Обществăлла ĕçсене хутшăнаççĕ
Элĕкри муниципаллă округра «Единая Россия» партин хастарĕсемпе, пуçламăш уйрăмсен секретарĕсемпе тата округри депутатсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Кунта «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Виктор Горбунов, партин регионти ĕçтăвком ертÿçи Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов хутшăннă.
«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн 2024 çулхи ĕç-хĕлĕпе тата умри тĕллевсемпе партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Александр Терентьев паллаштарнă. Тухса калаçакансем Элĕк округĕн территорийĕнче Халăх программине тата «Единая Россия» партин проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе мĕнлерех ĕçленине пăхса тухнă. Элĕк енре пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕ парассипе ĕçленине палăртнă. Парти пайташĕсем СВОна хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене, Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче пурăнакансене пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕ шайри программăсем пурнăçа кĕнине те куçран вĕçертмеççĕ.
2025 çула Чăваш Республикинче Çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тесе йышăннине тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине шута илсе патриотизмла воспитани парас ĕç çине тимлĕх уйăрмаллине, юбилей мероприятийĕсене хастар хутшăнмаллине палăртнă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче партин пайташĕсене обществăлла ĕçсенче хастарлăх кăтартнăшăн, ятарлă çар операцинчи ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе хутшăннăшăн тата кун йышши мероприятисене йĕркелеме пулăшнăшăн «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Секретарĕн Леонид Черкесовăн Тав хучĕпе чысланă.
Хамăр инф.