Шап-шурă, хитре шăл парнелекенсем
Ырă шухăш-ĕмĕте пурнăçлакансем вара телейлĕ. Хĕр пĕрчи Шупашкарти медицина училищинче тăрăшсах пĕлÿ илнĕ те шурă халатлă ĕçчен пулса тăнă. Мĕн тери пысăк савăнăç ку.
Иртнĕ çулсенче ырă йăла пурччĕ. Çамрăк специалиста алла документ илнипе пĕрлех пĕр-пĕр çĕре ĕçлеме яратчĕç. Çапла Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тутаркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина направленипе Элĕк ене лекет. Шăпаран иртеймĕн теççĕ. Пурнăç çулĕ илсе çитернине те малаллах тăсмалла. Элĕкри тĕп больницăра вара хĕре кăмăлпах йышăннă. Çапла 1986 çулта Элĕк тăрăхĕнче ĕçе тытăнать те çамрăк.
Шикленмесĕр, пăшăрханмасăр, хумханмасăр мар, паллах. Ара Валентинăшăн курман-илтмен вырăн-çке. Çитменнине тата вăл Элĕк ен çинчен шухăшлама та пултарайман.
- Епле пулсан та малаллах каймалла. Шанăçа тÿрре кăлармалла. Тăван çĕршывшăн, халăхшăн кирлĕ те усăллă çын пулмалла, - шухăшланă хĕр, ĕçе те кÿлĕннĕ.
Валя хăйне алла илетех. Яваплăха туять, тивĕçе ăнланать вăл. Лайăх ĕçлеме тăрăшать.
- Малтанхи утăмсем никамшăн та çăмăлах килмеççĕ пулĕ. Юнашар чун-чĕреллĕ çынсем, пулăшакансем пурри лайăхах. Мана стоматологи уйрăмĕнчи ĕç-хĕле вĕренсе пыма опытлă специалистсем - Фрида Григорьевна Александрова, Тамара Евгеньевна Лебедева тухтăрсем, Алексей Анатольевич Руссаков шăл техникĕ тата ыттисем те хавхалантарса пычĕç. Вĕсене çавăншăн пысăк тав, - терĕ Валентина Николаевна.
Унăн ĕçĕ пули-пульми те мар тейĕн. Шăл техникĕн профессине илнĕ-çке вăл. Пĕрре шутласан, ку енĕпе арçыннăн вăй хумалла пек. Хăйне май техникăна ăнкармалла, наука вĕрентнине те асрах тытмалла. Сăмах майĕн каласан, кăçалхи наукăпа технологи çулталăкĕнче ку енĕпе пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартни пушшех те кирлĕ темелле. Валентина Лукина вара хăй ĕçĕнче чăн ăста пулни куç кĕрет. Вăл сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăтăр пилĕк çул вăй хурса пуян опыт пухнă.
Районти тĕп больницăри поликлиникăри шăл протезĕсем хатĕрлекен кабинет тĕлĕнчен çынсен татăлма та пĕлмеççĕ. Паллă ĕнтĕ, ахальтен мар. Сергей Анатольевич Лебезов хастар стоматолог ертсе пынипе ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ.
Пациентсене кĕтсе илекенни вара Валентина Лукина. Вăл медицина сестрин тивĕçне те пурнăçлать. Кашнинех ăшă кăмăлпа йышăнать, черете тăратать. Тухтăр патне хăçан килмеллине пĕлтерсе талон та парать. Пĕчĕк йыш пысăк ĕç тăвать. Ăста стоматологпа шăл техникĕ пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе тимлеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - кашни çынна килĕшÿллĕ те юрăхлă шăл протезĕ туса парасси. Ăнăçлăхĕ, ят-сумĕ шăпах çавăнтан килет-çке. Лайăх шăл парнеленĕшĕн тата кам савăнмĕ-ха? Чăнах та, ĕçне кура чыс-хисепĕ те. Шăл лартасси тÿлевсĕр мар ĕнтĕ. Хаксем питех ан çыртчĕр тесе те тимлеççĕ сывлăх ĕçченĕсем.
Валентина Николаевнăна пĕр-пĕр производство цехĕнче те тейĕн. Ĕç технологийĕ ансатах мар. Çавна парăнтарса пырать те чун-чĕреллĕ специалист. Пациент пÿлĕмрен шап-шурă шăлпа савăнса тухса кайни тухтăрсен кăмăлне те çĕклет.
Çын тенин пур енĕпе те лайăх, хитре пулмалла-çке. Валентина Николаевна пысăк ĕç коллективĕнче хисепре. Вăл ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе Элĕк ен кинĕ пулма та тивĕçнĕ. Юнтапа тăрăхĕнчи Кивкас ялне качча тухнă. Виталийпе Валентина Лукинсем пĕр чĕлхерен шăкăлтатса пурăнаççĕ. Килĕшÿллĕ мăшăр пурнăç уттинчен юлмасть. Çирĕп кил-çурт çавăрнă. Килти хушма хуçалăха аталантарсах пыраççĕ. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ шанăç кÿреççĕ ашшĕпе амăшне. Лайăх кÿршĕ - çур пурнăç тенине те хаклаççĕ-мĕн Лукинсем. Çавна юнашар пурăнакан Раиса Спиридонова çирĕплетрĕ.
- Вĕсем çынна ăнланаççĕ, пулăшма та ÿркенмеççĕ. Нумай çул пĕрле лайăх пурăнатпăр, - терĕ Раиса Михайловна ĕç ветеранĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.