Шутланипех шурă пÿрт лартаймăн
Ваттисем каланă тăрăх, çемье пĕрлехи пĕр ĕçе пурнăçласан çирĕпрех пулать иккен. Тĕрĕссипе, чăнахах та ĕнтĕ, кулленех пĕрле ĕçлесе, кил хуçалăха тытса пырса, çемье ырлăхĕшĕн тăрăшса, унта пурăнакан кашни çынах хăйĕн кирлĕлĕхне, пĕлтерĕшне, хăй çав çемьен пĕр пайĕ пулнине аванрах туять. Юнтапа тăрăхĕнчи Якунекассинче пурăнакан Корниловсен те пĕрлехи чун туртни пур.
- Эпир выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке питех те юрататпăр, - пĕлтерет кил хуçи хĕрарăмĕ Екатерина Сергеевна. Виçĕ ача амăшĕпе вара эпĕ хăйсенчен çав териех инçех вырнаçман фермăра тĕл пултăм. - Акă, вĕсем манăн çав тери юратнă пăрушкасем, - уйрăм пÿлĕмре тăракан çамрăк выльăхсемпе паллаштарчĕ хĕрарăм. Выльăх-чĕрлĕх те хуçин туйăмне сисеттĕр, ачашланма, аллине çуллама тăрăшать, выляса та кăтартать-ха.
Пурнăç çулĕпе пĕрле
Николай Анатольевичпа Екатерина Сергеевна Корниловсем тăхăр çул каялла пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Унччен вара темиçе çул хăйсен туйăмне тĕрĕсленĕ. Вутлан хĕрĕ ялти тулли мар вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн икĕ çул Элĕкри вĕренÿ учрежденийĕнче ăс-хакăлне ÿстернĕ. Ун хыççăн экономист-бухгалтер специальноçне алла илес тĕллевпе Шупашкара çул тытнă. Кил хуçи вара чăн-чăн арçын профессине суйланă, строителе вĕренсе тухнă.
- Çынсем хăйсен пурнăçне пĕр-пĕрне парнелес, ăнăçупа йывăрлăхсене икке пайлас, кашни çĕнĕ кунпа пĕрле савăнас тесе пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ. Çав тĕллевпех çемье çавăраççĕ, çакă мар-и-ха вара телей? Яла юласси манăн ăнсăртран пулса тухрĕ тесен те йăнăшмăп. Алла диплом илсен хамăн хуланах юлас шухăш пурччĕ. Коля вара: «Эпĕ ялтан ниçта та тухмастăп, Кунтах пурăнма килĕшет», - терĕ. Ку чухне йĕппи ăçта - çиппи çавăнта ĕнтĕ. Якунекассинчех пурăнма килĕшрĕм, - хăйсен çемье историйĕпе паллаштарать çинçерех пÿ-силлĕ, вăрăм çÿçлĕ çамрăк хĕрарăм.
Николай Анатольевич вара алла диплом илнĕренпех тăванĕ-пĕтенĕ парса хăварнă çĕр лаптăкĕ çинче хăйне ятран кил-çурт çĕклеме палăртнă. Çак тĕллевпех çамрăк укçа-тенкĕ ĕçлесе илме аякри хуласене строительство енĕпе ĕçлеме тухса çÿренĕ. Пурăнмалли çуртăн проектне те хăех хатĕрленĕ. Икĕ хутлă çуртра çемьери кашни çын валлиех пÿлĕм уйăрма палăртнă.
Кăштахран чăнахах та Корниловсем темĕн вăрăмĕш çурт çĕклесе те лартнă. Арçын шутланă пекех икĕ хутлă тунă ăна. Пĕрремĕш хутра хăнасене йышăнмалли пÿлĕм, этемлĕхĕн черчен пайне валли тĕпел йĕркеленĕ, ваннăй пÿлĕмне те уйăрнă. Çÿлте вара ытти пÿлĕмсем. Çавăн пекех пÿртпе юнашар мунча, çулла апатланмалли пÿлĕм тата кил хуçалăхра кирлĕ ытти çуртсене пĕр тăрă айне лартнă.
Çамрăк çемье çурт лартнипе çеç çырлахма шутламан. Хăйсем те мĕн ачаранах килти хушма хуçалăхра ĕçлесе ÿснĕрен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине тĕпе хунă. Çак тĕллевпех ялти пушă ларакан ферма çуртне илнĕ. Ăна юсаса çĕнетнĕ те чи малтанах ĕнесем туяннă.
- Ялта мĕнле-ха ĕнесĕр пурăнатăн? - ыйту парать 35-ри Коля. - Хамăр та ăшă ĕне сĕтне çисех ÿснĕ. Ачасене те экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çитерсе çитĕнтермелле ĕнтĕ.
Корниловсем ĕне йышне кĕске вăхăтрах 12 пуçа çитернĕ. Кунпа çеç çырлахса ларма шутламан, тына пулнă, тĕрлĕ ÿсĕмри вăкăрсене, пăрушкасене валли уйрăм пÿлĕмсем янтăланă. Кăштахран кунта сурăхсем, сыснасем те вырăн тупнă. Чăх-чĕппе кайăк-кĕшĕк те хушăннă. Кил хуçалăха çирĕплетессине те тĕпе хунă-ха мăшăр. Кил хуçи арçынĕн укçа ĕçлесе илмелле аякри хуласене те кайма тивнĕ. Ку чухне çĕнĕ çынна хуняшшĕпе хунямăшĕ, пĕлĕшĕсем пулăшнă фермăра.
