Предпринимательсем ăмăртаççĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе республикăра «Çулталăк предпринимателĕ» конкурса заявкăсем йышăнас тапхăр пуçланнă.
Конкурса Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви, Республика бизнес-инкубаторĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ирттереççĕ. «Раççей тĕревĕ» тата «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕсен регионти уйрăмĕсем пулăшаççĕ. Конкурс «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет.
Предпринимательсем 14 номинацире тупăшĕç: «Производство лидерĕ», «Çулталăкри суту-илÿ лидерĕ», «Сервис Олимпĕ», «Хамăрăннисене пăрахмастпăр», «Тĕнче шайĕнчи вăйăçă», «Çулталăк агроинноваторĕ», «Çулталăкри туризм магничĕ», «Çирĕп кăмăллă усламçă», «Çулталăкри ĕçлĕ леди» тата ыттисем. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем тупăшăва виçĕ номинацирен ытла хутшăнаймĕç. Конкурс икĕ тапхăрпа иртет. Заявкăсене апрель уйăхĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Хамăр инф.