлĕ улмасене ятарлă хатĕр витĕр кăлараççĕ, сĕткенĕ вара юхать те юхать. Çапла ял çыннисен ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ комбинат ĕçченĕсем.
Юлашки вăхăтра ырă мар сас-хура та пулчĕ-ха. Комбинатăн ĕç çук-мĕн. Вăл хупăннă. Чăнах та, кунашкалли пĕр вăхăт пулнă-ха. Ĕç шавĕ чарăнсах ларнă. Çук, кунашкал вуçех пулмалла мар производство предприятийĕн. Халĕ вара кунта ĕç-хĕл çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илнĕ темелле. Производствăна йĕркелесе ертсе пынă çĕрте хăш-пĕр улшăнусем те пур. Йывăр лава туртса пыма Надежда Игнатьевăна шаннă тейĕн. Учетпа отчет ĕçĕсене те вăлах пурнăçласа пырать. Опытлă ĕçчен вăл. Хĕрĕх çула яхăн пĕр улшăнмасăр вăй хурать. Комбинат мĕнле «сывланине» пĕлсе, туйсах тăрать Надежда Марковна. Кладовщикра чăн ăста вăл. Урăхла каласан, ырлăх-пурлăх хуçи. Комбинат продукцине шанчăклă упрама хăнăхнă. Хальхи вăхăтра та çаплах. Шăпах иртнĕ тапхăрти ĕçсене тишкеретчĕ Надежда Игнатьева. Ун çинче вара ытти енĕпе те пысăк яваплăх-çке.
- Кăçал халăхран помидор, хăяр чылай туянтăмăр. Халĕ çимĕçсене маринадлассипе вăй хуратпăр. Салат, консерва тăвассипе те тăрăшатпăр, - терĕ Надежда Марковна.
Цехра шăпах ку енĕпе ĕçсем пыратчĕç. Консерва цехĕн ĕçченĕсемпе ăмăртсах тутлă шывсем тăваççĕ. Конвейер линийĕ çаврăнать те çаврăнать. 1,5 литрлă тулли савăтсем пĕрин хыççăн тепри тухсах тăраççĕ. Çапла алкогольсĕр шывсене çичĕ тĕрлĕ хатĕрлеççĕ. Комбинат çимĕçĕсем складра нумаях выртмаççĕ-мĕн. Вĕсене тÿрех кирлĕ çĕре ăсатаççĕ. Ку енĕпе Александр Поклаков, Владимир Никифоров водительсем кулленех çула тухаççĕ. Тутлă апат-çимĕç янтăлакансем - ĕçчен хĕрарăмсем. Полина Спиридонова, Лидия Егорова, Людмила Кузьмина, Ирина Трофимова, Алина Семенова, Оксана Васильева комбинат çулне чылайранпа такăрлатаççĕ. Производство предприятийĕнче юлашки вăхăтра хăтлă котельнăй çĕкленнĕ. Кунта маларах виççĕн-тăваттăн ĕçленĕ пулсан, халĕ - пĕр çын кăна. Наташа Двойченко газооператор техника ĕçне пĕлсе йĕркелет.
Мĕншĕн çапла-ши? Хуравĕ те паллă пулĕ. Халĕ кунта малтанхи пек чĕртавар килсе тăмасть. Мĕнех тăвăн, ку енĕпе вырăнта та сÿрĕкленнĕ. Улма-çырла комбиначĕн хушма хуçалăхĕ тухăçсăрланнă. Улма-çырла, пахчаçимĕç туса илесси вăйсăрланнă. Чĕртавар çуккипе производство хăвачĕ чакать те ĕнтĕ.
Юлашки вăхăтра комбинат хăвачĕ чакни куç кĕретех. Пĕр сменăпа кăна ĕçлеççĕ кунта. Таварсен ассортименчĕ те пуян тесе калаймăн.
Елена ТИМОФЕЕВА.