Салтаксем валли – ăшă нуски
Тăван килтен аякка тухса кайнă ентеш салтаксене пулăшу парас тесе Элĕк ен çыннисем кунсеренех тăрăшаççĕ. Акă Юнтапа тăрăхĕнчи хастарсем те «Паттăрсене валли ăшă япаласем» акцие хутшăнчĕç. Çак кунсенче вĕсем çĕршыв хÿтĕлевçисене валли çăм нускисем çыхса пачĕç. «Эпир хамăр ачасене, салтаксене, ăшă нускисем çыхса парас терĕмĕр. Ку ĕçре пурте пĕр шухăшлă, пĕр кăмăллă пултăмăр. Кашниех хастар хутшăнчĕ, пулăшрĕ. Хамăр ачасене тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме Турри сывлăх парса пытăр!» - теççĕ вĕсем.
Ку пархатарлă ĕçре Кивкас Юнтапа, Чăрăшкасси, Тăвăш Юнтапа, Шăнакасси, Чулкаç тата Якунекасси ялĕсенче пурăнакансем хастар пулчĕç. Уйрăмах Е.Сергеева, П.Андреев, Н.Никандрова, О.Прокофьева, Г.Федорова, Е.Курцова, Ю.Сергеева, Н.Иванова, Л.Андреева, Р.Федорова, Т.Герасимова, Л.Григорьева, К.Кириллова, М.Афанасьева, В.Петрова, А.Афанасьева, Г.Трофимова, Р.Степанова ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
Тăвăш Юнтапа ял клубĕн ертÿçи Владислав Герасимов пухнă япаласене Элĕк муниципаллă округне çитерсе панă. Хастарсем ыр кăмăллăх ĕçне малалла тăсассине, ку енĕпе йыш хушăнсах пырассине пĕлтерчĕç.
Нина АНДРЕЕВА,
Элĕк муниципаллă округ депутачĕ.