ОРВипе тата гриппа чирлес мар тесен
Кĕркунне - чирсен тапхăрĕ. Респираторлă вирус инфекцийĕсем (ОРВИ), çав шутрах грипп та - инфекци чирĕсен ушкăнĕн чи анлă сарăлнă тĕсĕсем.
ОРВИ палăрăмĕсем пирки кашниех пĕлет: ÿт температури хăпарни, сăмса тулса ларни тата сунас, пыр ыратни, куççуль юхни тата ытти те.
Çакна асра тытмалла: ОРВИ чирĕсем çулăхсан врачран пулăшу ыйтмалла, вырăнпа выртса сипленмелле, унсăрăн вирус чирĕ çумне бактери инфекцийĕ хушăнма пултарать.
Чиртен мĕнле сыхланмалла-ха?
Алла тăтăш супăньпе çумалла тата антисептикпа усă курмалла; хура алăпа пите, уйрăмах куçа, сăмсана тата çăвара тытмалла мар; пÿлĕмсене тăтăшах уçăлтармалла тата нÿрĕ татăкпа шăлса тасатмалла; ОРВИ палăрăмĕсем пур çынсемпе пĕр пÿлĕмре пулма тата хутшăнма тăрăшмалла мар; чир вăй илнĕ вăхăтра общество вырăнĕсенче маска тăхăнмалла, çын нумай пухăнакан вырăнсене кайма тата этем патне 1,5 метр çывăхарах пыма тăрăшмалла мар.
Грипп - вируслă инфекци чирĕ, сывлăш урлă ерет, ăнсăртран пуçланать, сив чир аптăратать, сывлав çулĕсене йывăр килет. Унăн вирусĕсем халăх хушшинче яланах пур, çапах унпа нумайăшĕ декабрь-февраль уйăхĕсенче - çын йышлă чирленĕ чухне - аптăрать.
Унпа кĕрешмелли профилактика мелĕ пур: вакцинаци. Гриппа чирлес мар тесен ăна кĕркунне тумалли чи лайăх вăхăт - сентябрь уйăхĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕччен. Грипран çын хăй пурăнакан, вĕренекен, ĕçлекен вырăнти патшалăх поликлиникисенче, çавăн пекех вакцинаци тăвакан ятарлă мобильлĕ пунктсенче прививка тутарма пултарать.
Грипп ертес мар тесен (вакцинацисĕр пуçне): общество вырăнĕсенче пулнă хыççăн алла супăньпе çумалла тата антисептикпа усă курмалла; хура алăпа пите тытмалла мар; общество вырăнĕсенче маскăпа е респираторпа усă курмалла; кирек мĕнле инфекциллĕ чирлĕ çынсемпе хутшăнмалла мар; общество вырăнĕсенче социаллă дистанци пирки манмалла мар; респираторлă этикета пăхăнмалла: сунасланă е ÿсĕрнĕ чухне сăмсапа çăвара сăмса тутрипе хупламалла; респираторлă инфекци чирĕсен палăрăмĕсем пулсан медицина пулăшăвĕ ыйтмалла.
Унсăр пуçне сывă пурнăç йĕрки пирки те манмалла мар, вăл - гриппа ОРВИ профилактики: ĕçленипе пĕрлех канмалли пирки те асра тытмалла; пахалăхлă тата шайлашуллă тĕрĕс апатланмалла; физкультурăпа, спортпа туслашмалла; гигиена правилисене пăхăнмалла; сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла.
(Статьяна федерацин сывлăх сыхлавĕн надзорĕн сферинчи службин сĕнĕвĕсене шута илсе тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх хатĕрленĕ).