Пÿлĕмре сивĕ. Парăма татса-и?
Тулта çанталăк кăштах сивĕтме пуçласанах çынсемшĕн пÿрт-çурта хутса ăшăтасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Элĕк салинче нумай хваттерлĕ çуртсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ăшăпа тивĕçтерессишĕн вара «Жилище» Управляющи компани яваплă. Çавăнпа та çак ыйтупа асăннă организаци ертÿçипе Алексей Егоровпа курса калаçрăм та.
- Хутса ăшăтмалли тапхăрăн нормативĕсемпе килĕшÿллĕн сывлăшри вăтам талăкри температура +8 градусран пĕчĕкрех пулсан, çакăн пек температура пилĕк кун хушши тăрсан хваттерсемпе социаллă учрежденисене ăшă ярса паратпăр та, - калаçу пуçламăшĕнчех палăртрĕ Алексей Михайлович.
Паянхи куна «Жилище» компани пысăк хăватлă икĕ котельнăй пăхса тăрать. Унта кашнинчех тăватшар кăмака вырнаçтарнă. Шăп та шай çаксем çине ĕнтĕ нумай хваттерлĕ 14 çурта ăшăпа тивĕçтересси тиенет те. Кунпа пĕрлех асăннă котельнăйсенчен социаллă объектсене ăшă каять. Кусен шутĕнче Элĕк вăтам шкулĕ, культура çурчĕ, музей, «Хĕвел» ача сачĕ. Çавăн пекех тепĕр виçĕ котельнăй пĕчĕкреххисем. Кусем нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтаççĕ.
Алексей Егоров палăртнă тăрăх, район центрĕнче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ĕç ĕнер-паян пуçланман. Тĕрĕссипе, çак ĕç ăшăпа тивĕçтерме пăрахсанах тытăнать вĕсен. Ăшă пăрăхĕсене тĕрĕслеççĕ, кăлтăксене сиреççĕ, кивелсе çитнĕ кăмакасене улăштараççĕ. Кăçал çу кунĕсенче чăнах та коммунальщиксем Парк урамĕнче вырнаçнă котельнăйĕнчи кăмака тĕлĕшпе ыйту татса пама тивнĕ. Кăмака кивелсе çитнĕрен мĕнпур хăватпа ĕçлемен, çавăнпа та ăна улăштарма тĕв тытнă та. Иртнĕ тапхăрта чăнах та ку ыйтăва татса панă, çĕнĕ кăмака лартнă.
- Пĕтĕмĕшле илсен хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр эпир. Котельнăйĕнче ĕçлекен операторсене тупса палăртнă, 12-ĕн вĕсем. Ĕçе тытăнма ирĕк илсе ятарлă вĕренÿ витĕр те тухнă - палăртать «Жилище» Управляющи компанин ертÿçи. Анчах та ĕçе тивĕçлипе йĕркелеме ура хуракан сăлтав пуррине те асăнмасăр иртмест А.М.Егоров.
Ку вăл вĕсем газпа тивĕçтерекен организаци умĕнче парăмра пулни. Паянхи куна асăннă парăм 1 миллион та 700 пин тенкĕпе танлашать. «Мĕншĕн вăхăтра тÿлемен тата парăма татман?» - тетĕр-и? Кун пек лару-тăру сиксе тухнăшăн айăпĕ пирĕнте, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенче те, пур иккен. Ăшă хваттерте пурăнас, шывпа усă курас килет, анчах та укçине тÿлесшĕн мар. Хваттерсенче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри темиçе çулах ăшăшăн тÿлемест ĕнтĕ, «Жилище» компани ăçта вырнаçнине те «маннă» пулĕ. Хваттер хуçисен пĕтĕмĕшле парăмĕ 3 миллион та 700 пин тенкĕпе танлашать. Ăшăпа усă курнăшăн компани умне парăма кĕрсе кайнисен шутĕнче вара ытларах официаллă майпа ниçта та ĕçлеменнисем. Тĕрĕссипе, вĕсенчен чылайăшĕ аякри хуласене ĕçлеме çÿреççĕ. Апла пулин те парăма татма васкамаççĕ. Кун пеккисем тĕлĕшпе суда та тавăçпа тухнă, суд приставĕсене те явăçтарнă. Анчах та уççи-хуппи тупăнман. Явап тыттарманнине пулах ĕнтĕ пĕр арçын «Жилище» компани умĕнче 200 пин тенкĕ ытла парăмра. Çавăн пекех парăмçăсен йышĕнче ăнăçсăр çемьесем те пур, кун пеккисен эрех-сăрапа иртĕхнĕрен укçи-тенки çитсе пымасть. Авă, пĕрисем темиçе çулах ĕнтĕ ăшăпа тивĕçтернĕшĕн укçа тÿлемен, парăм виçи 100 пин тенкĕ ытла.
Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисене те патшалăх тÿлевсĕ- рех хваттерпе тивĕçтерет. Вĕсен вара ăна тивĕçлипе тытса тăмалла, коммуналлă пулăшусемшĕн вăхăтра татăлмалла. Анчах та вĕсем хушшинче те яваплăха туйманнисем тупăнаççĕ. Хăшĕ-пĕрин парăмĕ 100 пин тенкĕрен те иртнĕ ĕнтĕ.
Çав вăхăтрах суда тавăçпа тухни, суд приставĕсене парăмсене шыраса илме явăçтарни хăшне-пĕрне «ăса кĕме» пулăшнă та. Право хуралĕн сотрудникĕсем килсе кайсан коммунальщиксем умĕнчи парăмсене татма укçа-тенкĕ те тупăннă.
Калаçăва вĕçленĕ май «Жилище» Управляющи компани ертÿçи Алексей Егоров ăшă хваттерсенче пурăнас килсен çынсене яваплăха туйма, коммуналлă пулăшусемшĕн вăхăтра тÿлеме сĕнет.
Эльвира КУЗЬМИНА.