Пирĕн ĕçре çынна ăнланма пĕлни кирлĕ
Социаллă ĕçчен пулма алла диплом пулни кăна мар, чунри вăй-хал та кирлĕ. «Ку сферăра ĕçлеме çăмăл мар, кашниех тепĕр çын ыратăвне пайлама, хуйхине йышăнма, пулăшма, çав хушăрах социаллă пулăшусен тулли пуххипе тивĕçтерме пултараймасть. Çавăнпа та социаллă ĕçченсенчен чылайăшĕ ку профессие чун тата чĕре ыйтнипе суйланă. Республикăра патшалăхăн социаллă политикине пурнăçа кĕртессипе 6 пине майлă социаллă ĕçчен тăрăшать. Тата паян республикăри кашни виççĕмĕш çын социаллă пулăшусем илсе тăрать. Çынсене чун-чĕре тимлĕхĕпе тивĕçтерекен тытăм çак тĕп принципсем çинче никĕсленет: пулăшу панă чухне яваплăха туйни, адреслă пулăшу пани тата йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене тимлĕх уйăрни», - тенĕ Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова социаллă ĕçченсен кулленхи ĕçне хак панă май. Паян вара ку тытăмра ĕçлекенсен професси уявĕ умĕн профильлĕ ведомство ертÿçи каланă сăмахсем шăпах пирĕн кунта ырми-канми тимлекенсене сăнлама, вĕсен ĕç уйрăмлăхĕсене уçса пама пулăшаççĕ те.
Професси уявĕ умĕн эпĕ Элĕкри социаллă пулăшу паракан центрти ĕçченсемпе тĕл пулса калаçрăм. Пысăках мар йышра вĕсенчен кашниех расна та, çав вăхăтрах пĕр пек те. Пĕрпеклĕхĕ вара шăпах хăйсем суйласа илнĕ профессие чунтан парăннинче – хÿтлĕх кĕтекен çынсене пулăшма хатĕрринче.
Центрăн социаллă ĕçсен специалисчĕ Альбина Кузьмина ку тытăмра çĕнĕ çын мар. Хăйĕн паянхи профессийĕ патне вара пачах та ăнсăртран килсе тухнине пытармарĕ.
- Мана ун чухне Вырăс Сурăмĕнчи Ваттисен çурчĕн директорĕ Алевтина Михайлова пĕр уйăхлăха та пулин килсе ĕçлесе пăхма сĕнчĕ. Унччен эпĕ вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ. Çапла вара 2000 çулхи декабрь уйăхĕнче çĕнĕ вырăнта ĕçе кÿлĕнтĕм те. Кун хыççăн кун иртет, çул хыççăн - çул, 11 çул мĕнле иртсе кайнине сиссе юлаймарăм, - тесе пĕлтерчĕ Альбина Алексеевна чунтанах парăннă ĕçĕ пирки. Хăйĕн пурнăçне малашне те çынсене пулăшу парассипе çыхăнтарма шутланăскер ку енĕпе пĕлĕвне тарăнлатма шут тытса хăюллăнах аслă шкул алăкне уçать. Вăл Шупашкарти Раççейри патшалăх социаллă университечĕн студенчĕ пулса тăрать, 2008-2014 çулсенче куçăмсăр майпа вĕренсе социаллă ĕçчен дипломне алла илет.
Урăх вырăна куçасси пирки пĕр шухăш та пулман унăн, анчах та пурнăç урапи ăçталла кусса каяссине хăш чухне сиссе те юлаймастăн. Вырăс Сурăмĕнчи Ваттисен çуртне хупнăран Альбинăн та ĕç вырăнне улăштарма тивет. Çапах та урăх тытăма куçма шутламасть-ха вăл, Элĕкри Ваттисен çуртĕнче ĕç вырăнĕ тупать. Кунта та çухалса каймасть Альбина Алексеевна, ĕçтешĕсем хушшинче те, ватă çынсем хушшинче те ырă ята тивĕçет. Шăпах çакăн чухне асăрхать те ăна районти халăха социаллă пулăшу паракан центр ертÿлĕхĕ. Вĕсен сĕнĕвне шута илсе Альбина Алексеевна çĕнĕ вырăна ĕçлеме куçать. Çапла вара паянхи кун та хăйĕн юратнă ĕçĕнче вăл.
- Ĕç çинчен нумай калаçрăмăр. Çапах та социаллă ĕçсен специалисчĕн мĕн-мĕн тумалла-ха? - интересленетĕп эпĕ.
