Паттăрлăхăн ÿсĕмĕ çук
Çулсеренех декабрĕн 27-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн çăлавçисем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак уяв халĕ Юнтапари вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Алексей Григорьева та тÿрремĕнех пырса тивет. Ĕнер, декабрĕн 28-мĕшĕнче, çакна РФ сенаторĕн, Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн Вадим Иванович Николаевăн пулăшаканĕ Михаил Федотов тата Чăваш Республикинчи Граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Иванов палăртрĕç.
Арçын ачана Юнтапа шкулĕнчи 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов тата шкул директорĕ Альберт Кондратьев саламлама спорт зала пухăнчĕç.
- Пĕтĕм Раççейри «Паттăр ачасем» проект РФ Федераци Канашĕ, Шалти ĕçсен министерстви тата çăлавçăсен пĕрлĕхĕ йĕркеленипе пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн çынсен пурнăçĕ умне пысăк хăрушлăх тухса тăнă самантра вĕсене çăлнă, 15 çула çитмен ачасене чыслаççĕ, - палăртрĕ Михаил Иванович.
Николай Дмитриевич пĕлтернĕ тăрăх, «Хăюлăх кăтартнăшăн» медале ку таранччен Чăваш Республикинче тивĕçнисем пулман-ха. Çак кунсенчех çакăн йышши медальпе Шупашкарти пĕр ачана чысланă, тепри вара - Юнтапаран. Медале Алешăн кăкăрĕ çине çакса янă май вăл ăна харсăрлăхшăн тав турĕ. «Ÿссе çитсен сана профессилле çăлавçăсен йышĕнче курма ĕмĕтленетĕп», - терĕ.
Вĕренекенсене Çĕнĕ çул уявĕсенче асăрхануллă та тимлĕ пулма сĕнчĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.