Районăн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2023 çулхи тĕллевсем
Паян Элĕк муниципаллă округĕнче районăн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетеççĕ тата 2023 çулхи тĕллевсене палăртаççĕ. Халĕ сире, вулакансем, тĕп докладри шухăшсемпе паллашма сĕнетпĕр.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх
Районта 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 327 пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ ĕçлет (пĕлтĕр вĕсен шучĕ 323-пе танлашнă). Вĕсенчен 279-шĕ уйрăм предпринимательсем. Усламçăсем ытларах суту-илÿре ĕçлеççĕ (32,2 %),19 % яхăн ял хуçалăхĕнче тата 6 % строительствăра. Харпăр хăйшĕн ĕçлекенсен шучĕ 242-е çитнĕ.
Ял хуçалăхĕ
Паянхи куна район экономикинче агропромышленноç комплексĕ тĕп вырăн йышăнать. Аграри секторĕнче 8 ял хуçалăх организацийĕ, 47 хресчен-фермер хуçалăхĕ, 1 ял хуçалăх потребкооперативĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне пăхса тăракан пĕр предприяти, килти хушма хуçалăхсем - 8999. Вĕсем уй-хир, выльăх-чĕрлĕх енĕпе ĕçлеççĕ. Малта пыракан хуçалăхсем - «Новый путь», «Авангард», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, С.Волков тата В.Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем.
2022 çулта ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче акăнакан лаптăк 13 569 гектарпа танлашнă (2021 çулхипе пăхсан 115 %). Тĕш тырă культурисем 9934,5 гектар йышăннă пулсан, çĕр улми 135 гектар, пахча çимĕç - 85,5, техника культурисем – 771, выльăх апачлĕх культурăсем 2643 гектар çинче туса илнĕ.
Çанталăк условийĕсене пула тĕш тырăсене 404 гектар (ку акнă лаптăкăн 4,1 %), çĕр улми 103 гектар (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 76,3 %) пухса кĕртеймен. Çав хушăрах тухăç пысăк пулнине палăртмалла. С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче купăста 3000 тонна пухса кĕртнĕ, тухăçĕ - 600 центнер.
Иртнĕ çул 604 гектар усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăçал валли кĕр тырри 2657 гектар (планпа пăхнин 65 %) акса хăварнă. Çĕртме сухи 4077 гектар тунă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пĕлтĕр мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай 1745,9 тонна (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 95,9 %), сĕт – 23804,6 тонна (101,5 %) туса илнĕ. Сĕт сăвассипе «Новый путь» хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. Кунта кашни ĕнерен 8685 килограмм суса илеççĕ (2021 çулхипе танлаштарсан 103,4 %).
2022 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ĕç укçи вăтамран 39 360 тенкĕпе танлашнă. 2021 çулхипе танлаштарсан ÿсĕм 20,7 % . Пуринчен ытларах «Новый путь» хуçалăхра – 45 516 тенкĕ. Ял хуçалăх тытăмĕнче пĕтĕмпе 180 çын вăй хурать.
Культура
2022 çулта районти пур культура учрежденийĕ те хăйĕн ĕçне «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Раççей халăхĕсен культура эткерлĕхĕн çулталăкĕн тата Мухтавлă ентешсен çулталăкĕн тематикипе йĕркелесе пынă. Çулталăк хушшинче 4 пин ытла мероприяти ирттернĕ. Юманлăх клубĕ республикăри конкурсра ялти культура учрежденийĕсем хушшинче малти вырăна тухнă.
Иртнĕ çул культура учрежденийĕсем Пушкин карттипе тухăçлăрах ĕçлеме пуçланă. Ку программа 14-22 çулхи çамрăксене культура мероприятийĕсене явăçтарма пулăшать. Ку çĕнĕлĕхпе усă курса 40 мероприяти йĕркеленĕ, пĕтĕмпе 289 650 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Çамрăксем ытларах ăстаçă урокĕсем, дискотека, литература каçĕсем суйланă, çавăн пекех «Манăн йăх-несĕл» вĕренÿ мероприятине кăмăлланă.
Çулсеренех музей фончĕ экспонатсемпе пуянланать. 2022 çулта тата 94 единица хушăннă. Пĕтĕмпе фондра 19 558 единица экспонат упранать. Маларахри çулсемпе танлаштарсан музея çÿрекенсен шучĕ 8 % ытла ÿснĕ, экскурсисен ÿсĕмĕ – 38 %. Кунсăр пуçне асра юлмалли мероприятисенчен пĕри «Тĕрленĕ Элĕк ен» пулчĕ.
Мĕнле тĕллевсем тăраççĕ-ха 2023 çулта?
