Шахмат ăмăртăвĕ çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче шахматла хăвăрт выляссипе турнир иртрĕ. Ку ăмăртăва иртсе каякан 2026 çула – Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Турнира 28 вăйăç хутшăнса хăйсен пултарулăхне, ăс-тăн çивĕчлĕхне, кĕске вăхăтра тĕрĕс йышăну тума пултарнине тĕрĕслерĕç. Ăмăртура шахматçăсем 7 тур витĕр тухрĕç, тĕрĕслев вăхăчĕ кашни вăйăçăн 15 минут пулчĕ.
Турнира хутшăнакансене старт умĕн округ пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - вĕренÿ пайĕн начальникĕ Ирина Ильина саламларĕ, çĕнтерÿ патне ăнтăлма ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунчĕ. Унтан Чăваш Сурăмĕнчи Андрей Димитриева, Сергей Соловьева тата Петр Ефимова шахмат вăййине сарса аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикинчи шахмат Федерацийĕн Президенчĕн Дмитрий Фадеевăн Тав хучĕсене парса чысларĕ.
Унтан шахматçăсем шăпа янă хыççăн сĕтел хушшине мăшăрăн-мăшăрăн вырнаçса сехечĕсене ĕçе ячĕç. Турнир пуçланчĕ. Ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç. Аслă ушкăнрисем хушшинче 3-мĕш вырăна Сергей Сорокин, 2-мĕшне - Сергей Соловьев, 1-мĕшне - Андрей Димитриев çĕнсе илме пултарчĕç. Шкул ачисем хушшинче арçын ачасенчен Алексей Семенов, Иван Васильев, Арсений Андреев малти вырăнсене пайларĕç.
Хĕрачасенчен Александра Илларионова, Влада Никитина, Аня Цыпленкова палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе дипломсем парса хавхалантарчĕç. Кашни ушкăнри пĕрремĕш вырăна тухнă вăйăçсем турнир чемпионĕ ята тата Кубоксем илме тивĕçрĕç. Чăваш-сурăмсем пултарулăхпа палăрнине палăртма та кăмăллă: Андрей Димитриев пĕрремăш вырăна, тепĕр виçĕ шахматçă хăйсен ушкăнĕсенче иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.
Турнирăн тĕп судйи Валентина Димитриева ăмăртăва йĕркелесе пычĕ, вăлах турнира пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсемпе призерсене парнесем парса саламларĕ.
Петр ЕФИМОВ,
обществăлла корреспондент.