Музейра аваллăха тĕпчеççĕ
Ехремкасси тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем хастарлăхпа палăрнине тахçанах асăрханă. Клубра тăрăшакансем вырăнти халăхпа çирĕп çыхăну йĕркеленĕрен вĕсенчен хăшне-пĕрне артиста кăларма та ĕлкĕрнĕ. Вулавăш вара ку тăрăхрисемшĕн хăйне евĕрлĕ культурăпа вĕренÿ центрĕ пулса тăнă. Кунтан та яра куна çын татăлмасть.
Ехремкасси библиотекин заведующийĕ Алина Андреева пĕлтернĕ тăрăх, пĕрисем вулавăша кĕнеке патне çÿреççĕ пулсан, шкул ачисене, историпе, аваллăхпа кăсăкланакансене кунти музей илĕртет. Ăна валли культура учрежденийĕнче уйрăм пÿлĕм уйăрнă. Юлашки çулсенче экспонатсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕрен самаях тăвăрланнине те пытармасть халăх пуянлăхне упракан. Килен-каяна музейри мĕнпур пуянлăхпа пĕтĕмĕшле паллашма май парас тесе тăтăшах тĕрлĕ курав йĕркелет. Ку хутĕнче пĕрисем çинчен каласа парать пулсан, тепринче - ыттисемпе паллаштарать.
Кашни вăрçă паттăрĕ ял-йыш асĕнче
Çак музея йĕркелес ĕç Ехремкасси шкулĕнче пуçланнă. Вĕренÿ учрежденийĕ хупăнсан халăх пуянлăхĕ çухаласран Елена Семенова экспонатсене библиотекăна куçарнă. Анчах та вырăн сахал пулнăран вĕсене вырнаçтарса лартма, ĕçе малалла тăсма май килмен. Çапла вара унччен пухнă япаласем пĕр кĕтесре тусан пухса çеç выртнă. 2019 çулта хальхи культура çуртĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Унчченхи кинобудкăна та тĕпренех çĕнетнĕ. хăтлă пÿлĕм тунă.
Çак тапхăрта вулавăшра Алина Васильевна ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Хăй тахçантанпах авалхи япаласемпе интересленнĕрен вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхне Вячеслав Ефимова пушă пÿлĕме музей валлилĕх уйăрса пама ыйтнă. Ку ыйтăва ертÿçĕ ырласа йышăннă.
- Малтанах шкултан илсе килнĕ экспонатсене вырнаçтартăм. Ун чухне вĕсен шучĕ çав териех нумаях марч- чĕ. Музея пуянлатас тĕллевпе библиотекăна килекенсене килте сыхланса юлнă авалхи япаласене килсе пама сĕнеттĕм. Кинемейсемпе мучисене килĕсене кĕнеке леçсе панă чухне ĕлĕкхи япаласем пулсан парса яма ыйтаттăм. Çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек пухрăмăр çак япаласене. Чи ватă экспонатсенчен пĕри - 1794 çулти Ехрем касси тăрĕхĕн картти. Ăна кăçал çулталăк пуçламăшĕнче Анат Татмăшри Альберт Сергеев парнеленĕччĕ. Паян пирĕн ял музейĕнче 600 ытла экспонат шутланать. Ку енĕпе малалла та ĕçлетпĕр. Халĕ хамăр тăрăхри ялсенче пурăнакансем ĕлĕкхи пурнăçа сăнлакан кашни япаланах илсе килсе пама тăрăшаççĕ. Халăхпа пĕрле пуянлататпăр музея, - палăртать вулавăш ĕçченĕ.
Чăнах та, кунта кăсăкли, интересли темĕн чухлех. Чылайăшне ял çыннисем килсе панă. Ехремкасси тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, çулсеренех Элĕк ене хăйĕн пĕлĕш-юлташĕпе «Солнце на спицах» акципе хутшăнакан Вячеслав Яковлевич Платонов 180-а яхăн тĕрлĕ кĕнеке парнеленĕ. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ словарь, интереслĕ кĕнекесем темĕн чухлех. Алина Андреева шучĕпе, ентешĕ Ева Лисинăн Библие чăвашла куçарнă ал çырăвĕсене кунта килсе пани чи пысăк пуянлăх шутланать. Темĕн хулăнăш папкăра типтерлĕн упранаççĕ вĕсем. Кĕнекесене упрама çÿлĕк, япаласем валли шифоньер та панă паллă ентеш.
- Хамăр тăрăхри вăрçă паттăрĕсен ят-сумне упраса хăварассипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттертĕмĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 100-е яхăн ветеранăн сăн ÿкерчĕкĕсене тупса ятарлă стенд йĕркелерĕмĕр. Кунпа пĕрлех паттăрсен çывăх çыннисемпе тачă çыхăнса вĕсен кун-çулĕ çинчен сахал мар информаци пухрăмăр. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç çинчен ламран-лам илтсе халĕ инçетри хуласенче пурăнакан мăнукĕсем те çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсене, вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен çырса ярса пачĕç, - тăсать калаçăвне библиотека заведующийĕ А.Андреева. Архивсенче тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсем ирттернине те пытармасть. Раççейри тата республикăри шырав отрячĕсемпе те тачă çыхăну йĕркелеме ĕлкĕр- нĕ культура ĕçченĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри шырав вăхăтĕнче тупнă вăрçă япалисене упрама ял музейне ярса панă та.
