Пĕчĕккисене хушма пĕлÿ параççĕ
Карачура шкулĕ хитрен, мăнаçлăн курăнать. Пули-пульми тÿрех пырса кĕреймĕн кунта. Тирпейлĕхшĕн яваплă ĕçченсем кĕтсе илеççĕ. Ăшă кăмăллă хăйсем. Мĕнле сăлтавпа килнине ыйтса пĕлеççĕ, регистрацилеççĕ. Çапла, йĕрке кирлех. Çавăнтан пуçланать те ăнăçлăх.
Вăрăм коридорсем, хăтлă классем. Шăплăх хуçаланать çуртра. Паллă ĕнтĕ, уроксем пыраççĕ. Пĕр пÿлĕмрен вара килĕшÿллĕ сасă сăрхăнса тухнăн туйăнчĕ. Кĕçех алăк уçăлчĕ те, пĕтĕм ĕç-хĕл ума тухрĕ. Чи пĕчĕккисем иккен кунта, шкул çулне çитменнисем. Курăнать, черетлĕ занятире вĕсем. Майя Петровская воспитатель ачасене тимлесех ăнлантарать. Доска çине, авă, 1Ç4 тесе çырнă. Математика тенине тĕшмĕртеççĕ пилĕк-ултă çулхисем.
- Çапла кулленех занятисем ирттеретпĕр. Вĕсем пирĕн тĕрлĕрен, темиçе те. Кашни ятарлă ĕç программипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Ачасен калаçу чĕлхи уçăлсах, чăвашлăх туйăмĕ те аталанса пытăр тетпĕр. Математика енĕпе малтанхи ăнлавсем илеççĕ вĕсем. Тăван тавралăха юратма, çулталăк вăхăчĕсене пĕлме хăнăхтаратпăр. Пĕчĕккисем ÿкерме юратаççĕ. Ку енĕпе хăйсем тĕллĕн те тимлеççĕ. Хăйсене май ал ĕçĕ те тăваççĕ. Уçă сывлăшра пулса хусканусем тăвасси пĕчĕккисемшĕн киленÿ, - паллаштарчĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе Майя Александровна.
Ача садĕнче пĕтĕмпех кун йĕркипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Пĕчĕк хĕрсемпе каччăсен кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çитнĕ иккен. Çавна Алена Григорьева воспитатель пĕлтерчĕ те типтерлĕ пÿлĕм часах тутлă апат-çимĕç шăршипе тулчĕ. Ачасем самантрах сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Столовăй аслă, çутă. Апачĕ техĕмлĕ, тутлăхлă. Çапла лайăх условисенче пурăнаççĕ шкул çулне çитменнисем. Ирхи зарядкăна тăмалла-и, физкультура занятийĕсем-и - уйрăм хăтлă пÿлĕм. Унтах уявсем те иртеççĕ.
- Ачасем чăннипех те тимлĕхре. Вĕсене аталанма майсем пур. Иртнĕ çул пурлăх никĕсне чылай пуянлатрăмăр. Çĕнĕ меллĕ сĕтел-пукан туяннă. Теттесем илме ашшĕ-амăшĕ те пулăшрĕ. Занятисем ирттернĕ чухне компьютерпа усă куратпăр. Ачасен уйрăм доска пур, - калаçăва хутшăнчĕ шкул директорĕ Светлана Иванова.
Вăл шкул çулне çитменнисене хушма пĕлÿ панине те палăртрĕ. Ку енĕпе ятарлă лицензи илнĕ. Çавна май Светлана Осипова технологи вĕрентекенĕ пĕчĕккисемпе те ĕçлет. Вĕсене ал ĕçĕ тума, тĕрлĕ япала маçтăрлама хăнăхтарать. Çавă вара усăсăр мар. Пĕчĕк хĕрсемпе каччăсем район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса палăраççĕ, Хисеп хучĕсене, сертификата та тивĕçеççĕ вĕсем. Александр Федоров, Вера Трофимова, Дарья Петровская маттур ачасен шутĕнче.
- Ача садĕнче аталаннин усси пурах. Тĕрĕс-тĕкел, сывă ÿсме майсем пур. Тавракурăмĕ ÿсет пĕчĕккисен, çав вăхăтрах çаврăнăçулăх, сăпайлăх та. Калаçу чĕлхи тĕрĕс йĕркеленнипе пĕрлех ташлама, юрлама та хăнăхаççĕ. Ачасемпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр-çке. Вĕсене шкула кайма пур енлĕ хатĕрлетпĕр. Каярах вара вĕренÿре лайăххисен шутĕнче вĕсем, - палăртрĕ Светлана Львовна ертÿçĕ.
Чăнах та, пурте йĕркеллĕ пек ача садĕнче. Район, республика, çĕршыв шайĕнче ачасем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, чăн-чăн çынсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ респуб- лика Пуçлăхĕ кăçалхи çула Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртрĕ.
Ырă пулăм ашшĕ-амăшĕшĕн те паллă. Тĕреве вĕсем туйсах тăраççĕ. Ачасене лайăх пăхса ÿстерме май пурришĕн савăнаççĕ. Çав хушăрах шухăша яраканни, пăшăрхантараканни те çук мар. Ача садне çÿрекенсен йышĕ пĕчĕкрех. Çапах ырринех шанаççĕ Карачурасем. Ертÿçĕ, воспитательсем палăртнă тăрăх, çывăх вăхăтра ачасен хисепĕ ÿсмеллех. Мĕнех, ырри пурнăçа кĕтĕрччĕ кăна.
Елена ТИМОФЕЕВА.