Пĕрлехи йышпа - малалла
Çут тĕнчере пĕрре кăна пурăнатпăр. Апла пулсан ырă кăмăлпа, хавас туйăмпа пулнине нимĕн те çитмест. Çавна валли вара уйрăм условисем кирли паллă ĕнтĕ. Инкек-синкек ан пултăрччĕ тетпĕр. Çав хушăрах сывлăха чи мала хуратпăр.
Ку пуянлăх пулни никама та иккĕлентермест. Апла пулсан ун çине тимлĕх уйăрсах тăмалла. Упрамалла ăна. Ăнăçлăхĕ вара хамăртан нумай килнине те пĕлетпĕр. Анчах сывлăх ĕçченĕсемсĕр ниепле те май çук. Вĕсем кашни çыншăн çăлавçă вырăннех. Ку енĕпе пирĕн Элĕк енри больницăн пĕлтерĕшĕ виçесĕрех тесе калас килет.
Халăха сыватас ĕç çине ĕлĕк-авалах тимлĕх уйăрнă. Çавна пирĕн паллă ентешĕмĕр, профессор Лев Ефимов хăйĕн «Элĕк енĕ» кĕнекинче уçăмлăн палăртать.
- Халăха сиплесси 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле пуçланнă. Анчах та Октябрьти революциччен çак ĕç кирлĕ пек аталанма пултарайман. Çапах та Етĕрнепе Çĕрпÿ хулисенче, Нурăс, Советски, Мăн Шетмĕ салисенче больницăсем пулнă. Çав сыватмăшсене çÿренĕ Элĕк тăрăхĕнче пурăнакан çынсем. Элĕкре вара 20-мĕш çулсенче çеç больница уçăлнă. Унăн никĕсне 1920 çулхи майăн 6-мĕшĕнче хывнă. 1927 çулта, район йĕркеленсе кайнă чухне, Элĕкре 10 койка вырнаçмалăх больница ĕçленĕ, вĕсенчен виççĕшĕ - ача çуратмалли койкăсем, - пĕлтерет Лев Архипович.
Кунсем, çулсем шав малаллах иртеççĕ мар-и; Пысăк улшăнусем, ÿсĕмсем пулни яр уççăнах курăнать. Çавăншăн нумай-нумай çын вăй-хала шеллемен. Аслă ăрурисен тÿпи иксĕлми. Хальхисен пархатарлă ĕçĕ те куç умĕнчех. Пурлăх никĕсĕ çирĕпленсе, вăйланса пыни савăнтарать. Юлашки вăхăтра тĕпрен çĕнелсе улшăннă, вăйланнă, капмар та илемлĕ поликлиника çурчĕ пурне те тыткăнлать. Мăнаçлăн курăнса ларакан сиплев корпусĕ те унран юласшăн мар тейĕн. Регионăн 2030 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшÿллĕн ăна та тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă. Çĕнĕ объектсем хушăнсах пымалла-мĕн. Татьяна Федорова тĕп врач ертсе пыракан коллектив шав малаллах каяссишĕн тăрăшни куç кĕретех.
Çапла пулма майĕ те пур темелле. Иртнĕ çулсене илсен, халĕ те Элĕк больницине кадрсем енĕпе телей пулнă. Сиплев учрежденийĕ пысăк квалификациллĕ, опытлă специалистсенчен пуян. Вĕсем халăха шанăç парса тăраççĕ. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» ят çĕнсе илнисем темиçен те. Вĕсене ятран асăнмасан та пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Кусем Элĕк больницине çап-çамрăклах пырса кĕнĕ те çавăнтах тĕпленнĕ. Чăнах та, савăнмалăх, мухтанмалăх та пур вĕсен. Хăйсен ĕмĕрĕнче миçе çынна вилĕм-рен çăлса хăварнă-ши, çирĕп сывлăх парнеленĕ-ши? Паллах, шучĕ те çук. Хальхи хастар врачсем, медицина сестрисем, санитаркăсем çамрăк специалистсемшĕн ырă тĕслĕх. Чăн-чăн наставниксем, пулăшуçăсем вĕсем.
Терапи уйрăмĕн аслă медицина сестри Марина Александрова, авă, кунти ĕçченсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă.
- Нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă тухтăрсемпе вăй хума аван. Вĕсем хушнине хаваспах пурнăçлатпăр. Уйрăма тăтăшах килсе тăракан чирлисене хăвăртрах сыватассишĕн куллен тăрăшатпăр, - терĕ Марина Георгиевна.
Кашни сиплевĕн ĕмĕт-тĕллевĕ çапла пулмалла та ĕнтĕ. Реанимаци тени, сăмахран, хăратать, шиклентерет темелле. «Земски тухтăрĕ» программăпа ĕçлеме килнĕ Валентина Паймурзова тухтăр ертсе пыракан йыш йывăр чирлисене часах ура çине тăратма вĕренни те курăнсах тăрать. Инфекци уйрăмĕнчи ăста ĕçченсем пирки те çавнах каламалла.
Элĕкри больница çумĕнчех пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ те курăмлă. Ирина Александрова, Юлия Пикова тухтăрсем, Алена Федотова, Наталия Алексеева медицина сестрисем Элĕк тăрăхĕнчи ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Вĕсемпе юнашарах Чăваш Сурăмĕнчи врач амбулаторйĕн ĕçченĕсем те. Вĕсем кунта вăхăтлăх вырăн тупнă. Тĕпрен çĕнелнĕ сиплев учрежденийĕ кăçалах ĕçе каймалла. Унăн ĕçченĕсем çавна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хальлĕхе вара икĕ коллектив ăмăртсах ĕçлеççĕ тейĕн.
Инна Никонорова участок врачĕпе пĕрле Елена Венедиктова, Алина Орлова медсестрасем тимлеççĕ.
- 1648 çынна пăхса тăратпăр. Мартынкассинчи, Çулавăçри, Питĕшкассинчи, Йăлкăшри фельдшерпа-акушер пункчĕсемпе куллен çыхăнура. Вырăнсене тухса халăхпа тĕл пуласси тĕп вырăнта. Кашни сывлăхлă пултăр тетпĕр. Шел пулин те, демографи лару-тăрăвĕ кирлĕ пек мар. Çынсен йышĕ чакса пыни палăрать. Ачасем сахал çуралаççĕ, - пĕлтерчĕ Инна Юрьевна.
Паянхи куна Элĕк больницине Хĕрлĕ Чутай округĕнчипе пĕрлештерсе реорганизацилессипе ĕçсем пыраççĕ. Ку çĕнĕлĕх, пурнăç аталанăвĕ ыррине кăна илсе килтĕрччĕ. Элĕксем çавна шанаççĕ те, лайăххине кăна кĕтеççĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.