Пиротехникăпа шÿтлер мар
Хĕллехи уявсем вăхăтĕнче пиротехника хатĕрĕсемпе усă курасси ÿсет. Çавăн пекех ăна сутас йĕркене пăсасси те.
Тĕрĕссипе, пиротехника хатĕрĕсене тата сирпĕнекен япаласене пурăнмалли çуртра, вокзалсенче, чугун çул-йĕр станцийĕсенче, обществăлла транспорт чарăнăвĕсенче, метросенче, транспортсенче, пушар хăрушлăхĕ пур производство объекчĕсенче, çĕр айĕпе çул урлă каçмалли вырăнсенче сутма юрамасть. Пиротехника хатĕрĕсене сутнă чухне ăна тĕрĕс упрани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юрăхсăра тухнă пиротехника хатĕрĕсене сутлăха кăларма юрăхлисемпе пĕрле упрамалла мар. 25 тăваткал метртан пĕчĕк лаптăклă суту-илÿ вырăнĕсенче пиротехникăна упрамалли склад вырнаçтарма юрамасть. Пиротехника япалисене упрассине суту-илÿ объекчĕсен 1-мĕш типлă пушарпа кĕрешмелли пÿлĕмре упрамалла.
Суту-илÿ çуртĕнче пиротехникăна сутнă чухне сентресем çинче çынсене курăнмалла, вуланмалла вырнаçтармалла. Туянакансен алăпа тытса тĕрĕслесе пăхма юрамасть. Пиротехника упранакан вырăнта, складра юсав ĕçĕсем ирттермелле мар. Пиротехника хатĕрĕсене ятарлă сутуçăна шанса памалла, туянакансен вĕсем патне ирĕклĕн пыма юрамасть. Ăна сутнă чухне сутуçăн хăрушлăх класĕ тата вăл е ку пиротехникăпа мĕнле усă курмалли çинчен ăнлантармалла. Унсăр пуçне петарда, фейерверк тата ытти пиротехника япалисене 16 çултан кĕçĕнрех çамрăксен сутма юрамасть. Пиротехникăн сертификат тата унăн ятарлă курупки пулмалла. Усă курмалли вăхăт иртнĕ е сиенленнĕ çакăн йышши япаласене те сутма юрамасть.
Анастасия Гордеева,
районти пушар надзор пайĕн начальникĕ.