Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ пулни - телей
«Ача-пăча вăл калама çук пысăк туйăмлă. Эпир вара нумай ачаллă амăшĕ пулнипе мăнаçланатпăр», - палăртаççĕ Элĕк салинче пурăнакан Светлана Ефремовăпа Урмай ялĕнчи Наталия Кротова. Нумай ачаллă амăшĕ пулни вĕсемшĕн вĕçĕ-хĕррисĕр ĕç-пуçпа пĕрлех пысăк яваплăх пулнине те пытармаççĕ. Кунран та ытла çакă вĕсемшĕн калама çук пысăк телей пулнине палăртаççĕ.
- Нумай ачаллă çемьесенчи ачасем пĕр тĕпренчĕке çеç ÿстерекеннисенчен уйрăлса тăраççĕ-и? - ыйту паратăп амăшĕсене.
- Паллах. Вĕсем пĕчĕкренех пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса, кирек епле япалана та пĕрле пайлама вĕренсе ÿсеççĕ. Сăмахран, пĕрне çеç конфет парам, вăл ăна шăллĕне тата йăмăкне хуçса парать, - палăртать Светлана Геннадьевна.
- Чи пĕлтерĕшли вара ачасенчен нихăшне те уйăрманни, пурне те пĕр пек юратни, - хушса хурать Наталия Николаевна.
Аслисем хăйсен ачисемшĕн тĕслĕх пулнăран Ефремовсен тата Кротовсен çемйисенче юратупа килĕшÿ хуçаланнине, ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех ачисем те спортра та, ытти мероприятисенче те хастар пулнине палăртрĕç мартăн 20-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьесен удостоверенине панă чухне.
Культура, физкультурăпа спорт учрежденийĕсене, парксемпе куравсене çăмăллăхпа кĕме май паракан документпа савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç вĕсене. Çак мероприятие ЧР Юстици тата пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Наталия Яхатина та хутшăнчĕ.
- Паян районти нумай ачаллă çемьесенче 919 ача ÿсет. Эсир çамрăк ашшĕ-амăшĕшĕн, çитĕнекен ăрушăн чăн-чăн ырă тĕслĕх. Ачăрсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăччăр, - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Лидия Никитина. Çавăн пекех çемьесене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева тата ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева саламларĕç.
Э.КУЗЬМИНА.
.