Районта Перекет банкĕн çĕнĕ офисĕ пулĕ
Район хаçачĕ - район тĕкĕрĕ пулса тăнине тахçанах çирĕплетсе пама ĕлкĕрнĕ. Вулаканпа туслă çыхăнура пулнăран ăна мĕн савăнтарнине, мĕн пăшăрхантарнине те аванах ăнланатпăр. Çавăнпа та ял-салара пурăнаканăн кирек епле çивĕч ыйту сиксе тухсан та пирĕнтен пулăшу ыйтать. Çакă пире вулакансемпе татах та çывăхлатать. Сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенченех Элĕкри Перекет Банкĕн уйрăмĕ ĕçлеме пăрахрĕ. Мĕн сăлтава пула вăл хăйĕн ĕçне чарса лартнипе, малашне укçа-тенкĕпе çыхăннă операцисене ăçта пурнăçлассипе, асăннă банкăн уйрăмĕ хăçан çĕнĕрен хăйĕн ĕçне йĕркелессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйту килчĕ район çыннисенчен хаçат редакцине. Асăннă ыйтусем çине никам та тивĕçлĕ хурав пама пултарайманран çынсем хушшинче тĕрлĕ сас-хура та сарăлма ĕлкĕрчĕ.
Район халăхĕ хушшинче ку ăнланманлăха сирес, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине тивĕçлĕ хурав парас тĕлĕшпе ПАО Перекет Банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕпе çыхăнтăмăр, «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцине килсе калаçу йĕркелеме сĕнтĕмĕр.
Сентябрĕн 16-мĕшĕнче редакцире ПАО Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕпе Олег Палтанкинпа, управлени начальникĕпе Роман Мардарьевпа тата коммуникаци, пĕлтерĕшлĕ проектсемпе ĕçлекен менеджерпа Наталия Альгешкинăпа çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем тавра калаçу ирттертĕмĕр.
- Элĕк районĕнче перекет Банкĕпе сиксе тухнă çивĕч ыйтăва аванах пĕлетпĕр. Ăна тивĕçлипе татса парассипе ĕçсем пыраççĕ. Чăваш Республикин Правительстви тата яваплă министрсем пулăшнипе çитес тапхăрта ку енĕпе ыйту татăлмаллах. Çак ыйтуран Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та аякра юлманнине те палăртмалла. Перекет банкĕн Элĕкри офисĕ пулнă çурта хирĕçле, Советски урамĕнчи 5-мĕш çуртра, пулассине палăртнă ĕнтĕ. Анчах та паян-ыранах ĕçлеме пуçлатпăр теейместĕп. Асăннă çуртра пысăк юсав ĕçĕсем ирттермелле. Çакна валли ПАО Перекет Банкĕ 4,6 миллион тенкĕ хăйĕн укçине хывать. Шупашкарти Перекет банкĕн офисĕсем евĕр паянхи пурнăç ыйтнă пек çĕнĕ йышши уйрăм уçма палăртатпăр. Унта талăкĕпех банкоматсем ĕçлекен, тĕрлĕ тÿлевсене пурнăçлама май паракан ятарлă пÿлĕмсем пулĕç. Çĕнĕ банк уйрăмне 2021 çулхи январь уйăхĕнче хута яма палăртатпăр, - малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ Олег Иванович.
