Синкер кунсене асра тытса...
Июнĕн 22-мĕшĕнче Элĕкри Культурăпа кану паркĕнчи Çĕнтерÿçĕ салтак палăкĕ умĕнче Астăвăмпа хурлăх кунне халалланă митинг иртрĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Марина Леонтьевăпа Василиса Архипова, районти Централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Иван Никифоров, «Единая Россия» политика партийĕн пайташĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, медицина тата культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Митинга Иван Никифоров уçрĕ, Астăвăмпа хурлăх кунĕнче Раççей çыннисем тĕрлĕ акцие хутшăнса çĕнтерÿçĕ салтаксен ячĕсене асра тытнине палăртрĕ.
Петр Павлов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерлĕхĕ çинчен каласа пачĕ, хаяр вăрçă мирлĕ пурăнакан халăхăн ĕмĕчĕсене, 27 миллион çыннăн пурнăçне татнине палăртса хăварчĕ. Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшманпа хаяр çапăçăва кĕнĕ, тăнăç пурнăç парнеленĕ. Пирĕн тивĕç – вĕсен паттăрлăхне асра тытасси. Историе çĕнĕрен çырма пăхакансен умĕнче хамăра тивĕçлипе тытма пĕлни», - терĕ Петр Петрович. Марина Леонтьева ачасене çемье историне тарăнрах тишкерме, вăрçа хутшăннисен ячĕсене пĕлме сĕнчĕ, мĕншĕн тесен çĕршыв историйĕ шăпах кашни çемьен кун-çулĕнчен çырăнать те. Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Василиса Архипова пурне те тăнăç пурнăç сунчĕ.
Пухăннисем палăк умĕнче чечексем хучĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Украинăри ятарлă операцисенче пуç хунисене асра тытса шăп тăчĕç, астăвăм çуртине çутрĕç.
Л.НИКИФОРОВА.