Николай Малов депутат граждансене йышăннă
2022 çулхи майăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов граждансене йышăннă. Ыйтусене пăхса тухнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов хутшăннă.
Йышăну вăхăтĕнче «Янкурас-Тени-Малти Хирлеп» çула тăвассине пăхса тухнă. Шĕмшешри культура çуртне тĕпрен юсасси, Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Этмен плотинине юсаса йĕркене кĕртесси çинчен калаçнă. Ку объектсене тимлĕх уйăрсах тăмаллине палăртнă.