Олег Николаев: «Халăхшăн ĕçлеме тупа тăватăп»
Çак тупа сăмахĕсене Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалланă савăнăçлă мероприятире каланă. Вăл сентябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.
Пĕрлехи суйлав кунĕнче – сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче иртнĕ сасăлавра çĕнтернĕ Олег Николаев иккĕмĕш хут регион пуçлăхĕн должноçне йышăннă. Олег Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче республикăра пурăнакансене, влаç представителĕсене тата политика партийĕсене чĕнсе каланă, Чăваш Енĕн комплекслă программипе паллаштарнă. Кунта регион юлашки пилĕк çулта тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăнă, аталану çул-йĕрне палăртнă. Суйлавçăсене пĕрлехи ĕçе пысăк хак панишĕн тата хăйне шаннишĕн тав сăмахĕ каланă. Тухса калаçнинче ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă тема та хăйĕн вырăнне тупнă.
Республика аталанăвне кунта пурăнакансенчен кашниех хăйĕн тÿпине хывать. Федераци пулăшăвĕ те ăнăçлă аталанма майсем туса панă. Çакăншăн Олег Николаев Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Путина тав тунă. Наци проекчĕсем пурнăçа кĕни, республика ертÿлĕхĕ тата граждансен ыйтăвĕсене тимлĕхсĕр хăварманни хăйĕн çимĕçне пани куç кĕрет.
Умри аталану Чăваш Енĕн социаллă тата экономика аталанăвĕн комплекслă программине пурнăçлассипе çыхăннă. «Пирĕн пĕтĕм ĕç регионта пурăнакансене сыхласа хăварассипе, çынсен сывлăхне çирĕплетессипе, ырăлăха ÿстерессипе çыхăннине, кашни çын хăй мĕн тума пултарнине пурнăçа кĕртме пулăшмаллине, пурăнма хăтлă хутлăх туса памаллине, хăрушсăрлăхпа тивĕçтермеллине ăнланни кирлĕ», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.
М.МИХАЙЛОВА.
КОММЕНТАРИИ
Алла САЛАЕВА, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ çынсен шăпишĕн тата республикăшăн яваплă. Çавăнпа та Олег Николаева ума лартнă тĕллевсем пурте пурнăçа кĕччĕр тесе хавхалану сунатăп. Пирĕн халăх çирĕплĕхшĕн, пĕрлĕхшĕн, сăмах май вăл пире питех те кирлĕ, ырă улшăнусене малалла тăсассишĕн, вĕсене эпир пурте куратпăр, сасăларĕ. Сăнаса пăхăр-ха, Чăваш Ен территорийĕнче ача сачĕсене, шкулсене, спорт тата культура объекчĕсене, сывлăх сыхлавĕн учредженийĕсене тăвассипе, юсассипе пысăк строительство ĕçĕсем пыраççĕ.
Александр ТЕРЕНТЬЕВ, Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе республикăра пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Вĕсем пурте çынсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Эпир республика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр. Унăн малашлăхĕ пысăк.
Хам ятран тата округра пурăнакансен ячĕпе Олег Алексеевич Николаева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа чĕререн саламлатăп. Кашни çĕнĕ пуçару пирĕн юратнă Чăваш Ене чечекленме пулăшса пытăр!