Олег Николаев ыйтусем çине хуравлать
Апрелĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «тÿрĕ лини» ирттерет. Калаçу республика аталанăвĕпе малашнехи плансем пирки пырĕ. Чи кирли – Олег Николаев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравлани.
Ыйтусене Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче маларах ярса пама пулать. Эфира тухнă кун - трансляци пыракан чатра е 8(8352) 565-100 телефон номерĕпе.
«Регионта пурăнакансемпе тÿрремĕн çыхăну тытни маншăн кирлĕ – вăл пирĕн ĕçĕн тата йышăнусен никĕсĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Тÿрĕ эфира Чăваш Ен Пуçлăхĕн ВКонтакте страницинче тата «Чăваш Республики» сообществăра, Чăваш Ен Наци телевиденийĕпе тата ЮТВ-па пăхма, Наци радиовĕпе итлеме пулать.
(Хамăр инф.).