• Документы
  • Поиск

План работы

Устав

Отчёт

Гос.закупки

  • Позвонить (8353) 52-23-32
Логотип

Аликовская районная газета

Пятница, Декабрь 13, 2019 г.
Новый выпуск Новый выпуск
Позвонить Прогноз погоды
Аликово, Россия

Погода в Аликово
Gismeteo Gismeteo
Прогноз на 2 недели
  • Главная
  • О газете
  • Новости
  • Подписка
  • Конкурсы
  • Для рекламодателей
  • Фотогалерея
  • Видео
  • Архив
  • Контакты

Район хаçачĕн пĕчĕк тусĕсем хăнара пулчĕç


Район хаçачĕн пĕчĕк тусĕсем хăнара пулчĕç

Район хаçачĕн пĕчĕк тусĕсем хăнара пулчĕç

Килĕшетĕр пулĕ - хăнасене кĕтсе илме яланах кăмăллă. Ачасем пулсан тата та кăмăллăрах. Вĕсем мĕнпе те пулин интересленни, çĕнĕлĕх шырани, пĕлĕве аталантарни ашшĕ-амăшне те, вĕрентекене те савăнтарать.

Шăпах ноябрĕн 27-мĕшĕнче район хаçачĕн редакцийĕ ачасен сассипе тулчĕ. Кунта Элĕк вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен класс ертÿçипе Оксана Ивановăпа килсе çитрĕç. Вĕсен тĕллевĕ район хаçачĕн кун-çулĕпе тата журналист профессийĕпе çывăхрах паллашасси пулчĕ. Шăпах çак тапхăр шкул ачисен «Мĕнле профессие суйлатăн;» профориентаци акцийĕпе çыхăннă.

Хаçат ĕçченĕсен çитес кăларăма хатĕрлессипе хĕрÿ тапхăр пыратчĕ пулин те, кĕçĕн класрисем валли вăхăт уйăрчĕçех. Эльвира Кузьмина пай редакторĕ хаçатăн паянхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Унăн историйĕ пирки те сăмах хускатрĕ. Çитес кăларăма мĕнле хатĕрленни те интереслĕ пулчĕ ачасемшĕн. Çавăнпах вĕсем компьютер умне ларса текст пичетлесе пăхрĕç.

Надежда Иванова дизайнер пичет кăларăмне мĕнлерех калăпламалли çинчен каласа пачĕ, ятарлă программа пирки ăнлантарчĕ, хаçата мĕнле илемлетмеллине кăтартрĕ. Тăваттăмĕшсенчен хăшĕ-пĕри çав программа мĕнле ĕçленине те «тĕрĕслерĕ». Ачасем дизайнер пулăшнипе хăйсем те хаçат страницине статья вырнаçтарчĕç, унăн илемне кĕртрĕç. Çав вăхăтрах хĕрачасемпе арçын ачасем иртнĕ çулхи хаçат номерĕсемпе те паллашма ÿркенмерĕç. Вĕсемшĕн юратнă хаçатпа çыхăннă пур информаци те кăсăклă пулчĕ.

Экскурси малалла тăсăлнăçемĕн хăнасем редакци çуртĕнче хăйне майлă çул çÿрев те ирттерчĕç. Вĕсем кашни пÿлĕмре пулчĕç. Хаçат мĕнле тапхăрпа пулса пынине тишкерчĕç. Юратнă кăларăм вулакан патне çитиччен пысăк çул çÿревре пулать иккен. Хаçатăн электронлă вариантне редакцирен «Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексне ярса параççĕ. Кунтан çĕнĕ номерсене Раççей почтин ĕçченĕсем районсене çитереççĕ. Вырăнти çыхăну уйрăмĕсенчи почтальонсем вара кашни киле валеçеççĕ. Редакцие килсе илекенсем те пур.

Хаçатçăсен кăмăлне тата та хăпартмалли тупăнсах пычĕ. Вăл шутра пире, хаçатра ĕçлекенсене, район хаçатне ачасен çемйисенче çырăнни çинчен каласа пани питех те савăнтарчĕ. Районта пулса иртекен мероприятисем, тĕрлĕ пулăм, хыпарсем çинчен пĕлсе тăни усăллă пулнине ăнланчĕç, çавăн пекех сăн ÿкерчĕксене пăхма кăмăлланине пĕлтерчĕç. Тăваттăмĕш класра вĕренекенсем йышĕнче те кун пеккисем сахаллăнах мар-ха.

Экскурси вăхăтĕнче ачасем хăйсен шухăш-кăмăлне пытармарĕç. Ыйтса пĕлмелли те туллиех пулчĕ вĕсен. Çав шутра журналиста ăçта вĕрентни те интереслентерчĕ. Журналист пулас текенсем те тупăнчĕç хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче. Çакă ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ. Вĕренекенсене йĕри-тавра мĕн пулса иртни пĕтĕмпех кăсăклă-çке. Вăл шутра профессисем çинчен пĕлесси те. Çак тĕлпулу та ахальтен йĕркеленмерĕ пулĕ. Вăл ачасене професси çинчен ытларах пĕлме пулăшĕ. Тен, паянхи шкул ачисем хушшинче те, уйрăмах район хаçачĕн редакцийĕнче пулнисен йышĕнче, малашлăхра журналист профессине суйласа илекенсем пулĕç. Вĕсем вара «Пурнăç çулĕпе» хаçатра ĕçлекенсен коллективĕн çĕнĕ ăрăвĕ пулĕç.

Анжелика Силивестрова.

 

 

 



Назад


Задать вопрос



 

 

АУ «Редакция Аликовской районной газеты «Пурнăç çулĕпе»

(«По жизненному пути») Мининформполитики Чувашии

 

429250, Аликовский район, с.Аликово, ул.Советская, д.35

Т:(83535) 22-3-32; (83535) 22-7-35

W:alikovopress.ru

E:smi03@cap.ru; press_alikov@cap; gazet@alikov.cap.ru

 

© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна

 

Дизайн сайта / alexleontyev.ru
Создание и поддержка сайта / gradient21.ru