«Культура» федерацин тĕллевлĕ программи шучĕпе Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн çуртне юсаса çĕнетесси. Паянхи кун тĕлне подрядчик паллă, вăл «Аликовское МСО» строительство организацийĕ. Ĕçсене 2024 çулта вĕçлеме палăртнă. Çавăн пекех архив докуменчĕсене упрамалли вырăн хатĕрлес тĕллевпе районти Культура çурчĕн спортзалĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă, çакна валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитермелле. Юманлăхпа Шĕмшеш культура çурчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме регионти конкурса хутшăнмалла, проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлесе патшалăх экспертизи витĕр тухнă ĕнтĕ.
Вырăнти пуçарулăх
Ял çыннисем çулсеренех пуçарулăх бюджечĕпе усă курса вырăнти çивĕч ыйтусене татса параççĕ. 2017 çулта 6 проект пурнăçланă пулсан, 2022 çулта вĕсен шучĕ 50-а çитнĕ. Çакна валли пĕтĕмпе 77,3 млн тенкĕ уйăрнă, вăл шутран республикăран килекен субсиди виçи 61,7 млн тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче ял тăрăхĕсен администрацийĕсем 2023 çул валли ЧР Ял хуçалăх министерстви ирттерекен конкурса хутшăннă, 20 проект çĕнтернĕ. Кăçал пĕтĕмпе ĕçсене 29,9 млн тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă.
Вĕренÿ
2022 çулта бюджет тăкакĕсен çурри вĕренÿ тытăмĕ çине кайнă. Пĕтĕмпе 12 шкулпа 3 шкул çулне çитменнисен учрежденине 1818 ача çÿренĕ (2021 çулта 2040 ача пулнă). Паянхи куна çулталăкран пуçласа 7 çулхисене ача сачĕсенче вырăнсемпе 75% тивĕçтернĕ, икĕ çултан пуçласа 7 çула çитичченхисене – 100%. «Демографи» наци проекчĕ шучĕпе районта «Хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтересси – виçĕ çулчченхи ачасен шкулчченхи вĕренĕвĕ валли условисем туса парасси» регион проекчĕ пурнăçа кĕнĕ. Пĕлтĕр Элĕк салинче 240 вырăнлă ача сачĕ хута кайнă. Ăна валли 246,4 миллион тенкĕ тăкакланă. «Вĕренÿ» наци проекчĕн «Хальхи шкул» федераци проекчĕн шучĕпе Ураскилт тата Питĕшкасси шкулĕсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» цифра тата гуманитари профилĕсен вĕренÿ центрĕсем уçăлчĕç. Çакна валли юсав ĕçĕсем ирттерме район хыснинчен 600 пин тенкĕ кайнă. Вĕренÿ хатĕрĕсене 3190,6 пин тенкĕлĕх туяннă, вăл шутран 2995,8 пин тенкĕ федераци бюджетĕнчен, республикăран - 30,3 пин, ытти - районтан. Кăçал «Ÿсĕм вырăнĕ» центра Мăн Ямаш шкулĕнче уçма палăртнă.
Вĕренÿ тытăмĕнче 172 педагог ĕçлет, вĕсенчен 159-шĕ вĕрентекенсем, çамрăк специалистсем 15-ĕн çеç. Çамрăксене хавхалантарас тесе виçĕ çула çитиччен уйăхсерен пĕр оклад чухлĕ хушса тÿлеççĕ, 3-рен пуçласа 5 çулччен - окладăн çуррине.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа пур шкулта та «Вĕренÿ» наци проекчĕн «Патриотизмла воспитани» регионти проект шучĕпе Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕ 2.0» проект пурнăçа кĕртнĕ. Çавăнпа та вĕренÿ учрежденийĕсенче директорăн канашçисем ĕçлеме пуçланă, вĕсем ачасен обществăлла пĕрлешĕвĕсен ĕçне йĕркелесе пыраççĕ. Кунсăр пуçне «Шкулти медиа-центр», «Шкул театрĕ» проектсемпе ĕçлеме пуçланă, кĕçĕн классемпе «Орлята России» программа вăя кĕрет.
Ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе хушма мерăсем çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвне пурнăçа кĕртсе «Хĕлхем» спорт шкулĕнчи бассейнра 2-4-мĕш классенчи ачасене ишме вĕрентеççĕ. Кунсăр пуçне кунта ГТО нормативĕсене пурнăçлама нумай функциллĕ площадка хута янă. Ăна валли 635,7 пин тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен 603,9 пин республика бюджетĕнчен, 31,8 пин тенкĕ – район хыснинчен.
