Шуррисемпе те çапăçнă, нимĕçсене те парăнтарнă
Çичĕ теçетке çул ĕнтĕ историксем, тĕпчевçĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă пулăмсене тĕпчеççĕ. Çак тапхăрта пĕтĕмпех палăртнăн, уçăмлатнăн туйăнать те. Çук çав. Тĕпчевçĕсемпе пĕрлех кашни çын хăйĕн çемйин паттăрĕн çулне йĕрлет. Пĕрчĕн-пĕрчĕн ун çинчен кирлĕ информаци пуçтарать. Çакă вара тăнăç пурнăçа сыхласа хăварнă ветерансемшĕн мар, халĕ çĕр çинче пурăнаканнисемшĕн, пирĕншĕн, пирĕн ачасемпе мăнуксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке. Иртнĕ кунсенче Юнтапа тăрăхне тухсан кунти вулавăшра виçĕ теçетке çул ытла ĕçлекен Зоя Константиновăпа çакăн çинченех сăмах пуçартăмăр-ха. Чулкаçра пурăнакан этемлĕхĕн черчен пайне вырăнти тĕпчевçĕпех танлаштарас килет.
Зоя Михайловна хăйĕн маçаккăшĕ Трифон Федоров Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр утса тухнине ашшĕнчен илткеленĕ-ха. Анчах та пурнăçри тĕрлĕ сăлтавсене пула аслă ÿсĕмри çын вăрçă хыççăн мăшăрĕпе ачисене пăрахса аякри Свердлов облаçне тухса кайнă. Çакăнпа вара З.Константиновăн ашшĕ нимĕнле те çырлахма пултарайман, çывăх çыннипе пĕтĕмĕшлех çыхăну татнă. Мăнукĕсем те маçаккăшĕн вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен туллин пĕлмен. Дина Александрова тăванĕ вара Трифон Федоров кун-çулĕ тĕлĕшпе чăн-чăн шырав ĕçĕсем ирттернĕ. Вăрçă ветеранĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш мăшăрĕн мăнукĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне Свердлов облаçĕнчи тăванĕсем Чулкаçа та килсе кайнă.
- Маçаксен çемйи питĕ пысăк пулнă, тăхăр ачаран вăл виççĕмĕш. Çичĕ çултан пуçласа 14-а çитиччен кĕтÿçре çÿренĕ. Икĕ хĕл чиркÿ шкулĕнче ăс пухнă. 1919 çулта Трифон Федоров Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Икĕ уйăх çар енĕпе пĕлÿ илнĕ хыççăн хăйĕн ирĕкĕпех фронта тухса кайнă. Мĕнле майпа маçак граждан вăрçине лекнине туллин тишкерсен çакă курăнать. Архив докуменчĕсем тăрăх, шурă гвардеецсем пĕрин хыççăн тепри Самара, Уфа, Чĕмпĕр, Хусан хулисене тыткăна илсе пынă. Çавна май Элĕк район территорийĕ те шуррисен аллине лекес хăрушлăх пысăк пулнă. Çитменнине тата Чăваш Енри кăнтăр районĕсене те ун чухне шурă гвардеецсем çавăрса илнĕ-çке. Çурçĕр районĕсем вара Хĕрлĕ Çаршăн çарпа стратегилле пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă, асăннă районсем урлă апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ, çыхăну йĕркеленĕ, - ентешĕн вăрçă çулне йĕрлетпĕр те мăнукĕпе.
1919 çулхи ноябрĕн 1-10-мĕшĕсенче вулăссенче «Фронт эрни» тата «Сыхлăх эрни» иртнĕ. Çакăн чухне ĕнтĕ районти 12 çын хăйсен ирĕкĕпех граждан вăрçине ăсаннă та.
Колчакпа пĕрремĕш çапăçăва Шадринск çывăхĕнче кĕнĕ Т.Федоров. 17-мĕш Урал полкĕн йышĕнче пулнă ентешĕмĕр те аманнă-ха хĕрÿ çапăçусенчен пĕринче. Ишим, Курган хулисене ирĕке кăларса Омска çитнĕ. Омскра колчаксен 12 пин снарячĕ упранакан складне çунтарса янă.
Колчака çапса аркатнă, кăштах сывлăш çавăрса илсе тата сурансенчен сипленсе кăнтăр фронтне çул тытнă Трифон Федоровсен çарĕ. Кунта Врангель пуçтахланнă. 12 талăк хушшинче Чулкаç çамрăкĕ Полтавăна çитнĕ те тÿрех çапăçăва кĕнĕ. Рабочисемпе хресченсем хăйсене шеллемесĕр çапăçнăран Крыма туртса илнĕ. Севастополь, Феодоси хулисене ирĕке кăларнă. Махновецсен патĕнче тыткăнра та пулнă ентеш. Апла пулин те хуçăлса ÿкмен-ха.
Зоя Михайловна мăнукĕ каланă тăрăх, Кивкас Юнтапана таврăнсан Трифон Федоровича ял Совечĕн председательне суйланă. Колхозсем йĕркеленме пуçласан чухăнсем председатель пулма шаннă. Вăрçă пуçланиччен çичĕ çул çак тилхепене тытса пынă вăл.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлесе тухсан пĕрремĕш çулах фронта ăсанать Т.Ф.Федоров. 1942 çулта йывăр аманса тăван тăрăха таврăнать. 1943 çулта коммунистсен ретне тăрать.
- 1955 çулта вара Чăваш Енрен Свердлов облаçĕнчи Талицки районĕнчи «Путь к коммунизму» колхозра ĕçлет. Кĕтÿçре тăрăшать. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ятран сехет тивĕçнине те палăртма май килчĕ. 68 çула çитичченех колхозра тăрăшнă, - мĕн пĕлнине пĕлтерет мăнукĕ.
Маçаккăшĕн иккĕмĕш мăшăрĕн хĕрĕпе, мăнукĕпе çыхăну йĕркелеме май килнишĕн савăнать-ха вăл.