Ротангран ăсталанă япаласене интернетра курнă та...
«Салтаксем валли мĕн çыхатăн ара?» - ыйтнă хуняшшĕ кинĕ алă ĕçĕпе аппаланса ларнине курсан. Ольга Стекольщикова ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх çетки çыхма çÿрет-ха, анчах ун чухне вăл хăйĕн çĕнĕ чун киленĕçĕпе аппаланнă: витрене ротангпа илемлетнĕ. Ку ĕçпе вăл 2 çула яхăн каялла кăсăкланма тытăннă.
Пукан çыхма вĕренесшĕн
Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан Ольга Стекольщикова ротангран ăсталанă япаласене интернетра курнă. «Эпĕ çыхаймастăп-и-ха?» - тесе вăл та çак ĕçе хăй тĕллĕн вĕренме тытăннă: видеосем пăхнă, çынсен ĕçĕсемпе паллашнă. Çапла хăй те илемлĕ япаласем хатĕрлеме тытăннă.
«Пĕрре те йăлăхтармасть, ывăнтармасть ку ĕç. Пачах тепĕр май, çĕнĕрен те çĕнĕ эрешсем вĕренсе пыратăп. Çак ĕçпе аппаланнă чухне чун канать, хама лăпкă туятăп», - калаçăва пуçларĕ Ольга.
Паллах, хĕллехи вăрăм каçсенче алă ĕçĕпе аппаланма вăхăт нумайрах. Çулла вара пахчара ытларах тăрăшмалла. Çапах Ольга халĕ те чун киленĕçĕ валли вăхăт тупать: унăн саккассем пур-çке-ха. Вăл хăй ăсталанă япаласене сăн ÿкерсе «Контактра» соцсетьри хăйĕн страницине вырнаçтарать. Унта вара пĕри курса саккас парать, тепри асăрхать... Халĕ ав Канаш тăрăхĕнчи çын ултă витрене ротангпа хитрелетме саккас панă.
«Хальлĕхе питех пысăк япаласем ăсталаман. Витресене, чашăксене илемлететĕп. Пукан çыхма вĕренес шухăш пур. Ăна вĕренмешкĕн виçĕ кунлăха Шупашкара каймалла. Паллах, укçалла. Хальлĕхе унта çитме пушă вăхăт тупаймастăп. Кĕркунне, тен, кайăп», - ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ Ольга.
Чи малтанах вăл 5 литрлă витрене ротангпа илемлетнĕ. Ку вĕренмелĕх, опыт пухмалăх пулнă. Хальлĕхе çынна кăтартмалли мар-ха тесе çав витрене килте усă курма хăварнă. Халĕ вара карçинккасем, чечек лартмалли савăтсем, ытти япаласем хатĕрлет. Нумайăшĕ вĕсене парне памашкăн туянать.
Ольга алă ĕçĕпе шкулта вĕреннĕ чухнех кăсăкланнă. Малтан вĕтĕ шăрçапа ĕçленĕ, кайран çекĕл алла тытнă, пурăна киле теттесем çыхма пуçланă.
Туйра курнă, интернетра паллашнă
Ольгăн ĕçĕсене чи малтан хаклаканĕ хуняшшĕ Владимир Ильич пулнă. Анчах, шел те, пĕлтĕр вăл сасартăк çĕре кĕнĕ. 66 çулта кăна пулнă. Хунямăшĕ Ольга Александровна вара Ольга качча киличченех, 2017 çулта, пурнăçран уйрăлнă.
Мăшăрĕпе Сергейпа виçĕ хĕр ÿстереççĕ, тĕп килте пурăнаççĕ. Сергейпа Оля интернетра паллашнă. Тĕрĕсрех каласан, вĕсем унччен пĕр туя лекнĕ, Ольга хĕр çумĕ пулнă. Сергей çавăн чухнех ăна куç хывнă. Кайран вара социаллă сетьре шыраса тупса ун патне çырса янă. Çапла çуралнă юрату.
Ун чухне Ольга Шупашкарта Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче 1-мĕш курсра вĕреннĕ, хуларах тĕпленме ĕмĕтленнĕ-тĕр. Çав вăхăтра Сергей та хуларах ĕçлесе пурăннă. Ольга диплом илсен вара çамрăксем яла куçса килнĕ. «Ялта лайăх, ирĕклĕ», - тет халĕ Ольга.
Тĕлĕкре курăннă ят
Пĕрремĕш ача çураласса кĕтнĕ чухне ăна мĕнле ят хурасси Ольгăна тĕлĕкре курăннă. Ун патне пĕр хĕрача пынă пек те «Ачи мĕн ятлă сирĕн;» - тесе ыйтнă. «Ирина», - тенĕ Ольга. Вăрансан çав тĕлĕке манман вăл. Ирина халĕ 3-мĕш класс пĕтернĕ. Тепĕр икĕ хĕрĕ валли Сергей ятсем суйланă. Елена кăçал 1-мĕш класа каять. Катя 3 çул тултарать кăна-ха.
Сергей - ял старости, ларма-тăма пĕлмен çын: килте те, общество ĕçĕнче те ĕлкĕрет. «Ăна пропеллер çакса янă-им; Ăçтан тульккăш йăлтах туса ĕлкĕрет» - тесе шÿтлеççĕ ун пирки ялта. Сергей вырăнти «Тăванлăх» ушкăна юрлама та, салтаксем валли хÿтлĕх çеткисем çыхма та çÿрет. Паллах, арăмĕ те унран юлмасть. Унччен кĕçĕн хĕрĕ пĕчĕкрех тесе Ольга юрлама тухайман, халĕ мăшăрĕпе пĕрле унта çÿрет. Салтаксем валли хÿтлĕх çеткисем çыхнă çĕре те хутшăнать, хăюсем касса парать.
Стекольщиковсем конкурссене те хутшăнма тăрăшаççĕ. 2024 çулта вĕсем округ шайĕнче иртнĕ «Çулталăк çемйи» кон- курсра хăйсене тĕрĕсленĕ. Кунсăр пуçне ачисене те пултарулăх конкурсĕсене явăçтараççĕ.
Таçта та ĕлкĕреççĕ вĕсем. Ачасем валли сĕт-çу пултăр тесе ĕне усраççĕ. Пĕлтĕр пахчара çĕр çырли самай лартнă, халĕ унпа аппаланаççĕ. Ачисене те ĕçе хутшăнтараççĕ. Ольгăпа Сергей вĕсене пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстересшĕн. Ырă тĕслĕхĕ вара куç умĕнчех: ашшĕпе амăшĕ...
Ирина АЛЕКСЕЕВА.