Ÿркенмесен пĕтĕмпех пулать
Выльăх-чĕрлĕх туяннипех унран тупăш илейместĕн-ха. Вĕсене аталанма тивĕçлĕ майсем туса памалла, апат-çимĕçрен татăк тăратмалла мар, зооветеринари йĕркисене те пăхăнмалла. Эппин, ĕçĕ сахал мар. Катя выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пуçласан кĕске вăхăтрах экономист-бухгалтертан дояркăна, ветеринарпа зоотехника «çаврăннă». Çу кунĕсенче ĕне сума 4-5 сехетрех тăрса тухса кайнă, фермăри мĕнпур выльăха тимлĕх уйăрма тăрăшать вăл. Çавăнпа ĕнтĕ халĕ çичĕ уйăха пусăмланă Каринăна «туянма» кайнă чухне Катя ĕне суса, выльăх-чĕрлĕхе пуçтарса хăварнине те куларах пĕлтерет-ха. Халĕ те вăр-варлăхĕ чакман. Ачисем вăраннă çĕре киле чупса килсе чи пĕчĕккине кăкăр çитерет, апат янтăлать, пÿрт-çурта тирпейлесе тухать те кăнтăрла каллех фермăна васкать. Çу кунĕнче ĕнесемпе сурăхсене электрокĕтÿç «асăрхать». Амăшĕ выльăх-чĕрлĕх патĕнче чухне тăваттăран иртнĕ Ксюшăна, иккĕрен иртнĕ Костьăна тата çулталăка та çитмен Каринăна хунямăшĕ пăхать.
Ĕне выльăхран илнĕ чĕр тавара Корниловсем патшалăха параççĕ. Çу кунĕ- сенче сĕт лайăх аннă вăхăтра кунне 150 литр сутни те пулнă. Ку чухне çемье те юр-варсăр лармасть, сĕт-турăх юратнăран сĕтел çинчен татăлмасть вăл, тăпăрчран кукăль-çăмах хатĕрлессипе те ăста хĕрарăм.
Коля вара çу кунĕсенче выльăха валли апат хатĕрлессине пĕтĕмĕшле хăй çинех илнĕ. Çынсем арендăна панă 60 гектара яхăн çĕр çинче ĕçлеме çемье хăйне ятран трактор туяннă. Кăçал Корниловсен паркĕ ЮМЗăпа пуянланнă. Мотоблок та пысăк пулăшу кÿрет çемьене.
- Кăçал выльăх шутне кăштах чакартăмăр. Ачасен аталанăвĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшатăп эпĕ. Халĕ куллен пилĕк ĕне сăватăп, тынасем тепĕр ултă пуç, чупнă пăрусем - улттă, икĕ çулталăкран иртнĕ вăкăрсем тепĕр ултă пуç пулсан, çулталăкран иртнисем виççĕ, пĕчĕк пăрушкасем иккĕ çеç-ха. Сурăхсен шучĕ те икĕ теçеткене яхăн, - хăйсен «пысăках мар» хуçалăхĕпе паллаштарать çемье управçи. Выльăх-чĕрлĕхе юратакан çамрăк çемьене пĕр сурăхĕ хăйне евĕрлĕ парне те туса панă-ха. Нумаях пулмасть пĕр харăсах виçĕ путек пăранланă.
- Çĕр лаптăкĕсем çинче нумай çул ÿсекен курăксене çитĕнтернĕ, выльăха валли тыр-пула сутăн илнĕ, авăртса çăнăх тунă. Çитес çул тĕш тырă культурисене акма палăртатпăр, - хăш-пĕр тĕллевсене пĕлтерет Николай Анатольевич. - Пĕтĕмпех хамăр тăватпăр, такам çине шанас, аякран пулăшу кĕтес йăла çук пирĕн. Талăкĕпех ĕçлеççĕ Корниловсем, апла пулин те кун пек ĕç вĕсене ывăнтармасть, чун киленĕçĕ пулса тăнă.
Калаçăва вĕçленĕ май виçĕ ача амăшĕнчен, Екатерина Сергеевнăран пушă вăхăт пуррипе те кăсăклантăм.
- Тупатăп. Ун пек чухне ачасемпе уçăлса çÿреме, тутлă апат-çимĕç пĕçерме юрататăп. Вĕтĕр-шакăра çывратса ярсан вара алла йĕпе çип е çеккĕл тытса тĕрлĕ япала маçтăрлама кăмăллатăп, - пĕлтерет виçĕ теçеткерен кăшт çеç иртнĕскер.
Вăл чăнахах та темĕн те тума ĕлкĕрнине илемлетсе çыхнă диван çивиттисем, пĕчĕк минтерсем çирĕплетеççĕ. Тин çеçрех консервланă хăяр-помидор, компот та хĕлле çемье выçă лармассине палăртаççĕ.
- Килти хушма хуçалăха аталантарма тĕллев лартнă çамрăк çемьесене мĕн сĕннĕ пулăттăр? - ыйту паратăп сыв пуллашнă май.
- Ÿркенмелле мар. Наянлăх тата кил хуçалăх - пĕр-пĕринпе нимĕнле те килĕшсе тăма пултараймаççĕ, - пĕлтерчĕç Корниловсем.