Паттăрсен ячĕпе курав уçăлчĕ
Элĕкри тавра пĕлÿ музейĕнче «Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем вилĕмсĕр» курав уçăлчĕ. Ăна ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене, çар тивĕçне пурнăçланă чух пуç хунă Элĕк ен паттăрĕсене, тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракан волонтерсене халалланă.
Куравра - салтаксен харпăр хăй япалисем, сăн ÿкерчĕксем, çырусемпе наградисем. Уйрăмах кашнин паттăрла ĕçĕсем çинчен калакан стендсене тимлĕх уйăрнă. Курава килекенсем ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсен пурнăçĕпе паллашма пултараççĕ, çĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе хăйсен тÿпине хывни çинчен тĕплĕнрех пĕлеççĕ.
Курава уçнă çĕре Элĕк округĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Ильина, çамрăксемпе ĕçлекен советник Екатерина Алексеева, округ администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова, Афган ветеранĕсен Союзĕн председателĕ Валерий Иванов, Элĕкри Халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Вячеслав Ефимов, СВОра паттăрла пуç хунă Константин Игнатьевăн амăшĕ Ольга Дубинина, черетлĕ отпуска килнĕ СВО участникĕсем, салтаксене пулăшу паракан Элĕкри фонда йĕркелесе пыракансенчен пĕри Алексей Лазарев, паттăрсен тăванĕсем, шкул ачисемпе «кĕмĕл» волонтерсем пухăнчĕç.
Мероприяти пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ. Çапла майпа çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуç хунă салтаксене аса илтĕмĕр. Людмила Ильина пухăннисене ятарлă çар операцийĕ, унăн паттăрĕсем çинчен каласа пачĕ. Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе аслисемпе танах ачасем те хăйсен тÿпине хывнине, культура тата вĕренÿ учрежденийĕсем çумĕнче волонтерсен ушкăнĕсем ĕçленине палăртрĕç тухса калаçакансем. Ку енĕпе «кĕмĕл» волонтерсен тÿпи питех те пысăк пулни куç кĕрет.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан, халĕ черетлĕ отпуска килнĕ Алексей Гордеевпа Семен Петров кĕскен çарти пурнăç çинчен каласа пачĕç, çĕнтерÿ патне пурте пĕрле чухне кăна çитме пултарнине палăртрĕç. Ачасене ытларах çар пурнăçĕ, çапăçу хирĕнчи лару-тăру интереслентерет. Гуманитари пулăшăвне çитерессине йĕркелени çинчен те ыйтса пĕлме тăрăшрĕç вĕсем. Сăмах май, Алексей Лазарев çитес кунсенче черетлĕ хут çула тухассине пĕлтерчĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне парне тума васкаççĕ вĕсем.
Музей ĕçченĕсем пухăннисене куравпа паллаштарчĕç, Элĕк шкулĕн вĕренекенĕсем сăвă вуларĕç. Аса илтеретпĕр, курав çулталăкĕпех ĕçлет. Кăмăл пуррисене экскурие йыхравлатпăр.
Ольга АЛЕКСЕЕВА,
музей директорĕ.