Шкул ачисен тĕпчевĕсенче – ентешсен паттăрлăхĕ
Аслă Çĕнтерÿ еткерлĕхĕ икĕ çĕршыв ачисене пĕрлештернĕ. Шупашкарти «Эткер» пултаруллă ачасемпе çамрăксен центрĕнче шăпах çак ятпа йĕркеленĕ ăслăлăхпа практика конференцине Чăваш Енпе Беларуç Республикинчи шкул ачисем хутшăннă. Хăйсен ĕçĕсене вĕсем Брест крепоçне хÿтĕленĕ тапхăра халалланă. Докладсенче тата тĕпчев ĕçĕсенче вăрçă ветеранĕсем çинчен каласа панă. Чылайăшĕ хăйсен çемйисене тĕпчесе презентацисем хатĕрленĕ. Истори тапхăрне тĕпченĕ май Интернетри çăлкуçпа кăна çырлахман, кăсăклă фактсене библиотекăсенче, архивсенче шыранă.
Чăваш Енри шкул ачисем Брест крепоçĕпе çыхăннă темăна чылаййăн суйлани ăнсăртран мар. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, 1939 çулта Брест крепоçне çирĕплетнĕ территорисене Чăваш Енрен 800 ытла çынна мобилизациленĕ. Вĕсем шăпах вăрçăн пĕрремĕш кунĕсене унта кĕтсе илнĕ те. Чăвашсем хушшинче ытларах Патăрьел, Канаш, Йĕпреç районĕсенчи çынсем пулни паллă.
Элĕк округĕн вĕренекенĕсем те конференцие хутшăнса Аслă çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемен ентешсем çинчен каласа панă. Тавăт шкулĕнчи Елизавета Прокопьева Агреппина Алексеевна Янович ентешĕн вăрçă вăхăтĕнчи çулне тишкернĕ. Çав шкулти Дарья Александрова «Манăн ентеш – Беларуç партизанĕ» тĕпчев хатĕрленĕ. Мăн Ямаш шкулĕнчи Снежана Фролова «Эпĕ ентешсем çинчен каласа паратăп» ĕçе хÿтĕленĕ. Юнтапа шкулĕнчи Екатерина Васильевăн «Виç кĕтеслĕ салтак çырăвĕ» ĕçĕ итлекенсемшĕн питех те кăсăклă пулнипе палăрнă. Вутлан шкулĕнчи Надежда Прокопьева «Чăваш Ен çыннисем – Брест крепоçне хÿтĕлекенсем» темăпа тухса калаçнă.
«Ĕçе хÿтĕлеме пĕр минут – минут çурă хушшинче панă. Çак вăхăтра пысăк тĕпчевĕн чи пĕлтерĕшлĕ шухăшне каласа тата ноутбук çинче кăтартса памалла пулчĕ. Надежда çухалса каймарĕ, чи кирлĕ шухăшсене комисси пайташĕсем умне çитерчĕ», - каласа пачĕ Вутлан шкулĕн вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Лия Степанова. Вăл шăпах тĕпчев ĕçне ертсе пыраканĕ. Надежда Прокопьева вĕренекен кун евĕр ĕçсене пĕрремĕш хут кăна хутшăнмасть. Пултаруллă хĕрача муниципалитет шайĕнче чылай тĕпчев ĕçĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Халĕ те вăрçă темипе çыхăннă ĕçе тĕплĕн хатĕрленĕ.
Çамрăк тĕпчевçĕсен хумханма сăлтавĕ те пулнă. Жюри пайташĕсем умĕнче ĕçе хÿтĕленисĕр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров умĕнче калаçма тивнĕ.
«Чăваш Енри тата Беларуçри ачасен ĕçĕсемпе питĕ ăшшăн паллашрăм. Çамрăк пулин те вĕсем тарăн шухăшлă истори тĕпчевĕсем хатĕрленĕ. Вĕсем шăпах та пирĕн паттăрсене манма памаççĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Конференци пĕтĕмлетĕвĕ-сем хальлĕхе паллă мар-ха, анчах вĕсенчен кашниех пысăк хаклава тивĕç. Палăртнă тăрăх, Чăваш Енрен чи ăнăçлă 100 ĕç авторĕсем Беларуçинчи паллă вырăнсене çитсе килме пултараççĕ. Çавăн пекех фронтри çырусене пухса «Салтак виç кĕтеслĕхĕ» сборника кĕртме палăртаççĕ.
Марина МИХАЙЛОВА.