Салтак ячĕ тухнă
Ывăл çуралсан ашшĕ-амăшĕ тата тăванĕсем авалхи йăла-йĕркепе ачана: «Салтака юрăхлă пул!» – тесе пил параççĕ. Ку пиле вара çак кунсенче Торпкасси ялĕн каччи Роман Иванов тивĕç пулчĕ.
Салтак ачи таврари тус-юлташне пухса ял тăрăх салтак юрри юрласа çÿренĕ. Паянхи кун та пур-ха çак йăла – тăван-пĕтене пухасси. Çывăх çыннисем Романăн ашшĕ-амăшĕн килне пухăнса ăна службăна тивĕçлĕ ирттерме ăнăçу суннă.
Роман Торпкасси ялĕнче Елена Юрьевнăпа Павел Анатольевич çемйинче çуралнă. Пĕччен те мар, йĕкĕреш тăванĕпе. Романпа Иван – йĕкĕрешсем. Ытла та хăвăрт ÿсеççĕ-çке ачасем. Ашшĕ-амăшĕ тин кăна пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентнĕччĕ-çке, акă халĕ салтак атти тăхăнма та вăхăт çитнĕ. Пурнăç хăйĕн йĕркипех пырать çав. Елена Юрьевнăпа Павел Анатольевич та ывăлĕ çĕршыва юрăхлă çитĕннишĕн савăнаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Пил сăмахĕ каласа ăсатса ячĕç тăван килтен. Хăйсем чăтăмсăр кĕтнине пĕлтерчĕç. Роман вара çыру çырма е шăнкăравласа хыпар яма шантарчĕ.
Романа салтак ятне чыслăн тытма, юратнă Тăван çĕршыва çирĕп сыхлама сывлăх тата ăнăçу сунатпăр. Турри сыхласа пурăнтăр, яла тĕрĕс-тĕкел таврăнмалла пултăр.
В.ИВАНОВА.