Вăрçă паттăрĕсен стендчĕпе юнашар Афган вăрçинче интернационалла тивĕçе пурнăçланисен сăнĕсене вырнаçтартнă. Тепĕр стенд çинче вара Çурçĕр Кавказра «вĕри точкăсенче» пулнисен ячĕсем.
Ĕçре палăрнисене, хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене те асра тытаççĕ Ехремкассисем. «Правда» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă, ял хуçалăх предприятине миллионер-хуçалăхсен шутне кĕртнĕ, çĕршыв шайĕнче палăрнă ертÿçĕ, Сергей Александрович Шлябин çинчен уйрăм стенд йĕркеленĕ вулавăш ĕçченĕ.
Пир те тĕртеççĕ, уяв та тăваççĕ
Музейĕн тепĕр кĕтесĕнче вара пĕтĕмпех авалхи япаласем упранаççĕ. Пĕр çÿлĕк çинче килти хуçалăхра усă курнă тĕрлĕ йышши кăкшăм вырнаçнă. Пĕчĕккинчен пуçласа пысăкки таранах курма пулать вĕсене кунта. Юнашарах чилек, пыл чĕресĕсем лараççĕ. Пĕлтĕр сăмахран, Куракăшра пурăнакан Георгий Павлов килти хуçалăхра усă курнă авалхи кăвас чĕресне килсе панă. Качалаври Альбина Архипова хăйне шыва кĕртнĕ таканана парнеленĕ. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче, тырă акнă, тырă вырнă, утă çулнă вăхăтра апат-çимĕçе упранă перштер те пур кунта. Сăра шанĕсем те вырăн тупнă. Аялти çÿлĕк çинче - шăши, мулкач, упа тытмалли тапăсем, йывăç витресемпе пичкесем. Мĕн пур япалана асăнса та пĕтерме çук. Кашнин çинчен пĕлме интереслĕ. Чи пĕлтерĕшли - экспонатсем кунта тусан пуçтарса выртмаççĕ. Алина Васильевна шкул ÿсĕмĕнчи ачасемпе тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттерет.
2022 çул вĕçĕнче вĕсем кантăртан сÿс туса пир тĕртнине тишкернĕ. Çавăн пекех йĕтĕне шăртласа çÿхе çип тунипе паллашнă. Хĕрачасем çăм арлама, тĕрĕ тумалли кантелекпе ĕçлеме хăнăхнă. Библиотека çумĕнчи музейра темиçе кĕнчелеççи пулнăран ĕçе хăнăхас тĕллевлисене валли кашнинех çитнĕ.
- Чăваш халăх уявĕсене тишкернĕ май кунта упранакан чăваш çи-пуçне тăхăнатпăр. Вунă ытла тĕрлĕ кĕпе упранать кунта. Вĕсене пурне те уйрăм çынсем килсе панă. Элĕк районĕнче пулсан та, тĕррисемпе кашниех расна, пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Аслă ÿсĕмрисем каланă тăрăх, Элĕк тата Ураскилт ял тăрăхĕсенчен качча килнĕ çĕнĕ çынсен кĕписем çинче тĕррисем пысăкрах, чĕнтĕрĕ сарлакарах пулнă. Ехремкасси тăрăхĕнчисен чĕнтĕрĕсем çинçерех, тултарса тата вĕтĕ тĕрленĕ. Анатри чăвашсен кĕпи-саппунĕсем те пур. Çак пуянлăха упраса хăварас тĕлĕшпе çулсеренех çанталăк ăшăтма пуçласан çуса тасататăп, - чăн пуянлăхпа паллаштарать Алина Васильевна. Ехремкасси музейĕнче ахаль шупăр та, венчете тăнă шупăр та, сăхмансем те упранаççĕ. Тăватă кантраллă йĕм те çак таранччен хам та курманччĕ, кунта курма тиврĕ ăна.
Музей çумĕнчи «Истоки» кружока çÿрекен арçын ачасем вара çар хатĕрĕсемпе, тумĕсемпе ытларах интересленеççĕ. Иртнĕ çулсенче Качалав ялĕнче пурăнакан Юрий Терентьев вăрçă çулĕсенчи салтак шинельне парнеленĕ. Татах пур-ха вĕсем, анчах та хăшĕ-пĕрне малтанхи тапхăрта кĕве çинĕ. Музейри авалхи тум-тир ĕмĕрне тăсас тесе япаласене час-часах уçăлтарма тивнине те пытармасть.
Библиотека çумĕнчи музей çитĕнекен ăрăва ăслăлăх ĕçне те çул хывма пулăшать. «Истоки» кружок членĕсем тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, тĕрлĕ ÿсĕмри шĕвĕрккесем Алина Васильевнăпа пĕрле Элĕк Энциклопедине лекмен, анчах та çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă темиçе ентеше тупса палăртнă. Кăçал та ку енĕпе курăмлă ĕçлесшĕн. 2023 çулта Раççейре Педагогпа наставник çулталăкне паллă тунăран Ехремкасси тăрăхĕнчи педагогсен династийĕсене тупса палăртса вĕсен ĕç-хĕлне тишкерме шутлаççĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.