Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ
Мобилизациленисен ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕсемпе ачисем паян уйрăмах пысăк тимлĕхпе хÿтлĕх ыйтаççĕ. Çакă вара патшалăха, волонтерсене тата обществăна пĕтĕмĕшле пĕрлештерет. Республикăри патшалăх органĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх, паян Украинăра ятарлă çар операцисене хутшăнакансен çывăх çыннисене саккунпа килĕшÿллĕн мĕнпур патшалăх пулăшăвĕпе тата çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çакна валли вырăнсенчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче «Мобилизациленисен çемйисенче пурăнакансен социаллă карттине» хатĕрлеççĕ. Районти центр начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Трофимова каланă тăрăх, Элĕк енре ку енĕпе специалистсем ĕçе вĕçленĕ. Пĕтĕмпе мобилизациленĕ 72 çыннăн социаллă паспортне пухса çитернĕ. Хăйне евĕрлĕ асăннă документра çемьери кашни çын çинчен мĕнпур информации пур.
Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен специалистсем çак паспортпа килĕшÿллĕн анчах çуралнă ачаран пуçласа килте пурăнакан ватă ашшĕ-амăшне мĕнпур пулăшупа тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Элĕк районĕнчен ятарлă çар операцисене хутшăнакансен çемйисенче паян 51 ача пурăнать. Вĕсенчен пĕр студент Шупашкарта ăс-хакăлне ÿстерет. Тĕрлĕ ÿсĕмри сакăр ача районти шкулсенче пĕлÿ илет пулсан, çиччĕшĕ ача садне çÿрет. Тепĕр тăватă ача амăшĕ çумĕнче шутланать. Ыттисем вара Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче тĕпленнисем.
Елена Григорьевна ăнлантарнă тăрăх, мобилизациленисен арăмĕсене ĕçе вырнаçассипе йывăрлăхсем тухса тăрсан та пулăшу кÿме пултараççĕ. Çавăн пекех профессии пĕлĕвĕ илме вĕренме кайма та майсем тупаççĕ. Енчен те малтан çемье тупăшне кура ачасемшĕн уйăхсерен пособи илсе тăман пулсан, халĕ тивĕçлĕ документсене тепĕр хут хатĕрлесе тăратма пулăшаççĕ. Паллах, мобилизациленисен ватă ашшĕ-амăшне социаллă ĕçченсен тимлĕхĕ кирлĕ пулсан, ку енĕпе те пулăшу кÿреççĕ. Çавăн пекех çак ĕçе волонтерсене те явăçтарма пултараççĕ. Тĕрлĕ ыйтăва татса панă чухне ăнланманлăхсем сиксе тухсан тÿлевсĕрех юридици пулăшăвĕ парассине те йĕркеленĕ. Мобилизациленисен çывăх çыннисене кулленех çак адреспа: Элĕк сали Октябрьски урамĕ, 12-мĕш çуртра йышăнаççĕ. Е пăшăрхантаракан ыйтусем çине 8(83535) 22-1-11, 22-2-68 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Çавăн пекех мобилизациленисен укçа тÿлевĕсем çинче те чарăнса тăрассăм килет. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене уйăхсерен сахалтан та 195 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Ку чухне вĕсем ăçта çар службине пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ мар. Çакна валли мобилизациленисем ятарласа банк карттине уçаççĕ, çавăнта уйăхсерен тÿлевсем килсе тăраççĕ те. Укçана вара вĕсем çывăх çыннисене куçарса пама пултараççĕ е укçа тÿрех мăшăрĕ, ашшĕ-амăшĕ çине куçма пултарать. Мобилизаципе, укçа тÿлевĕпе çыхăннă ыйтусене 122 «вĕри лини» телефон номерĕпе ыйтса пĕлме юрать.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мобилизациленĕ граждансене пĕр хутчен укçан памалли Указа алă пуснăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн Владимир Путинăн сентябрĕн 21-мĕшĕнчи Указне тĕпе хурса ятарлă çар операцине хутшăнакансене пĕр хутчен 50 пин тенкĕ параççĕ. Асăннă укçа-тенкĕ ятарлă çар операцине хутшăнма хатĕрленсе кирлĕ япаласене туяннине саплаштарма май парĕ çемьесене. Тунтикунсеренхи канашлура регион ертÿçи асăннă укçа-тенке кĕске вăхăтрах тÿлесе татмаллине хытарсах каланăччĕ. Ку енĕпе Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хÿтлĕх министерствин специалисчĕсем чăннипех те çине тăрсах ĕçленĕ. Çак кунсенче республикăри мобилизациленĕ çынсемпе пĕрле Элĕк районĕнчен кайнă хăш-пĕр çынсем патне укçа куçнă та ĕнтĕ.
Патшалăх шайĕнчен тимлĕх уйăрнипе пĕрлех эпир те, ахаль çынсем, çак самантра çĕршывăн ирĕклĕхне хÿтĕлекенсене гуманитарии пулăшăвĕ парассинчен аякра тăрса юлма пултараймастпăр. Районти кашни ял, предприяти, организаци ку тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнине палăртмалла. Пĕрисем укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ пулсан, ялсенче пурăнакансем алсиш-нуски çыхассине лайăх йĕркелерĕç, уйрăм предпринимательсем хушшинче апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерекенсем те пур. Иртнĕ кунсенче район хастарĕсем Элĕк районĕнчен мобилизациленисем патне черетлĕ хут Ульяновска гуманитарии пулăшăвĕ илсе çитернĕ. Çемьерен аякра чухне яланах килти апат-çимĕç аса килнине тĕпе хурса районти потребительсен обществи ентешсене валли хăйне евĕрлĕ кĕтменлĕх те тунă. 15 пысăк ывăспа пиццăсем пĕçерсе парса янă. Кунсăр пуçне районти кооператорсем «пĕрлехи хурана» Çĕнтерÿ валли укçа-тенкĕ те пухса панă.
Эльвира КУЗЬМИНА.