Мухтавлă Çĕнтерÿ нихăçан та манăçмĕ
Аякка та аякка кайса пырать 1945 çулхи Çĕнтерÿллĕ май. Астăвăм вара çынсен асĕнче халĕ те упраннине паян Элĕк салинче Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв тÿрремĕнех çирĕплетет. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем ир кÿлĕмех Элĕк салинчи «Ярмаркка» лапамра пухăнма пуçларĕç. Мĕн пур предприяти-организацире тăрăшакансем кашниех савăк кăмăлпа, çемйисемпе килчĕç митинга.
Çар тумĕ тăхăннисем ушкăн-ушкăн утни çак уява татах та чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Районти полици пайĕн, пушар чаçĕн, суд приставĕсен уйрăмĕн,прокуратура ĕçченĕсем, Афган тата Чечен вăрçисенче çар тивĕçне пурнăçланисем, Сывлăшпа Çар Флотĕнче хĕсметре тăнисем çине кĕçĕн классенче вĕренекенсем уйрăмах ăмсанса пăхрĕç. «Юнармия», «Орленок» тата «Зарница» юхăмĕсенчи вĕренекенсем те, кадетсем те тыткаларăшĕпе чăн-чăн çар çыннисене аса илтерчĕç. Аслисем хыççăн вара «Çăлкуç», «Хĕвел» ача сачĕн пулас çĕршыв хÿтĕлевçисем çирĕппĕн утрĕç. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсемпе пĕрле «Вилĕмсĕр полкри» паттăрсем те Аслă Çĕнтерĕве халалланă 77-мĕш уява хутшăнчĕç. Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан вĕсен шучĕ палăрмаллах ÿсни куç кĕрет. Çĕнтерĕве халалланă митинга килнисене вĕрсе каламаллии нструментсен оркестрĕ вăрçă çулĕсенчи тĕрлĕ кĕвĕпе хавхалантарса пычĕ.
Советски урамĕпе темĕн вăрăмăш уяв колони кĕвĕ çеммипе Совет Союзĕн Геройĕн Мирон Ефимович Ефимов ячĕллĕ Элĕкри культурăпа кану умĕнчи лапама утса хăпарчĕ. Малтисем хăйсен вырăнне йышăнса унта вынаçса тăнă чухне колоннăн вĕçĕ «Ярмаркка» лапамран тин çеç тапранса тухнăччĕ.
Театрализациленĕ представленипе уçăлчĕ митинг. Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв мероприятине хутшăнакансене район ертÿлĕхĕ Эдикт Волковпа, Александр Куликов, Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Алексей Григорьев саламларĕç. Виçĕ çамрăка Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тĕп документне, паспортне, пачĕç. Вăрçă паттăрĕн Мирон Ефимовăн чул палăкĕ умнее чечексем хучĕç.
Уяв мероприятийĕ Элĕкри культурăпа кану паркĕнче тăсăлчĕ. Предприятии организаци коллективĕсем кунта паллă мар салтак палăкĕ умне чечексем хучĕç.