Мăшăрĕсемпе ачисем - патшалăх хÿттинче
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев халăхăн пĕр йышне мобилизацилессипе тата вĕсене пулăшассипе тÿрĕ лини ирттерчĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех вăл ку енĕпе регионта ĕç вĕçленнине, пĕтĕмĕшле илсен çак ĕç япăх мар иртнине палăртрĕ. Мобилизациленисем хушшинче хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнас тĕллевлисем йышлăн пулнă. Анчах та хăшне-пĕрне сывлăх шайне, çемьери лару-тăрăва, ÿсĕме кура çара кайма чарнă. Регион ертÿçи мобилизацие лекнĕ граждансене Тăван çĕршыва сыхлама ăсатнă чухне чăваш халăх йĕркине тĕпе хунине, çак ĕçе ял-йышпа тата культура ĕçченĕсемпе пĕрле туса ирттернине ырларĕ. Çавăн пекех Олег Алексеевич мобилизаципе çыхăннă хăш-пĕр кăлтăксем çинче те чарăнса тăчĕ. Тарса çÿрекенсем пулманнине палăртрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пирĕн ентешсем ятарлă вĕренÿ витĕр тухакан пунктсене хăй çитсе килнине, унта Правительствăн ытти членĕсем пулнине те, командирсемпе тачă çыхăнурине те пĕлтерчĕ.
- Мобилизациленисене хушма пулăшусем парасси пирĕншĕн тĕп вырăнта. Сăмахран, халĕ унта медиксем тухса кайрĕç, стоматологсем ĕçлеççĕ. Эпир çак çитменлĕхе тупса палăртрăмăр та, çийĕнчех ăна пĕтерме йышăнтăмăр, - терĕ Олег Алексеевич.
Тепĕр чи пĕлтерĕшлĕ тема вăл - психологи тата медицина тĕлĕшĕнчен сывалма майсем туса парасси. Ятарлă çар операцинчен таврăннисем тÿлевсĕрех сиплев витĕр тухаççĕ, ку программа вара аталансах пырать.
Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех ырă кăмăллăхпа палăрнă. Çакă пире паян та пурне те каллех пĕр тĕвве пĕрлештерчĕ. Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварас çĕре хутшăнакансене пулăшма мобилизаци ыйтăвне хускатнă пĕрремĕш кунранах регионта «Пĕрле» ырă кăмăллăх фондĕнче ятарлă счет уçрĕç. Паянхи кун тĕлне кунта 30 миллион тенкĕ ытла укçа пухăннă. Асăннă укçа-тенке хамăр ентешсене валли çар япалисене туянма ярĕç. Доброволецсен организацийĕсем йĕркеленни, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем ятарлă çар операцисене хутшăннисене пулăшас тĕллевпе çине тăрса ĕçлени, республикăри Хĕрарăмсен, Ашшĕсен канашĕсем те çак ĕçе хастар кÿлĕнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тапхăрта ирĕке кăларнă Донбаса гуманитари пулăшăвĕ яни те эпир Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе хамăрăн тÿпене хывнине палăртать. Раççейĕн çĕнĕ территорийĕсенче инфратытăма çĕнетме пирĕн республика предприятийĕсем хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетсех каларĕ регион ертÿçи.