Демографи лару-тăрăвĕ
Шел пулин те, демографи лару-тăрăвĕ лайăххи енне улшăнман. Пурнăçран уйрăлакансен шучĕ маларахри çулсенчи пекех пысăк. Пĕлтĕр 58 ача çуралнă (2021 çулта – 77 ача). Çав вăхăтрах 258 çын вилнине регистрациленĕ (2021 çулта – 303). Вĕсенчен 12 çын коронавирус инфекцине пула пурнăçран уйрăлнă. Иртнĕ çул район çыннисен пурăнаслăхĕ вăтамран 72 çулпа танлашнă: хĕрарăмсем - 78 çул, арçынсем - 67 çул. Хĕрарăмсемпе арçынсен пурнăç тăршшĕ хушшинчи танмарлăх ÿссех пырать. Арçынсем шăпах ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре пурнăçран уйрăлни палăрать. Çак çулсенче 54 çын вилнĕ пулсан, вĕсенчен 85 % арçынсем.
Сывлăх сыхлавĕ
Район больницинче 30 врач ĕçлет. Кадрсем çитменни ку тытăма та пырса тивнĕ. Кунта врач-оториноларинголог, врач-эндоскопист, врач-фтизиатр, врач-реаниматолог, 2 врач-терапевт тата ача-пăча стоматологĕ кирлĕ. Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсенче специалистсем çитменни те чăрмав кÿрет. 16 ФАП-ран 11-ĕшĕнче кăна туллин ĕçлеççĕ. Паянхи куна 5 фельдшер, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 2 медицина сестри, палатăри 2 медицина сестри тата Элĕк шкулĕнче медицина сестри кирлĕ.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерстви район больницисенче юсав ĕçĕсем ирттересси çине тимлĕх уйăрать. Иртнĕ çул поликлиника çумĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче 4,6 млн тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ, ача-пăча уйрăмне кĕмелли вырăна хăтлăх кĕртнĕ. Кунсăр пуçне больницăна 2 çăмăл машинăпа тивĕçтернĕ.
Çул-йĕр
Çул-йĕр ыйтăвĕ яланхи пекех çивĕч тăрать. Çулсене уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнпур ыйтăва та татса пама май килмест. 2022 çулта çул-йĕр хуçалăхне аталантарма пĕтĕмпе 115,6 млн тенкĕ уйăрнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсенчен пĕри вăл – «Элĕк - Илленушкăнь» автоçул. Пĕлтĕр кунта 2,5 километр лаптăк çинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çакна валли пĕтĕмпе 3,8 млн тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен 3,6 миллионĕ республика хыснинчен. 2023 çулта «Элĕк – Илленушкăнь» автоçул çинче юсав ĕçĕсене малалла тăсма палăртнă, унăн калăпăшĕ - 3,5 километр.
Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тытса тăрасси çине те тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр Парк урамĕнчи 11-мĕш çурт территроийĕнче 200 кв.м. лаптăкра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çакăнта 229,7 пин тенкĕ тăкакланă. «Чувашупрдор» хысна учрежденийĕ Çулавăç салинчи Шкул тата Чапаев урамĕсенче 2,57 километр çула туса панă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 22,9 млн тенкĕпе танлашать. Çакăнтах «ДорТех» организаци строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçланă.
Финанс
Районăн пĕтĕмĕшле бюджетĕнче харпăр хăй тупăш пайĕ 16,6 % йышăнать. Вăл 105 754,8 пин тенкĕпе танлашать. 2021 çулхипе пăхсан 0,7 % пĕчĕкрех. Элĕк районĕн консолидированнăй бюджечĕн тупăш пайĕ 2022 çулта 638 759,4 пин тенкĕпе танлашнă. Тăкаксен виçи - 628 450,8 пин тенкĕ. Профицит – 10 308,7 пин тенкĕ.
Шыв башнисемпе скважинисене юсасси
«Таса шыв» регион проектне пурнăçласа Элĕк районĕнче 2022 çулта «Çынсем пурăнакан вырăнта шывпа тивĕçтермелли çăлкуçсене (шыв башнисемпе скважинисене) тĕпрен юсасси» проектсене 11 пурнăçа кĕртнĕ. Ăна валли 18 478 552,02 тенкĕ тăкакланă. Вĕсенчен 17 381 243,00 тенкĕ республика хыснинчен. 2023 çулта тата 4 шыв башнипе скважинине тĕпрен юсама палăртнă. Чăваш Сурăм территори пайĕнче 3 объект, тепри – Йăлкăш территори пайĕнче.
Капиталлă юсав ĕçĕсем
Элĕк районĕнче пĕтĕмпе 35 нумай хваттерлĕ çурт. 2014-2022 çулсенче вĕсенчен 13-шĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пĕлтĕр кун йышши 2 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем тунă: Элĕк салинчи Гагарин урамĕнчи 29 в çурт тăррине витнĕ, Парк урамĕнчи 7 а çуртра электричество тытăмне çĕнетнĕ. Кăçал Парк урамĕнчи 13-мĕш çурт тăррине улăштарма палăртнă.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.