Мăшăр хисеплени хаклă
Мĕн-ха вăл амăшлăх? Амăшĕ пуласси пĕчĕк пепкене кун çути парнеллесси анчах мар-ха, çакă çитĕнÿсене, йăнăшсене, уявсемпе ахаль кунсене пĕтĕмпех пĕрлештерет. Амăшлăх - калама çук пысăк яваплăха та палăртать. Тăтăшах этемлĕхĕн черчен пайĕнчен: «Паянхи кун амăшĕ пулма çăмăлах мар-ха», - тенине илтме тивет. Ку чухне улталанма кирлĕ мар, ĕнер те, паян та, ыран та ачана ура çине тăратма çăмăлах мар. Сахал мар вăй-хал кирлĕ.
Çак шухăша Атмалкассине тухсан аслă ÿсĕмри Людмила Толстова та палăртнăччĕ. Хамăр хыççăн ăру хăварасси, çемье пĕлтерĕшĕ çинчен калаçнă май Людмила Никандровна: «Çемье пурнăçĕн тĕп шухăшĕ тата тĕллевĕ - ачасене воспитани парасси. Воспитанин тĕп шкулĕ вара упăшкипе арăмĕ, ашшĕпе амăшĕ хушшинчи хутшăнусем. Ача-пăча аслисене курса ÿсет-çке», - пĕлтерет сакăр теçеткенелле хăвалакан этемлĕхĕн черчен пайĕ.
Кампа хуралнă, çавăнпах шуралмалла
Шĕнтреш ялĕнче çуралса ÿснĕ-ха Л.Толстова. Çичĕ класс çеç пĕтерме тÿр килнĕ вăрçă ачин. Ун хыççăн строительство техникумне штукатур-маляра вĕренме кайнă. Амăшне пулăшас тесе училищăри тантăшĕсемпе Тольятинчи стройкăсене те хутшăннă. Унтан таврăнсан вырăнти фермăна ĕçе вырнаçнă. Çакăнта ĕнтĕ пулас упăшкипе, Атмалкасси каччипе Иван Алексеевичпа паллашнă та.
- Çемье çирĕплĕхĕпе телейĕ хĕрпе каччăлла мĕн чухлĕ çÿренинчен те, килĕ-çурчĕ мĕнле пулнинчен те килмест-ха. Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне хак- лани тата хисеплени, ăнланни пĕлтерĕшлĕ. Эпир упăшкапа эрнеренех пĕрлешрĕмĕр. Ун чухне вĕсем улăм витнĕ пÿртре çеç пурăнатчĕç. Иван 3 çулта чухнех хăр тăлăха тăрса юлнă. Манăн икĕ ача та улăм витнĕ пÿртрех çуралнă. 9 çултан çеç çĕнĕ çурт лартма вăй-хал çитертĕмĕр, - салтрĕ сăмах хутаççине пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ сăнран илемлĕ ватă. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухсах мăшăрĕпе çурт-йĕре çĕнетнине палăртать. Хăй малтанах хуçалăхра, унтан 12 çул Ураскилт больницинче санитаркăра тимленине пĕлтерет. Саша, Юра, Сергей, Таня ачисене те хăйсемпе пĕрле пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнине асăнать. Упăшки пурнăçран уйрăлнăранпа 19 çул çитнĕ ĕнтĕ. Унтанпа кил ăшшине пĕчченех тытса тăрать.
- Ачасем телейлĕ пулччăр тесен вĕсене мĕнле ÿстермелле-ха? - ыйту паратăп пилĕк теçетке çул ытла амăшĕ ятне илтсе пурăнакан Людмила Никандровăна. Этемлĕхĕн черчен пайĕ ку енĕпе ятарлă литература çуккине палăртать те хĕрарăмăн ачисене юратас туйăм хăй çуралнипе пĕрлех тĕвĕленнине пĕлтерет. Юратăва, хÿтлĕхе тата çепĕçлĕхе хăвăн чун тĕпренчĕкне нимĕн шеллемесĕрех парнелемеллине пытармасть.
Мăшăр хушшине йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр
Халĕ ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ унăн. Асли - Александр Чăваш Республикин прокуратура тытăмĕнче прокурорта ĕçлесе нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухнă. Атмалкассинчех тĕпленнĕ Юрий ывăлĕ районти васкавлă пулăшу уйрăмĕнче водительте тăрăшать. Сергей вара строительство фирмин директорĕ пулсан, Татьяна хĕрĕ шут ĕçченĕ. Кашни канмалли кунах киле пухăнаççĕ тĕпренчĕкĕсем. Кил хуçалăха çĕнетессипе тимлеççĕ.
Ку чухне Людмила Никандровна та ĕçсĕр аптраса лармасть-ха, сурăхсем тытать. Кунсăр пуçне çекĕлпе, йĕппе шаль, минтер пичĕсем, тенкел çивиттисем эрешлет.
- Эсир мĕнле хуняма-ха? - шÿтле-шÿтлех ыйту паратăп ăна.
- Нихăçан та ывăлсемпе кинсем хушшине кĕмен. Пĕр-пĕрин хушшинче сăмах ваклакаламалли тупăнсан та илтмĕш пулса тулалла тухса пăрăнатăп. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем: «Арăмăпе упăшки хирĕçни шывпа хăйăр пăтратни», - теççĕ. Хăвăртах иртет пĕр-пĕрин хушшинчи çилĕ, - сăмахлать этемлĕхĕн черчен пайĕ.
Çавăнпа хаклаççĕ те ăна ачисем. Кинĕсене те ывăлĕсем пекех юратнине палăртать. Вĕсем канмалли кунсене хуларан килсен тĕпелте çĕн çынсемех хуçаланнине систерет.
Эльвира КУЗЬМИНА.