Спорт пĕрлештерет, çирĕплетет
«Кĕмĕл» волонтерсем хастар пурăнма тăрăшаççĕ. Çакă вĕсене пĕрлештерет те. Кун пирки августăн 25-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче йĕркеленĕ «кĕмĕл» волонтерсен тата сывлăх енчен хавшак çынсен спартакиадине хутшăнакан хастарсем пирки пĕрре кăна мар каларĕç. Кăçал асăннă спорт мероприятийĕ «Çемье» наци проекчĕн «Хастар вăрăм ĕмĕр» программăпа килĕшÿллĕн округри хастарсене 4-мĕш хут пухрĕ.
Спартакиадăна хутшăнакансене Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Элĕк муниципаллă округ депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Эдикт Волков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов тата Владимир Свешников, «Раççейри пенсионерсен союзĕ» пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Валентин Семяхин, Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов, Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Вячеслав Ефимов саламласа ăнăçу сунчĕç. Валентин Семяхин Раççей пенсионерĕсен Союзĕн Хисеп хучĕпе тата медальпе тивĕçлĕ канурисен пĕрлĕхне аталантарма пулăшнăшăн, хастарлăх кăтартнăшăн Элĕк округĕн пуçлăхне Алесандр Терентьева, округри пенсионерсен Союзĕн председательне Любовь Константиновăна тата Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорне Вячеслав Ефимова чысларĕ. Вĕсем Раççейри пенсионерсен Союзĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессипе нумай çул тăрăшса ĕçленине палăртнă, çапла майпа çакă Чăваш Енри тивĕçлĕ канăва тухнисен пурнăç пахалăхĕ çине витĕм кÿнине асăннă.
Спартакиадăна Элĕк округĕнчи территори пайĕсенчи командăсем хутшăннă. Вĕсенче 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем тата 60 çултан аслăрах арçынсем пулнă. Ăмăртăва хутшăнас текенсен çĕнтерес туртăмĕ çав тери пысăк пулни кашни тапхăрта палăрчĕ. Пĕрисем шывра ишрĕç пулсан, теприсем шашкăлла вылярĕç. Спорт шкулĕн стадионĕнче çăмăл атлетикăпа «туслисем» палăртнă дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç. Дартс перекенсем хушшинче те ăмăртусем хĕрÿ иртрĕç. Кунта ытлашши шавлама юратмаççĕ. Куç илмесĕр сăнаççĕ йĕп вĕçсе тăрăнакан ункă çине, ăçтарах лекнине кура мĕн чухлĕ очко пухасси килет-çке. Сăнанă тăрăх, спортăн ку тĕсĕнче хевтесĕррисем те хăйсене кăтартма пултараççĕ. Акă Смородинăри Сергей Владимиров кÿлепепе çÿрет пулсан та Спартакиадăран пĕр çул та юлмасть. Вăл кăçал та дартс перессипе хăйне тĕрĕслерĕ.
Пĕр-пĕрне хавхалантарма, пулăшма тăрăшрĕç ăмăртăва хутшăнакансем. Маларахри ăмăртусенче кашниех харпăр хăйшĕн вăй виçрĕ пулсан, спорт мероприятине вĕçлекен ăмăрту командăсен туслăхĕпе çирĕплĕхне тĕрĕслерĕ. Хутăш эстафетăра тĕл перессине, хăвăрт чупассине, чăрмавсене парăнтарассине мала хучĕç.
Кирек мĕнле ăмăрту та çĕнтерÿçĕсене чысланипе илемлĕ. Хальхинче ушкăнпа ăмăртса пĕрремĕш вырăна Тавăтсем йышăнчĕç. «Кĕмĕл» медале Ехремкасси команди тивĕçрĕ пулсан, виççĕмĕш вырăнта - Элĕксем. Уйрăм номинацисенче мала тухнисене те медальсемпе тата дипломсемпе палăртрĕç. Пьедестал картлашкисем çине хăпаракансене тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Элĕк енре йĕркеленнĕ спорт мероприятийĕ чăннипех те уяв пулса тăчĕ. Пухăннисене çав кун Çирĕккассинчи «Ахпай» халăх фольклор коллективĕ савăнтарчĕ.
Çакна та каласа хăварас килет. Савăнăçлă лару-тăрура мероприятие уçнă чухне тухса калаçакансем Элĕкри «кĕмĕл» волонтерсем спартакиада йĕркелессипе республикăра ытти округсемшĕн тĕслĕх пулнине палăртрĕç. Хастар волонтерсем спортра кăна мар, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассипе те тăрăшса ĕçлеççĕ.
Марина МИХАЙЛОВА.