Сиреньпе упа шанкри чечек çыххи илемĕ мăшăр асĕнче
Çемье çирĕплĕхĕ, юрату, шанчăклăх этем кун-çулĕнче яланах тĕп вырăнта пулнă та, пулать те. Ара, шăп та шай çакă çунат парса пурăнма хавхалантарать те пире. Çур ĕмĕре мăшăрпа пĕрле утса тухма вара çăмăл-и, çулсем иртсен те туйăмсен хĕрÿлĕхне упраса хăварассишĕн камăн ытларах тăрăшмалла; Çак ыйтусен хуравне тупас тĕлĕшпе Тавăтри Геннадийпа Александра Семеновсем патне çитетĕп. Ара, мăшăр пĕр тĕвве пĕрлешнĕренпе çак кунсенче 50 çул çитет-çке-ха. Эппин, çÿлерех асăннă ыйтусен хуравне пĕлме тивĕç те вĕсем.
Сумлă мăшăр пурăнакан кил хуçалăхăн пахча алăкне уçса кĕретĕп. Хуçисем кил хушшинчех иккен. Кĕл чечексен тĕммисен йĕри-тавралли çĕре кăпкалататчĕç. Ытти чечексене лартма савăтсем хатĕрлетчĕç. Семеновсен иçĕм çырлисем те тимлĕхсĕр мар. Ытлашши, хĕлкаçа япăхнă турачĕсене касса иртнĕ вĕсем.
- Тулта ĕçлесе çÿренĕ чухне яланах юнашар пулма тăрăшатпăр. Пĕр-пĕринпе канашлатпăр, - палăртать çутăрах сăнлă Александра Николаевна. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнине те пĕлтерет. Анчах та хăш чухне вăл е ку ĕçе пурнăçланă самантра тавлашмалли сиксе тухнине те пытармасть.
- Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулма пултараймасть. Анчах та нихăçан та пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кÿрентермен. Сăмах-юмах шалах кĕрсе кайма пуçланине сиссен пĕри те тепри пăрăнса утатпăр çеç. Кăмăл-туйăм улшăнать те, калаçу хăех йĕркеленет, - сăмах хушать кил хуçи арçынĕ Геннадий Ильич.
Ун шучĕпе, юратăва ĕмĕрлĕхех упраса хăварма йывăр мар. Пĕрлехи телей валли мăшăрăн иккĕшĕн те ăнланулăх, тÿсĕмлĕх тата шанчăклăх çеç кирлĕ.
Çулсем иртсен те юратăва упраса хăварнă мăшăра хăйсем паллашнă самантсене каласа пама ыйтатăп. Александра Николаевна Шураçра çуралса ÿснĕ, амăшĕпе çеç пурăннă. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне пĕррехинче вĕсем патне вырăнти хуçалăхри электрик юсав ĕçĕсене пурнăçлама килнине ас тăвать. «Эпĕ ун чухне килти ĕçсене пурнăçласа лараттăм, хайхискер ман умран иртсе кайрĕ те ман çине тĕсерех пăхрĕ. Çакăнтан асра юлнă вăл мана. Хыççăн вăл çара ăсаннă. Эпĕ вара шкулта сакăр класс çеç вĕрентĕм. Манăн сасă хитре пулнăран анне те, вĕрентекенсем те музыка енĕпе пĕлÿ илме сĕнчĕç. Анчах та хам именнĕрен вĕренме каймарăм, Тавăт фермине кайса вырнаçрăм», - çамрăклăхне аса илет çичĕ теçеткенелле хăвалаканскер.
Геннадий Ильич вара хĕсметрен таврăнсан кун-çулне ялпах çыхăнтарма палăртать. Унчченех хуçалăхра электрикра ĕçленĕ май хăйĕн ĕçĕнчех вăй хурать. Фермăсенчи электротытăма пăхса тăрассишĕн тăрăшать. Вăт телей, куç хывнă хĕрĕ те кунти фермăрах вăй хурать. Александра кăмăлне çавăрас тесе унпа туслашма та тăрăшать-ха, анчах та хĕр упраç каччă туйăмне сисмест те тейĕн, çав-çавах пăрăнарах çÿрет.