Банк представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Элĕкри офисра çынсем укçа илнипе е хывнипе, тĕрлĕ пулăшусемшĕн тÿленипе çыхăннă операцисене ытларах пурнăçланă. Хальлĕхе ял халăхне асăннă операцисене пурнăçлама майсем туса парас тĕлĕшпе Элĕке касса пулăшăвĕ паракан куçса çÿрекен ятарлă пунктне илсе килме палăртаççĕ. Асăннă пункт сентябрĕн 24-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать. Куçса çÿрекен пункт Перекет банкĕн унч- ченхи çуртне хирĕçле, Советски урамĕ 5-мĕш çурта тунтикун тата кĕçнерникун 10-14 сехетчен çынсене йышăнать. Ра-йон çыннисем унăн пулăшăвĕпе усă курса укçа-тенкĕпе çыхăннă мĕнпур банк операцийĕсене пурнăçлама пултараççĕ. Укçа-тенкĕ илме, упранма хывма, пенсисемпе пособисем, компенсацисем илме те май пур. Коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме, кредитсемшĕн татăлма та май пулĕ. Элĕк район çыннисене Перекет банкĕ пулăшусемпе туллин тивĕçтерме кун йышши куçса çÿрекен икĕ пункт вырнаçтарма палăртать. Пĕрремĕшĕ - кашни кунах кăçалхи октябрĕн 20-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать пулсан, касса енĕпе пулăшу паракан тепĕр пункчĕ кăçалхи декабрĕн 2-мĕшĕнчен хăйĕн ĕçне тытăнать. Банк представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, асăннă пунктсене ĕçлеттерсе ярасси вăраха тăсăлни Раççейри Тĕп Банкпа кирлĕ документсене хатĕрлессипе çыхăннă.
- Кунсăр пуçне Нурăсра (Калинино) вырнаçнă Перекет Банкĕн офисĕн ĕçне те хăш-пĕр улшăнусем кĕртрĕмĕр. Ку вăл çынсене канмалли кунсенче чăрмавсăрах банк операцийĕсене пурнăçлама майсем туса парассипе çыхăннă. Сентябрĕн 26-мĕшĕнче тата октябрĕн 3-мĕшĕнче Нурăс салинчи Ленин урамĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçнă офис шăматкун та 8.00-14.00 сехетсенче ĕçлет. Элĕк районĕпе паян Нурăса çитсе килессипе транспорт тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем тухса тăнине те аванах пĕлетпĕр. Çавăнпа та вăхăтлăха Элĕк - Нурăс тÿлевсĕр маршрут уçатпăр. Сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа эрнере пĕр хутчен, эрнекун, çÿрĕ асăннă маршрут. Элĕк салинчи автостанцирен 10.00 сехетре Нурăса çула тухать вăл. Автобус чÿречи çинче «Сбербанк» тесе çырнă, - каласа парать О.Палтанкин.
Кунсăр пуçне сентябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 22-мĕшĕччен кĕçнерникунсерен 8.00-14.00 сехетсенче «Меркурий» бизнес-инкубаторăн 16-мĕш пÿлĕмĕнче Перекет банкĕн консультаци пункчĕ ĕçлет. Банк специалисчĕсем çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравлаççĕ. Çавăн пекех 8 (83535) 52-21-75 телефон номерĕпе шăнкăравлама май пур.
Перекет банкĕн представителĕсемпе тĕл пулнă май тĕрлĕ ÿсĕмрисене онлайн мелĕпе банк операцийĕсене пурнăçлассипе ятарлă вĕренÿ йĕркелеме те ыйтрăмăр. Тулли кăмăлпах килĕшрĕç-ха вĕсем. Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Элĕкри тĕп библиотекăра банк ĕçченĕсем «Аслă ÿсĕмрисен шкулне» çÿрекенсемпе тĕл пулаççĕ. Паянхи çыхăну мелĕсемпе усă курса банк карттипе онлайнпа коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме, ытти операцисене пурнăçлама вĕрентеççĕ.
Пурнăç аталаннă май мĕнпур тытăмра çĕнĕлле ĕçе йĕркелеме хистет. Элĕкре хальлĕхе Перекет банкĕн офисĕ çукран унăн представителĕсем CashOut проект ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Халĕ ку енĕпе район администрацийĕпе килĕшÿ тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. «Мĕн-ха вăл?» - ыйту парĕ вулакан. Асăннă проект район центрĕнчи 3 лавккара банк карттипе усă курса укçа илме, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме май паракан ятарлă оборудованисем вырнаçтарассипе çыхăннă. Ку чухне Перекет банкĕн карттипе усă курнă чухне комисси тÿлевне илмеççĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.