Çĕнтерĕве пĕрле çывхартатпăр
Ялсенче хастарсемпе пуçаруллисем сахал мар. Çакна тин çеç мар, тахçанах пĕлетĕп. Кун пеккисем тăнăç пурнçра та малтисен ретĕнче, ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе тĕрлĕ проекта хутшăнаççĕ. Халĕ те Украинăри ятарлă çар оперцийĕнче çĕршыв тăнăçлăхне сыхлакан ентешсене те тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ.
Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансене те ку енĕпе хастаррисен шутне кĕртмелле. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах вĕсем мобилизаципе ăсаннă ентешсемпе пĕр çыхăнура. Кунти хĕрарăмсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ытти чылай çын пекех ашшĕсемпе аслашшĕсен ĕçне малалла тăсаççĕ, тылра Çĕнтерĕве çывхартаççĕ. Çавăн пекех Кĕçĕнтăвансем: «Эпир те вĕсем пекех фронтра, аначах та пирĕн кунта лăпкăрах», - теççĕ.
Вырăнти вулавăш заведующийĕнче тăрăшакан Валентина Силивестрова пĕлтернĕ тăрăх, Кĕçĕн Тăван ялĕнчен мобилизаципе икĕ çамрăк - Олег Аввакумовпа Максим Архипов - ăсаннă. Вĕсем çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнипе пĕрлех ялти Хĕрарăмсен канашĕ те ырă кăмăллăх ĕçне пикеннĕ. Роза Гаврилова Шарыпка урамĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă та, килĕренех пĕрер пин тенкĕ укçа пухма килĕшсе татăлнă. Пухнă укçа-тенкĕпе ăшă çипуç, ытти япаласем туянса районти пĕрлехи фонда ăсатнă. Ку чухне Хирлеппе Томка урамĕсенче пурăнакансем те аякра тăрса юлман. Вĕсем те «Надежда» магазинра тăрăшакан Лариса Владимировăпа Лилия Филипповăна тата райпо магазинĕнче ĕçлекен Светлана Петровăна пĕрер пин тенкĕ пырса панă. Унта пухăннă укçан пĕр пайĕпе вĕсем хăйсен ялĕнчи салтаксене валли адреслă майпа посылка янă. Унта пылак кучченеç, ăшă тумтир, хырăнса тасалмалли тата куллен кирлĕ ытти япаласене чикнĕ. Кунсăр пуçне виçĕ урампа пухăннă укçа-тенкĕрен мобилизациленисен çывăх çыннисене ывăлĕсене валли кирлĕ япаласем туянса ăсатма 15-пиншер тенкĕ панă.
- Кун пек майпа пулăшнипе çеç лăпланса ларма шутламарăмăр. Ытти ялсенче пурăнакансем, окоп çуртисем тата тăшман асăрхасран пытанма май паракан сеткăсем хатĕрленине кура пирĕн ялсем те çак ĕçе хутшăнма тĕв тытрĕç, - пĕлтереççĕ ял хастарĕсем.
Вырăнти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Анна Бурмистрова пулă тытмалли пурçăн сеткăсем тупассине хăй çине илнĕ. Теприсем ял çыннисем хушшинче мĕнле пусма-тавар кирлине палăртса ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕ. Виççĕмĕшсем çĕвĕ цехĕсенче тăрăшакан пĕлĕшĕ-юлашĕпе калаçса пусма-тавар юлашкисемпе тивĕçтерме ыйтнă. Ырă пуçару яланах ăнăçлă пулать. Ял çыннисем кивĕ япаласене - сăрă, тĕксĕм симĕс, хăмăр, çутă хăмăр тĕслĕ япаласене сумки-сумкипе пухса килсе панă.
Çар çыннисене валли маскировăчнăй сетка хатĕрлесси вара пĕччен-иккĕн тумалли ĕç мар-ха. Пусма татăкне ятарлă виçепе касса кăлармалла. Кун пек татăксем вара темĕн чухлех кирлĕ, шутне палăртма та çук. Ĕçлеме çăмăлрах пултăр тесен сеткăна карăнтармалла, чăлханса ан лартăр тесе йĕри-тавралла кĕпе-йĕм çакмалли хулăнрах кантрапа çавăрса тухмалла. Ку енĕпе хĕрарăмсене Сергей Стекольщиков çамрăк пысăк пулăшу кÿрет. Хальлĕхе Кĕçĕнтăвансем тăшман асăрхасран пытанма май паракан сетка валли ятарлă станок хатĕрлеме ĕлкĕреймен-ха. Апла пулин те С.Стекольщиков ал айĕнчи хатĕрсемпех туртăнтарса парать сеткăна.
- Асăннă сеткăсем ятарлă çар операцине хутшăнакан пирĕн хÿтĕлевçĕсене каçхине те асăрхама пултаракан дронсенчен тата тепловизорсенчен сыхланма пулăшаççĕ. Ентешсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем кун пек сеткăсемпе хăйсен çар техникине пытарма та усă кураççĕ. Малтанах пирĕн ялсем икĕ метр сарлакăш виçĕ метр тăршшĕ икĕ сетка хатĕрлесе ăсатрĕç, - калаçăвне тăсать Валентина Владимировна.
Ĕçе тытăннă чухнех ял çыннисем уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартнă 20-е яхăн çын та хутшăннă. Çавăнпа ĕçе кĕске вăхăтрах пурнăçланă. Хыççăн тата ултă сетка туяннă. Ку чухне вара çак ĕçе хутшăнакансен шучĕ кăштах чакнă. Кунне темиçешер сехет ирттереççĕ унта.
- Ĕçĕ çăмăлах мар, пысăк тÿсĕмлĕх кирлĕ. Апла пулин те кашниех тăрăшаççĕ, паянхи тапхăрта пĕлтерĕшлĕ те пысăк ĕç-çке ку, - калаçăва хутшăнать Роза Гаврилова. Иртнĕ кунсенче вара тата тепĕр икĕ сетка туянса килнĕ. Вĕсене валли пусма-тавар татăкĕсене Сергей Стекольщиков, пĕр пĕлĕшĕ урлă Шупашкарти çĕвĕ цехĕнчен илсе килнĕ. Ку енĕпе Светлана Матьянова та хĕрарăмсене пулăшу панă. Хулари тепĕр çĕвĕ цехĕпе килĕшсе татăлса пусма татăкĕсемпе тивĕçтерме пулнă. Çавăн пекех Элĕкри çĕвĕ цехĕн заведующийĕ шутланакан Маша Никитина та хăмăр, çутă-хăмăр пусма татăкĕсем панă. Сăмах май, унăн Алеша ывăлĕ те ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпех ăсаннă. Çавăнпа та пурне те вĕсене халĕ пĕр ĕмĕт пĕрлештерет - хăвăртрах вăрçă вĕçлентĕр. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем киле тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр.
Эльвира КУЗЬМИНА.