Курав сĕтелĕ çинче шăрттанĕ те, хуплăвĕ те пур
Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ Чăваш наци апат-çимĕç фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕ Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте иртнĕ. Кунта кулинари тупăшăвне 8 райпо ăстисем хутшăннă. Трак Енри, Мăн Сĕнтĕрти, Муркашри, Пăрачкаври, Етĕрнери, Хĕрлĕ Чутайри, Ишлейри тата Элĕкри райпо ĕçченĕсем тутлă апат-çимĕç пĕçерсе, сăра вĕретсе, хурăн шывĕ юхтарса килнĕ уява. Кашниех тÿресене юрама тăрăшнă.
Чăваш халăхĕн авалтан килекен апат-çимĕçĕ паянхи кулинарсене те тĕлĕнтерет. Кафе-ресторансенче те хăйĕн вырăнне тивĕçлипех тупма пултараять. Çакна тĕпе хурсах фестивале хутшăнакансем чăваш апат-çимĕçĕпе паллашма, вĕсене тутанса пăхса хаклама майсем туса пачĕç. Хуран кукли, шÿрпе, шăрттан, хуплупа чăкăт – кашнин курав сĕтелĕ çинчех пулчĕç. Апла пулин те хăйне евĕр тутипе, илемлĕхĕпе уйрăлса тăчĕç. Ахальтен мар тÿресен хакпама çăмăлах пулман. Сăмах май, жюри пайташĕсем Чăваш Республикин кулинарсен Ассоциацийĕн председателĕ, Пĕтĕм тĕнчери шеф-поварсен Ассоциацийĕн пĕрлĕхĕн судйи Николай Уездной ертсе пынипе ĕçленĕ.
Кулинарсен фестивальне Элĕксем пĕрремĕш çул кăна хутшăнмаççĕ. Районти обществăлла апатлану предприятийĕн директорĕ Ольга Иванова, «Магнолия» кафен аслă поварĕ Мария Аполоновăпа Ирина Гуляева повар Элĕксен сĕтелне хатĕрленĕ. Ĕçтешсем хăйсен командине те «Элĕк ен» тесе ят панă, курава чăваш тумĕпе хÿтĕленĕ. Кунта кашни апачĕ хăйне евĕр кулинари шедеврĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Хуплупа шăрттанĕ, хуран кукли, чăкăтпа улма е тăпăрч икерчи, кăмакари чăххипе карп пулли – пĕтĕмпех пур сĕтел çинче. Çавăн пекех лимон шывĕпе палан морсĕ те шăрăх çанталăкра çăлăнăç вырăнĕнчех. Пылак çимĕçсĕр мĕнле пултăр-ха тата? Чăваш тухйине сăнланă торт та курав сĕтелĕ çинче хăйĕн вырăнне тупнă.
Жюри хаклавĕ тăрăх, Элĕксем 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Гран-при илекенĕ Трак Ен райповĕн общепичĕ пулнă.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.