Сцена çинче те, шахматла та вылять
- Анне, анне, пăх-ха, Тăхтаман килет, - алăран кăртах туртрĕ ун чухне пилĕк çула пусăмланă хĕрĕм пасарпа иртнĕ чухне ĕçе васкакан Зиновий Федорова курсан. - Ытла та усал çын-çке вăл унта, - тесе аслă ÿсĕмри çынран манăн çурăм хыçне пытанма тăрăшрĕ. Пĕчĕкскерне вăл спектакльте çеç Тăхтаман пулнине, чăн пурнăçра урăх çĕрте тăрăшнине те ăнлантарма тивнĕччĕ.
Нумаях пулмасть вара Зиновий Парамоновичпа калаçнă май Элĕкри халăх театрне çÿреме пуçланăранпа ун йышши самантсем сахал мар пулнине пĕлтĕм.
- Уйрăмах ачасем çывăх çыннисемпе Элĕк урамĕпе иртнĕ чухне Хăта, Айтар, Тăхтаман, Йăкăнат, Упаç, Кĕркури сăнарĕсемпе палласа илеççĕ. Çакă вара савăнтарать. Ку чухне хама палласа илнишĕн мар-ха, çитĕнекен ăру театрпа пĕчĕкренех туслашни кăмăла çĕклет. Эппин, ачасем пуçĕпех театртан писнĕ теме çук, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет куракан умĕнче тахçанах чăн-чăн артист ята тивĕçнĕскер. Ку искусствăпа туслаштарас тесен аслисене тĕпренчĕкĕсене тăтăшрах театра илсе çÿреме те сĕнет-ха.
Зиновий Парамонович Федорова районта пĕлмен çын çуках-тăр. Вĕрентекенсенчен чылайăшĕ ăна тĕрлĕ çулсенче Тавăт, Тени, Ехремкасси, Çулавăç, Кĕçĕн Тăван, Юнтапа шкулĕсенче ĕç, черчени, физика тата математика урокĕсене ертсе пынипе, çав вăхăтрах чылай çĕрте директор çумĕнче тăрăшнипе, пĕр вăхăт районти вĕренÿ пайĕнче ĕçленипе пĕлеççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче тăрăшакансемшĕн те ют çын мар вăл. Çак тытăмра та пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 23 çул çурăпа танлашать. Вулакансенчен хăшĕ-пĕри ĕмĕрне вăл ăшă тенкел çинче çеç ларса ирттернĕ тесе те ÿпкелешме пăхĕ. Анчах та çакă тĕрĕс мар. Пĕр вăхăт Журавлев хресчен-фермер хуçалăхĕнче те ĕçленĕ. Ятарлă бригада йĕркелесе кĕске вăхăтрах пысăк лаптăк çинче çĕр улми те лартса панă. Ĕçе пахалăхлă тата яваплăха туйса пурнăçланăран хуçалăх ертÿçи яланлăхах хăйĕн патне бригадира ĕçлеме юлма та сĕннĕ. Анчах та вăл тапхăрта ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн ăнтăлни, шашка-шахмат кружокне ертсе пыни çак утăма тума чарса тăнă-ха.
«Е2-Е4» шахмат клубĕ çинчен республикăри пур кĕтесре те пĕлеççĕ. 20 çул ертсе пынă ăна Зиновий Парамонович. Унта вара шкул ачисене те, аслăрах ÿсĕмрисене те явăçтарма пултарнă. Тени шкулĕнче çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани панă вăхăтра 2-9-мĕш классенче вĕренекен мĕнпур ача шашкăлла, шкул ачисен 60 проценчĕ шахматла выляма вĕреннĕ. Район шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртура вăл вăхăтра Тенисене çĕнекенни пулман. Шахмата кăмăллакан аслă ÿсĕмрисемпе те Муркаш тăрăхĕнче, Тивĕш салине, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенче, Шупашкар хулинче иртнĕ чемпионатсене хутшăннă. Чулхула облаçĕнчи Воротынец хулинчен те чемпион ята тивĕçсе таврăннă Элĕксем. Сăмах май, Элĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра шахмат кружокĕнче ăс-хакăлне çивĕчлетнĕ яшсемпе хĕрсем каярахпа аслă вĕренÿ учрежденийĕсен ят-сумне хÿтĕленине те палăртмасăр иртме çук. Çакăнта Зиновий Федоровăн тÿпи пурри сисĕнет.
Зиновий Парамоновичра артист ăсталăхĕ пуррине 2005 çулта Элĕкри культура çурчĕн директорĕ Любовь Константинова тата Лидия Филиппова режиссер асăрханă. «Ялти пăтăрмах» спектакльте Хăта рольне выляма культура ĕçченĕсем çирĕп саслă, кĕрнеклĕ арçын тупайман. Çак рольте Зиновий Парамоновича курнă та вĕсем. Ун хыççăн Петр Осиповăн «Айтар», Константин Ивановăн «Нарспи», Александр Островскийăн «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» тата темиçе спектакльте те вылянă, нумай чухне тĕп рольсене шанса параççĕ ăна. 11 çул ĕнтĕ Элĕкри халăх театрĕпе тачă çыхăнура. Унăн пултарулăхне вара районти куракансем çеç мар, халăх театрĕсен республикăри конкурсĕнче те палăртнă. «Ют çын» спектакльте Кĕркури сăнарне çав тери витĕмлĕ уçса панăшăн Хисеп хучĕпе те чысланă. Спектакльти рольсене япăххи, лайăххи çине пайлама юратмасть вăл, уншăн кашниех чуна çывăх.
- Театр яра куна чунра пухăннă хĕрÿлĕхе кăларса яма пулăшать, тепĕр куна валли çĕнĕ вăй парать. Кунта чун канать, пуянланать, - палăртать халăх театрĕн артисчĕ. Кирек епле спектакльте те куракан йышĕнче мăшăрне курсан хавхаланнине те пытармасть. Ĕç хыççăн репетицисене пула киле кая юлса килнишĕн те Вера мăшăрĕ ÿпкелешменнишĕн хаклать ăна. Пурнăçри кирек епле лару-тăрура та уншăн шăпах вăл тĕрев пулнишĕн хисеплет. Пилĕк ачи те уншăн вăй-хал хушса тăракан çăлкуç евĕрех. Вĕсенчен кашниех ашшĕн пурнăç тапхăрĕнчи ĕмĕт-тĕллевне пурнăçланă.