Психологи тренингĕсем пулăшаççĕ
Элĕкри «Раççери ĕç» центр урлă ĕç шыракансем хăйсене юрăхлă вакансисем суйланипе пĕрлех психологи пулăшăвĕ те илме пултараççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, психологсене икĕ хутчен чĕннĕ.
Пĕрремĕш тренинг июньте иртнĕ. Ун чухне пурнăçра мĕне мала хумалли, ăна планламалли çинчен калаçнă. Кунта Сергей Евдокимов та хутшăннă. Унăн тивĕçлĕ канăва тухмашкăн вăхăт нумаях та юлман иккен. Вăл центрта тăватă уйăх ĕçсĕррисен шутĕнче тăнă. Усси пулман. Тренинг вăхăтĕнче каланă шухăшсене тĕпе хурса предприяти ертÿçисем патĕнче хăйне çирĕпрех тытнă, ĕç опычĕ çинчен тĕрĕс каласа пама хăнăхнă. Унăн шухăшĕпе, çакă ăна водителе вырнаçма пулăшнă та.
Иккĕмĕш тренинг çак кунсенче иртнĕ. Хальхинче сăмах професси ÿсĕмĕ çинчен пынă. Тренингра каланă сăмахсем нумай ачаллă амăшне социаллă контракт енĕпе ĕçлеме хавхалантарнă. Хĕрарăм сутуçă кассира вырнаçма тĕллев лартнă. Центрта ĕçлекенсем ăна заявка яма пулăшнă. Халĕ вара кирлĕ вакансисене пĕрле пăхса тухаççĕ. Хĕрарăм ĕçпе тивĕçтерекенпе тĕл пулса калаçма хатĕрленет. Центри специалистсем ĕç шыракана кашни тапхăртах пулăшса пырĕç.
Çакăн пек пулăшусем тÿлевсĕр пулнине палăртмалла. Вĕсем «Кадрсем» наци проекчĕ шучĕпе пурнăçа кĕреççĕ. Сăнанă тăрăх, ĕç шыранă чухне хумханни, çын хăйне шанманни, ĕçпе тивĕçтерекенрен хăрани чăрмантарать. Центр специалисчĕсем çынсен хумханăвне çĕнтерме пулăшаççĕ, çапла майпа ĕç хăвăртрах тупма майсем туса параççĕ.
ШУХĂШ
Сергей Гордеев, Элĕкри «Раççейри ĕç» центр начальникĕ:
«Психолога явăçтарса ĕçлени пысăк пулăшу парать. Кунта хутшăннă 15 çынран 14-шĕ тренинга лайăх хак панă, чылайăшĕ унăн витĕмне туйнă. Психологпа тĕл пулнă хыççăн 12 çын хăйсене шанма, çирĕпрех тытма пуçла- нине палăртнă».
Марина ЛЕОНТЬЕВА.