Тÿсĕмлĕх пĕтет каччăн, пĕр кунхине хĕре вăрласа кĕрес шутпах Александра ĕç пĕтернĕ çĕре тус-юлташĕпе фермăна тракторпа çитет. Анчах хайхискере техника çине вăйпа кĕртсе лартма тăраççĕ, çапкалашса-тапкалашса çав-çавах хăтăлать каччăсен аллинчен халтăр хĕр. Тепрехинче киле те пыраççĕ-ха ăна вăрлас тесе, каллех çăлăнать Александра Николаевна.
1972 çулхи апрелĕн çуррисенче хайхискер Тавăт ферминче пĕрле ĕçлекен хĕрарăм патне кăнтăрлахи апата кайсан Геннадий Ильич юлташĕсемпе пĕрле çитсе кĕрет те, нимĕн ăнлантармасăрах йăтса тухса илсе каяççĕ хĕр упраçа.
- Кун хыççăн та тÿрех килĕшмерĕм, пĕр уйăх тухса тарас тĕллевпе пурăнтăм. Майăн 27-мĕшĕнче пĕрлешрĕмĕр. ГАЗ-53 автомашинăпа илме пычĕç, туй арăмĕсем те йышлăччĕ. Çапла 50 çул пурăнатпăр, ÿкĕнместĕп унпа çемье çавăрнишĕн, - мăшăрĕ çине юратуллăн пăхса калаçать çемье управçи.
- Туй кунĕнче мĕнле чечексем парнеленине ас тăватăн-и? - ыйту парать 73-ри арçын мăшăрне, унăн астăвăмне тĕрĕслет тейĕн.
- Паллах, сирень тата упа шанкри (купальница) ытама та кĕмесчĕ. Ара, ун чухне, хальхи пек кĕл чечек тата ыттисем çук-çке. Çав-çавах илемлĕччĕ ун чухнехи чечек çыххисем. Вĕсемпе ÿкерĕннĕ сăнсем те упранаççĕ, - палăртать виçĕ ача амăшĕ. Çемье пуçĕ вара ылтăн туйра та мăшăрне 50 çул каяллахи пекех сиреньпе упа шанкри чечекĕсенчен илемлĕ чечек çыххи хатĕрлесе парассине систерет.
Семеновсен кун-çулĕ пĕтĕмĕшле ĕçре иртнĕ. Геннадий Ильич 43 çул электрикра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан Кĕçĕн Тăван тата Тавăт шкулĕсенче газооператорта вăй хунă. Александра Николаевна вара мăшăрлансан Тавăтри каçхи шкултан вĕренсе тухнă та Элĕкри йăла çуртĕнче, вырăнти шкул столовăйĕнче, 20 çул ытла кунта лаборантра, ача садĕнче кĕçĕн воспитательте ĕçленĕ. Пурнăç çулĕ çамрăк çемьене Польшăна та илсе çитернĕ. Çар комиссариачĕ урлă вĕсем пĕр çар чаçĕн-че ĕçлесе пурăннă. Кил-çурт çавăрнă, ытти хуралтăсене çирĕплетнĕ. Светлана, Александр, Татьяна ачисене кун çути парнеленĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Аслă хĕрĕ Элĕкре çемйипе пурăнать пулсан, ыттисем хулара тĕпленнĕ. Паян пилĕк мăнукшăн кукамайпа кукаçи, асаннепе асатте вĕсем. Çакă мар-и вара телей те чăн-чăн пуянлăх; Канмалли кунсенче, уявсенче çемье пĕрле пухăнать.
Эльвира КУЗЬМИНА.