Сĕтел çинче – чăваш апат-çимĕçĕ
Чăваш Енре туризма аталанарасси çинчен пĕрре кăна мар сăмах пуçарнă. Тăван тăрăхăн культурипе, сăмахлăхĕпе, юрри-кĕввипе такама та тĕлĕнтерме майсем пур. Чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ çине çитсен вара пĕр чарăнми каласа пама пулать. Тĕрĕссипе, каласа парас вырăнне тутанса пăхнине нимĕн те çитес çук. Çакна шута илсех пулас Чăваш Енре Чăваш халăх наци апат-çимĕçĕн кунне йĕркелесе янă. Чăваш Енри потребительсен обществисем республикăри Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви, Рестораторсен ассоциацийĕ пулăшнипе наци тĕпелĕн фестивальне йĕркелесе янă.
Нумаях пулмасть районсенчи потребительсен обществисем чăваш апат-çимĕçне хатĕрлессипе ăмăртăва хутшăнчĕç. Фестиваль условийĕсем тăрăх, 4 тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлемелле пулнă: хуплу, шÿрпе, хуран кукли тата чăкăт. Пурте пĕлетпĕр пек, кашниех тутанса пăхнă, анчах авалтан килекен чăваш апатне жюри пайташĕсен кăмăлне каймалла хатĕрлемелле-çке. Элĕк райповĕн «Общепит» директорĕ Ольга Иванова каласа панă тăрăх, конкурса хатĕрленнĕ чух авалхипе паянхине шайлаштарма тăрăшнă. Аслă çулхисем каласа панине те шута илнĕ. Кунсăр пуçне, тутлă хатĕрленисĕр пуçне блюдăсене сĕтел çине илемлĕ вырнаçтарма та пĕлмелле. Чăваш эрешлĕ сĕтел çитти сарса кăпăклă сăрапа квас лартнă Элĕксем.
Фестивале пĕрремĕш хут йĕркеленĕ пулин те вăл хĕрÿ кĕрешÿре иртнĕ. Элĕксем тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймен пулин те ĕçтешсен опычĕпе паллашнă, чылай вăрттăнлăха алла илме пултарнă. Тĕрĕссипе, ентешсем тутлă апат-çимĕç хатĕрлесси пирки нимĕнле иккĕленÿ те çуралмасть. Район центрĕнчи «Встреча» тата «Магнолия» кафесенче кулленех шÿрпе те, хуран кукли те çисе киленме пулать. Апатланакансем вара – чи çирĕп жюри.
Пурнăçра нимĕн те манăçа тухмасть. Çула тухнă çынна чăваш çĕрĕ çинче яланах тарават кĕтсе илнĕ. Малашне те çаплах пуласса шанаççĕ.
М.МИХАЙЛОВА.