Пархатарлă пурнăç парнелет телей
Çынна пурнăç çулĕ ăçта кăна çитермест-ши? Мĕн кăна кăтартмасть-ши тата? Хурипе шурри ылмашăнсах пыраççĕ çав. Вăрçă ачисен асаилĕвĕсенче уйрăмах сисĕнет ку пулăм. Куракăш ялĕнче пурăнакан Зоя Михайлова та хăйĕн пăшăрханăвне палăртмасăр пултараймарĕ.
- Чăнах та, пире, вăрçă ачисене, çăмăлах килмерĕ. Выляса та кулса кăна ÿсмен. Вăрçă çулĕ- сенче те, ун хыççăн та халăха тÿсме çук йывăр пулнă. Юхăннă хуçалăха çĕклес ĕçе эпир тÿпе хывнах тесе шутлатăп, - терĕ Зоя Степановна.
Вăл Юманлăх ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере улттăн пĕртăван. Пĕчĕк Зоя - чи кĕçĕнни. Утакан, чупакан пулсанах вăл амăшĕпе пĕрле ĕçе çÿренĕ.
- Пирĕн анне, Ксения Моисеевна Сорокина, питĕ ĕçченччĕ. Вăл ялти фермăсенчен уйрăлма та пĕлмен. Кунти пур тĕрлĕ выльăха пăхнă. Мана та пĕрлех илсе çÿретчĕ. Ÿсерехпе вара аслисемпе пĕрле тимленĕ, - каласа пачĕ сакăр теçетке урлă каçнăскер.
Вăл хальхи пекех астăвать-мĕн тырă уйĕнче техника кĕрленине. Анатолий пиччĕшĕ жнейкăпа ĕçленĕ иккен. Агрегат хыççăн хăмăл пĕр тикĕс выртса юлнă. Çавна пуçтарса кĕлте çыхассипе ĕçленĕ. Кунта Зоя та тÿрремĕнех хутшăнать. Кĕлте хыççăн кĕлте тăвать вăл. Каçалапа вара çĕмел хăпартнă. Кунпах ĕç вĕçленмен-ха. Кĕлтесене лавпа йĕтем çине турттарнă. Хыççăн авăн çапас ĕç пуçланнă. Молотилка шавĕ чылай чухне хĕл кунĕсенче те чарăнман. Уйра çум çумламалла-и, утă пуçтармалла-и - Зоя яланах халăхпа пĕрле. Ашшĕ, Степан Емельянович Сорокин, ăслă-тăнлă çын пулнă. Элĕкри икĕ класлă шкулта пĕлÿ илме тÿр килнĕ ăна. Хыççăн татах та вĕренсе тавра курăмне ÿстернĕ. Çапла райĕçтăвкомра ĕçлет Степан Сорокин. Вăл район депутачĕ пулма та тивĕçнĕ. Ун патне сĕнÿ-канаш илме аякран та çÿренĕ. Хастар арçын ачисене вĕрентессишĕн те тăрăшнă.
Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленнĕ 1945 çулта Зоя шкула пĕрремĕш класа кайнă. Ун чухне унăн Мария аппăшĕ, вĕрентекен профессине илнĕскер, ачасене пĕлÿ парассипе ĕçленĕ. Çавна май йăмăкне ултă çултах парта хушшине ларма тÿр килнĕ те. Зоя вара шанăçне тÿрре кăларнă. Юманлăх шкулĕнче çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Элĕке çÿреме те ÿркенмен. Кунта вăтам пĕлÿ илнĕ. Унтан - Канашри медицина училищине. Хастар хĕр часах фельдшер специальноçне те илет. Вăл тăван кĕтесрех кирлĕ те усăллă çынă. Зоя Степановна Ехремкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче 30 çул вăй хурать. Каярах Элĕкри тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче çичĕ çул ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл çав тапхăрта миçе çынна сывлăх, «пĕчĕк кайăка» пурнăç парнеленĕ-ши; Пархатарлă ĕçĕн, паллах, вĕçĕ-хĕрри те çук. Ятлă-сумлă, шурă халатлă, хитре хĕре куç хывакансем те сахал мар пулнă. Зоя Степановна вара Куракăш каччине Генрих Григорьевича суйласа илнĕ. Килĕшÿллĕ мăшăр çур ĕмĕр ытла юнашар. Пĕри сывлăх хуралĕнче çирĕп тăнă пулсан, тепри водительте парăнман. Кил хуçи арçынĕ «Правда» колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Вăл кулленех рейс хыççăн рейс тунă. Ăна ытларах инçе çула тухма шаннă-мĕн.
Михайловсем виçĕ ачана пăхса ÿстереççĕ. Улми улмуççинчен епле аякка ÿктĕр. Икĕ хĕрĕпе ывăлĕ те тăван çĕршывшăн кирлĕ те усăллă çынсем. Пурте аслă пĕлÿллĕ. Венерăпа Таня воспитательницăсем. Сергей çар çынни.
Пурнăç çулĕ яланах пĕр тикĕс шумасть çав. Унăн савнă мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Ачисем те хăйсен вырăнĕ- сене тупнă. Зоя Степановна вара кил ăшшине пĕчченех тытать пулин те ахаль пурăнма хăнăхман. Ÿркенменскере валли тăрăшмалли, вăй хумалли тупăнсах пырать. Зоя Степановнăн ырлăх-пурлăхĕ иксĕлми. Халĕ сад-пахчи ешерет кăна. Улма-çырла йывăççисем пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Унта тухсан кăмăлĕ çĕкленет вăрçă ачин. Ăна хавхалану туйăмĕ çупăрлать. Ачисем пуçтарăнса килсен пушшех те хĕпĕртет. Вĕсемпе калаçса чунне уçать, кашнин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Ырă сĕнÿ-канаш парать. Ачисем йĕркеллĕ çынсем пулни - телей амăшĕшĕн.
Мĕнех, кунĕ-çулĕ ахальлĕн иртмен-çке унăн. Хăй хыççăн ырă йĕр хăварать Зоя Михайлова.
Елена ТИМОФЕЕВА.