Синкерлĕ кунсене манмастпăр
Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Раççейре терроризма хирĕç кĕрешес ĕçри пĕр шухăшлăх кунĕ иртет. Шăпах эпир çак кун Бесланта пулса иртнĕ синкерлĕ пулăмсене аса илетпĕр. 2004 çулхи сентябрĕн 1-3-мĕшĕсенче террористсем хулари 1-мĕш №-лĕ шкула хăйсен аллине илнĕ. Çак вăхăтра 334 çынна тискерлĕн вĕлернĕ. Вĕсем хушшинче 186 ача пулнă. Ним айăпсăр çынсен пурнăçĕ татăлнă. Пысăк çухатăва шута илсе астăвăм кунне ирттерме йышăннă. Унтанпа çулсеренех çĕршывра Терроризма хирĕç кĕрешес ĕçри пĕр шухăшлăх кунĕ иртет.
Çак куна халалланă мероприятисене тĕрлĕ ăру çынни хутшăнать. Вĕсем палăксем патне чĕрĕ чечексем хураççĕ, çуртасем çутаççĕ, терактра вилнĕ çынсене асăнса шăп тăраççĕ. Ку чухне ятарлă службăсемпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен паттăрлăхĕ умĕнче пуç таяççĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр инкеке лекнисене хÿтĕленĕ, пулăшу панă.
Çак кунсенче «Пурнăç тумламĕ» акци ирттересси йăлана кĕнĕ. Бесланта террористсен тыткăнĕнче пулнă çынсене, вĕсем хушшинче вара ытларах ачасем пулнă, пĕр тумлам шыв та паман. Акцин палли – шыв тумламĕ. Кунта хутшăнакансем ывăçа шыв илеççĕ те асăну палăкĕсем çумĕнчи, парксенчи тата шкулсенчи чечексене алăран шăвараççĕ. Çак вăл эпир ним айăпсăр çынсен пурнăçĕ татăлнине тата синкерлĕ кунсене манманнине пĕлтерет.
Инкеклĕ кунсене аса илсе хамăр чĕререн хурланнине пĕлтеретпĕр, çавăн пекех паянхи кун та асăрхануллă пулмаллине, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине, тăнăç пурнăçа хакламаллине палăртатпăр. Нумай çынна инкек кÿнĕ кунсен манăçа тухмалла мар. Терроризма хирĕç кĕрешесси вăл ятарлă службăсен тивĕçĕ кăна мар, куншăн пирĕнтен кашниех яваплă. Пурте пĕрле пулни, пĕр-пĕрне пулăшни тата яваплăха туйни усала хирĕç тăма пулăшĕ. Ун пек синкерлĕх урăх ан пултăрччĕ.
Олеся СИДОРОВА.