Раççей флочĕ – 330 çулта
Июлĕн юлашки вырсарни кунĕнче Раççей морякĕсене чыслатпăр. Кăçал Çарпа Тинĕс Флочĕн кунĕ тата та анлăрах иртрĕ - çĕршыври флот 330 çул тултарнине паллă турăмăр. Элĕк округĕнче çак уява халалланă мероприяти Совет Союзĕн Геройĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамра иртрĕ.
Тĕрлĕ çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă моряксем – СССР Çарпа Тинĕс Флочĕн ветеранĕсем, паянхи çар çыннисем йăлана кĕнĕ йĕркепе пухăнса флот профессине хисепленине çирĕплетрĕç, пуç хунă юлташĕсене асăнчĕç. Çак кун чылайăшĕшĕн çемье уявĕ пулса тăни палăрчĕ. Хальхинче те мăшăрĕсемпе, ачисемпе тата мăнукĕсемпе килни уява пĕр çемьери пек ăшăрах турĕ. Вĕсен çамрăклăхĕ Çарпа Тинĕс Флочĕпе çыхăннине тумĕ те кăтартса пачĕ. Тельняшка, бескозырка е берет тăхăннă арçынсене аякранах асăрхама пулчĕ. Çак тум вĕсемшĕн уяв палли кăна шутланмасть, вăл палуба çинче тăнă арçын чунĕнчи манăçми туйăмсене уçса парать тейĕн.
Уяв кунĕ авточупуран пуçланчĕ. Машинăсем çинче Çарпа Тинĕс Флочĕн тĕп символĕ – Андреевски ялав вĕлкĕшрĕ. Элĕк сали тăрăх автомобиль колонни чупса çаврăннă хыççăн пурте Элĕкри Культурăпа кану паркне пухăнчĕç. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса мемориал умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Аслисемпе юнашарах ачасем те çирĕппĕн утса пыни ăрусен çыхăнăвне кăтартса пачĕ.
Уяв малалла Совет Союзĕн Геройĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамра иртрĕ. Пухăннисене Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов тата Владимир Свешников саламларĕç. Кунтах «Раççей флочĕ 330 çулта» юбилей медалĕпе чысларĕç. Медале тивĕçнисем хушшинче çар тивĕçне пурнăçлакансемпе танах ветерансем те пулчĕç. Шăпах вĕсем çитĕнекен ăрупа тĕл пулса вĕсене патриотизмла воспитани парас ĕçе йĕркелесе пыраççĕ. Тăван çĕршыва юратасси, çар профессине хисеплесси тата чыса упрасси çак тапхăрта никĕсленет те. Уйрăм тав сăмахĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен ячĕпе пулчĕ.
Уяв программине чăваш эстрада юрăçисен концерчĕ малалла тăсрĕ. Паллах, пухăннисем «макароны по-флотски» блюдăна тутанса пăхма пултарчĕç.
Иван НИКИФОРОВ,
Элĕкри Централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ.