Пичет ĕçченĕсем вăхăтпа пĕр тан утаççĕ
Сăмахпа ăста усă курса çыракан, вулакан тата куракан патне хыпара вăхăтра илсе çитерекен вăл - паллах, журналист. Пирĕн республикăра вăй хуракан журналистсем хăйсен професси кунне çулсерен январĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Ăна «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнипе çыхăнтарнă. Раççей Пичет кунĕпе пĕр вăхăталлах уявлаççĕ ăна. Пĕрлештернĕ паллă кунсен черетлĕ уявĕ те кăçал Шупашкар хулинче анлă та савăнăçлă иртрĕ. Ăна иртнĕ шăматкун И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче йĕркелерĕç.
Асăннă уяв журналистсене, полиграфистсене, пичетçĕсене, телевидени тата радио ĕçченĕсене - пурне те пухса пĕрлештерет. Çак уява паллă тунине, пĕрре - иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетни те теме пулать, тепре - МИХсен кăçалхи тĕллевĕсене палăртмалли мел пулса тăни те. Анчах та çакă йăлтах уява çаврăннине, хавхалану, çĕнĕ вăй-хал хушнине пытарма кирлĕ мар. Калем ăстисен те, телевиденире ĕçлекенсен те пĕтĕмлетсе мĕн патне туртăнмалли пурах-ха.
Культура керменĕн фойинче МИХсен ĕçĕ-хĕлĕ çаврăннă тейĕн. Кунта Чăваш кĕнеке издательствин кĕнеке-журналăн куравĕ, мобильлĕ библиотекăсем те хăйсен вырăнне тупнă. Кунта, паллах, тин çеç уçăлнă вулавăшри абонементсемпе паллашма та май пулчĕ. ЧПУ студенчĕсем пичет ĕçченĕсене мероприятие интереслĕ ирттерме майсем туса панă. Сăмахран, «Литplay» ятлă мобильлĕ хушăм урлă виртуаллă проект ĕçлерĕ. 3D куçлăх тăхăнса динозаврпа та куçа-куçăн «курнăçрăмăр», кимĕпе шывра та «ишрĕмĕр», футболистсемпе тата баскетболистсемпе те «вылярăмăр» тата ытти те. Чăваш журналистикин историйĕпе çыхăннă викторинăра хамăрăн пĕлĕве тĕрĕслеме те пултартăмăр. Тăмана костюмне тăхăннă юмах сăнарĕпе сăн ÿкерĕнекенсен шучĕ те виçесĕр пулчĕ. Сăмах май, кунта ĕçтешсен, ытти хаçат-журналта, телевиденире тăрăшакансен пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса курнăçнă хыççăн асăнмалăх сăн ÿкерĕнме меллĕ те илемлĕ вырăнсем тупăнчĕç.
Журналист - хисеплĕ, çав вăхăтрах хăрушă професси те шутланать. Çакна эпир уйрăмах телевидени урлă куратпăр. Хăрушă професси тенине, корреспондентсем «вĕри точкăсенче» боевиксемпе хирĕç кĕрешнĕ чухне те репортаж ертсе пыма пултарнипе çирĕплетмелле. Унсăр пуçне кирек епле чрезвычайлă лару-тăрура та ĕçлеме тивет вĕсен. Çавăнпа та тухăçлă тата пур çĕре те кĕрсе тухма пултаракан çивĕч журналиста тепĕр чухне вăй-хал паракан çăлкуç, çаврăнăçулăх, унсăр пуçне унăн ĕçĕ обществăшăн кирлĕ те усăллă пулнине палăртса пĕр-икĕ ырă сăмах калани те пĕлтерĕшлĕ.
Професси уявĕнче ăшă сăмахсем калама тата пичет ĕçченĕсене саламлама республика ертÿлĕхĕ, депутатсем, Чăваш Енри ытти влаç органĕсем те хутшăнчĕç. Иртнĕ çул уява «Ч» сас паллипе çыхăнтарнăччĕ пулсан, кăçалхи мероприятие «21» числона халалларĕç. Эпир 21-мĕш ĕмĕрте, 21-мĕш çулта, 21-мĕш регионта пурăнатпăр-çке. Унсăр пуçне пирĕн регионта 21 район. Видео мелĕпе йĕркеленĕ сюжетра та республикăри МИХсем асăннă çулталăкра пурнăçламалли 21 тĕллеве палăртрĕç. Тĕрĕссипе, тĕллевсен шучĕ унран та ытларах.
Мероприятин официаллă пайĕ иртнĕ çулсенчи пек залра сцена çинчен мар, фойере пичет ĕçченĕсене чысласа саламланинчен пуçланчĕ. Кунта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Анатолий Аксаков, Николай Малов сăмах илчĕç. Вĕсем пичет отраслĕн представителĕсене малашне те ку çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунса салам сăмахĕсем сахал мар каларĕç, чысларĕç. Вăл шутра эпир те пултăмăр. Çапла майпа Элĕк район хаçачĕн коллективне республикăри социаллă тата политика пурнăçне çутатса панăшăн Алена Аршинова Тав хутне пачĕ.
Залра сцена çинчен Пичет кунне пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламларĕ. Вăл журналистикăн пĕлтерĕшĕ нихăçан та чакманнине, информацие халăх патне вăхăтра тата тĕрĕс çитерни, критиклесе çивĕч ыйтусене хускатни обществăн кулленхи пурнăçĕнчи çитменлĕхсене тупса палăртса патшалăх влаçне вĕсене вăхăтра татса пама кирлине пĕлтерчĕ.
Çавăн пекех хаçатçăсене, журналистсене тата ытти пичет ĕçĕнче тăрăшакансене Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина саламларĕ. Патшалăх наградисемпе чысларĕ. МИХ отраслĕнче пичет ветеранĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене, паллах, професси уявĕнче чысламасăр иртеймĕн. Уйрăмах çак отрасльте нумай çул чуна парса, технологи улшăнса пынă тапхăрсенче çĕнĕлĕхе вĕренсе пырса хаçат-журнала кун çутине кăларнă пирĕн юратнă ĕçтешсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн район хаçачĕн редакцийĕнче (малтанах типографийĕнче) 52 çул ытла тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ Елена Савельевна Тимофеевăна министр «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитни» астăвăм медалĕпе чысларĕ. Çавăн пекех хамăр ентеш, Наци радиовĕн аслă редакторĕ, Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ Алина Герасимова та асăннă медале тивĕçнине палăртма кăмăллă.
Кашни район хаçачĕн хăйĕн кун-çулĕ, шăпи, историйĕ. Кăçал регионти чылай хаçатăн сумлă юбилейĕсем çывхараççĕ. Вĕсем çинчен пĕлтерни те вырăнлă: Чăваш телевиденийĕ 60 çул тултарать, «Хыпар» хаçат тухма пуçланăрнпа 115 çул çитет, Чăваш наци телевиденийĕн 10 çулхи, «Тантăш» хаçатăн 90 çулхи юбилейĕсем çитеççĕ тата ытти те.
Мероприяти вăхăтĕнче чыслав саманчĕпе юрă-ташă саламĕсем черетленсе пычĕç. Августа Уляндина (тата унăн хĕрсен ушкăнĕ), Полина Борисова, Андрей Думилин тата ЧПУ университечĕн студенчĕсемпе шкул ачисен ташă ушкăнĕсем пичет ĕçченĕсене хĕрÿллĕн саламласа илемлĕ концерт парнелерĕç. Уяв чăннипех те пысăк шайра, савăнăçлă иртрĕ.
Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.