Октябрь уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ граждансемпе вĕсен çемйисене валли çĕнĕ социаллă пулăшусемпе çăмăллăхсем кĕртессипе çыхăннă темиçе саккуна алă пуснăччĕ. Вĕсен йышĕнче – кредит каникулĕсемпе тивĕçтересси, çапăçусене хутшăннă вăхăтра ĕç вырăнне упраса хăварасси, коммуналлă пулăшусен тăкакĕсемшĕн пенисенчен хăтарасси тата ытти те. Кун хыççăн чылай регион мобилизациленисен çывăх çыннисем тĕлĕшпе хăйĕн социаллă пулăшусен пакечĕсене те çĕнетрĕ. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ те Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе ачисене тивĕçтермелли социаллă пулăшусене анлăлатса октябрĕн 10-мĕшĕнче Указ кăларчĕ. Çак çăмăллăхсен тĕп тĕллевĕ - мобилизациленисен çемйисем, çак самантра çемьери арçын пулăшăвĕсĕр юлнă тапхăрта, патшалăх тимлĕхĕнче пулаççĕ. Регион пуçлăхĕ палăртнă çăмăллăхсен шутне мобилизациленĕ граждансен шкул ÿсĕмĕнчи ачисене тÿлевсĕр апатлантарассине те кĕртнĕ. Кунне икĕ хутчен ирхине тата кăнтăрла вĕри апатпа тивĕçтереççĕ шкул ачисене. Çакна валли вăтамран кунне 105 тенкĕ апат çине каять пулсан, мобилизациленĕ граждансен ачисене кашни кунах черетлентерсе улма-çырла е печени-премĕк, конфет параççĕ, çавăнпа та кулленхи апат хакĕ 141 тенкĕпе танлашать. Асăннă суммăна вара республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Çавăн пекех мобилизациленĕ граждансен ача садне çÿрекен шĕвĕрккесем те çăмăллăхпа усă кураççĕ. Вĕсене кунне 110 тенкĕлĕх тÿлевсĕрех апатлантараççĕ тата шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденине çÿренĕшĕн те укçа тÿлемеççĕ.
Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Элĕк районĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан граждансен 6 ачи шкулсенче пĕлÿ илеççĕ. Тепĕр ултă шăпăрлан ача сачĕн сукмакне такăрлатаççĕ. Тăватă ача амăшĕ çумĕнче шутланаççĕ, вĕсем хальлĕхе ача садне çÿремеççĕ. Вĕренекенсем çинчен калаçнă май тепĕр саманта та палăртса хăвармалла, мобилизациленĕ граждансен шкулта пĕлÿ илекен ачисене районта уйăхсерен икĕ пин тенкĕ социаллă стипенди те тÿлеççĕ.
Кунпа пĕрлех район администрацийĕн ятарлă хушăвĕпе çак тапхăрта Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассипе çыхăннă çапăçусене хутшăнакан ентешсен ачисем Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулне те тÿлевсĕрех кĕрсе çÿреме пултараççĕ. Ку чухне асăннă категорири ачасен спорт секцийĕсене çÿренĕшĕн нимĕн те тÿлемелле мар. Çавăн пекех ку тĕлĕшпе Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕ те çăмăллăхпа тивĕçтерет. Музей йĕркелекен куравсене кирек хăçан та тÿлевсĕрех кĕрсе çÿреме пултараççĕ.
Элĕкри культура çуртĕнче е тĕп библиотекăра иртекен мероприятисене вара çăмăллăхлă йĕркепе кĕртеççĕ.
Мобилизациленисен ачапа килте ларакан мăшăрĕсем те тимлĕхсĕр юлмассине шантарсах калаççĕ вырăнсенче социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем. Асăннă категорири граждансем саккунпа килĕшÿллĕн 0-3 çулччен, 3-7, 7-18 çулччен ачасемшĕн паракан пособисене илсех тăрĕç. Енчен те малтанхи тапхăрта тупăш виçине кура асăннă пособисене палăртман пулсан, халĕ çĕнĕрен пăхса тухĕç.
Регион шайĕнче ятарлă çар операцийĕсене хутшăнакансем тĕлĕшпе пурнăçа кĕрекен тепĕр çĕнĕлĕх вăл - черетсĕрех туй тума ирĕк пурри. Сак кунпа килĕшÿллĕн мăшăрланас тĕллевлисен ЗАГСра ыйту çырнă хыççăн пĕр уйăх кĕтмелле. Повестка панипе ыран-паян мобилизациленекенсемшĕн вара йĕркесем урăхларах. Пулас мăшăрăн çĕнĕ йĕркепе ЗАГС пайне килмелле те çак кунах регистрацилеççĕ вĕсене. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ тапхăрта хăйне евĕрлĕ çăмăллăхпа усă курса икĕ çемье чăмăртаннă. Тата тепĕр 10 ача тĕлĕшпе ашшĕ камне палăртнă.
Эльвира КУЗЬМИНА.
Сăн ÿкерчĕк Максим Григорьевăн, ТАСС