Онкологсем - Элĕкре
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри онкодиспансер тĕрлĕ мероприяти пурнăçлать. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче тĕп врачăн çумĕ Александр Мыциков ертсе пынипе врачсемпе сестрасен бригади Элĕкри тĕп больницăра пулчĕ. Мария Демидова тата Дмитрий Иванов врач-онкологсем район çыннисене специализациленĕ онкологи пулăшăвĕ пачĕç. Республикăри специалистсем пурĕ 34 çынна йышăннă. Çав шутран иккĕшĕн чир паллисем пулнине палăртнă. Тĕп больницăри врачсемпе сестрасене онкологи чирĕн профилактики тата диагностики енĕпе кирлине, усăллине чылай каласа панă. Инна Васильева психолог район çыннисем валли библиотекăра, çĕвĕ предприятийĕнче лекци ирттернĕ.