- Манăн ытларах ватăсемпе ĕçлеме тивет, вĕсем пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ-çке. Акă хăшĕ-пĕри чăнах та йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ, ун пеккисене Ваттисен çуртне вырнаçтарассипе ĕçлетпĕр. Çавăн пекех инвалидсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр.
- Никам та ача чухне эпĕ социаллă ĕçчен пулатăп тесе каламасть. Çакă профессин уйрăмлăхĕпе те çыхăннă пулĕ. Сирĕн шутпа, мĕнле енсем пулмалла социаллă ĕçченĕн?
- Чи малтанах çынна ăнланни кирлĕ. Хăвăн пата килнĕ çын хуйхи-суйхине ăнланмалла, ăна пулăшма тăрăшмалла. Сивĕ сăмах каласа хăртма юрамасть.
- Альбина Алексеевна, социаллă ĕçчен пулса Эсир 23 çул ытла ĕçлетĕр. Ку професси Сирĕн çине мĕнлерех витĕм кÿ- нине асăрхаман-и? Мĕнле енсене уçрăр хăвăрта?
- Эпĕ хам палламан çынсемпе ытлашшиех калаçса кайман. Анчах та ку профессире хама улăштарма тиврĕ. Çавăнпа та халĕ çынсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултарнишĕн савăнатăп. Çавăн пекех пурнăç таппине туйсах тăратпăр, çĕнĕ технологисене алла илетпĕр, компьютерпа çăмăллăнах ĕçлетпĕр. Çакă та пĕрмаях аталанма майсем туса парать.
Тĕрĕссипе, Альбина Алексеевна кулленех Сатлайка ялĕнчен Элĕке çăмăл машинăпа çÿрет. Права илесси те ĕçпех çыхăннă унăн. Маларах район центрне скутерпа çÿресе пăхнă вăл, анчах та çанталăк улшăнăвĕсене шута илсен ку меллех пулман кашни кун ĕçе çÿрекенскершĕн. Çавăнпа та машинăпа çÿреме тесе права илет вăл, ун хыççăн мăшăрĕ сĕннипе машинăллă та пулать. Унтанпа пĕр улшăнми руль умĕнче вăл. «Ялтах пурăннă пулсан права мана кирлех те марччĕ, халĕ акă тепĕр çĕнĕ ен уçрăм хамра», - тет вăл иртнине аса илсе.
- Икĕ теçетке çул ытла ĕçлени хăйĕн йĕрне хăваратех. Аса илмелли самантсем пур-и?
- Вырăс Сурăмĕнче ĕçленĕ чухне пĕр кинемейĕнне 75 çулхи юбилейне туса патăмăр. Пĕтĕм тăванне, ачисене йыхравларăмăр, аякра пурăнакансем те килсе çитрĕç. Чăнах та чунтанах савăнчĕ вăл ун чухне, хамăр та унпа пĕрле хĕпĕртерĕмĕр. Кайран, Ваттисен çурчĕ хупăннă чухне, уйрăлас та килместчĕ, çавăнпа та хам пата юлма та сĕнсе пăхрăм, анчах та чăрмантарма аван мар тесе килĕшмерĕ. Нимех те калаймăн, кашни çыннăн хăйĕн чун ыратăвĕ, ăна итлеме пултарни, кирлĕ чухне ăшă сăмах калани малалла пурăнма вăй-хăват парса тăрать те.
Ĕçре пĕтĕмпех кал-кал пулса пытăр тесен çемьере ăнланулăх пулмалла. Ку енĕпе Альбина Алексеевна пурнăçа ÿпкелемест. Мăшăрĕпе Александр Николаевичпа хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Асли мăшăрланса ашшĕпе амăшне кукамай-кукаçи ятне те пама ĕлкĕрнĕ. Ывăлĕ те алла професси илсе хăйĕн çулне тупнă. Ĕç вырăнĕ тăван килтен аякра пулин те Кузьминсем карта тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ. Ку енĕпе мăшăра амăшĕ – Лидия Семеновна пулăшса пырать. «Выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнаймастпăр. Пушă сарайне манăн кĕрсе те пăхас та килмест», - тет вăл килти пурнăçпа паллаштарнă май. Ял пурнăçне вара нимпе те улăштармассине çирĕплетсех калать. Ачаранах ĕмĕтленнĕ тăван тăрăхра тĕпленме. Ĕмĕте пурнăçласси вара чылай чухне хамăртанах килет.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.